Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Харсăр чӗреллӗ каччă

Чечняра службӑра тӑнӑ Ренат Салихов паян ятарлӑ ҫар операцийӗнче те хутшăнать

Кивӗ Кахӑрлӑ ялӗнчен ятарлă çар операцине кайнă ентешӗмӗр паттăрлăх тӗслӗхӗсене кӑтартать.
Ҫар службинче пухнă опычӗ пулнӑ Ренат ятарлӑ ҫар операцине 2022 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче, уйрӑм мобилизаци шайӗнче, кайнăччӗ.

Ренат çемьере — виҫҫӗмӗш ача. Вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл, чи малтанах, Тӑван çӗршыв умӗнчи ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама тӑрӑшать. Икӗ ҫул Чечняра тăнăçлăх вырнаçтарнă çӗрте тӗлӗшпе хутшӑнать. 

Унтан, тӑван ене таврӑнса, стройкӑра ӗҫлеме пуҫлать. 

2000 ҫулта Кӗçӗн Чăнлă ялӗн хӗрӗпе Лилияпа çемье çавăрать. Ҫамрӑк ҫемьере икӗ ача ҫут тӗнчене килет. Хӗрӗ хальхи вăхăтра Ульяновск хулинчи педагогика университетӗнче пӗлӳ илет. Ывӑлӗ 8 класра вӗренет.
Лилия каланӑ тӑрӑх, Ренат хӑйӗн ҫар служби ҫинчен каласа пама питех юратмасть. Çар çыннисем çапларах ӗнтӗ вӗсем, ытлашши калаçма юратмаççӗ. 

Ҫапах та, кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килнӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе тӗл пулнă вăхăтра (унта Ренат Салихов та пурччӗ) ентешӗмӗрӗн паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен илтме тӳрӗ килчӗ. Ренат ҫинчен унпа пӗрле службăра тăракан ентешӗмӗр Алексей Ягашкин каласа пачӗ.

— Эпӗ ятарлă ҫар операцийӗнче Ренат тетепе пӗрле пулнишӗн питӗ хавас. Вӑл чӑн-чӑн тус, юлташ. Пурне те вӗрентрӗ, кӑтартрӗ. Нумаях пулмасть, çар заданийӗн вӑхӑтӗнче Ренат тете аманнӑ салтаксен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварчӗ, вӗсене малти линирен илсе тухрӗ.

Кун ҫинчен Ренат Салихов хӑй вара: 

— Ачасене пулӑшас пулать — сылтӑмран— сулахаялла, сулахайран —сылтӑмалла чупатӑн, çав вăхăтра шухӑшлама та вăхăт тупмалла. Ку вӑл пӗр самант кăна пулать, вилӗм ҫинчен пӗртте шутламастӑн. Паллах, эпӗ мораль тӗлӗшӗнчен ятарлӑ ҫар операцине хатӗрленсе килтӗм. Унта мӗнпе тӗл пулма тӳр килессине эпӗ питӗ лайӑх ӑнланса кайрăм. Çакӑн пек хӑрушӑ пулăмсене, паллах, тепӗр хут курасшӑн пулманччӗ. Анчах эпир пулмасан — кам?! Пирӗн ачамăрсене вӑрҫӑ курма ан пӳртӗрччӗ!

Харсӑр чӗреллӗ Ренат Салихов ятарлӑ ҫар операцийӗ ӑнӑҫлӑ вӗҫленесси пирки иккӗленмест, пирӗн ҫӗршыв ҫӗнтерессе шанать, ҫак вӑхӑт хӑвӑртрах килсе ҫиттӗрччӗ, тесе пӗтӗм вӑя хурса кӗрешӗпӗр, тет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев