Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!
Ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнакансем валли пулӑшу кӳресси малалла пырать
Нумаях пулмасть Кивӗ Упи ялӗнчен тухнӑ Александр Васильевич Кудряшова пулӑшу кӳнӗшӗн, марльă тӗркипе тивӗҫтернӗшӗн, пысӑк тав тӑватпӑр.
Волонтёрсем кирлӗ чухлӗ пысӑкӑш касса кӑларса, суран çыхмалли материалсем хатӗрлесе ӑсатрӗҫ те ӗнтӗ.
Ҫаплах хӳтӗлев тетелне çыхас ӗҫ те, кал-кал малалла пырать. Хӗлле ҫыхма пуҫланнӑранпа аллӑ пиллӗк тетел хатӗрлесе ӑсатнӑ та. Чун-чӗре ӑшшипе ҫыхнӑскерсем салтаксен пурнӑҫнӗ ҫӑлса хӑварма пулӑшаҫҫӗ.
— Эпир те хӑюсем касса хатӗрленипе пӗрлӗх, тетел те ҫыхса пулӑшу кӳретпӗр, — теҫҫӗ куллен тетел ҫыхма ҫӳрекен хастарсем, — тылпа фронт юнашар пулни те салтаксене ҫӗнтерӳ патне ҫывхарма пулашаса шанатпӑр, пиртен те тӑван ҫӗршывшӑн хӳтӗлев чиккинче тӑракансене, килӗсене ырӑ - сывӑ таврӑнасса кӗтетпӗр.
— Ҫыхасси кӑткӑс пулин те, малтанласа пуҫланнӑ чухне хӑнӑхма йывӑртарахччӗ, ҫӗнӗрен килекенсене яланах хапӑл, вӗрентетпӗр, йывӑр темелли ҫук, — терӗҫ теприсем.
— Пӗр хӑнӑхнӑ ырӑ ӗҫрен юлас та килмест. Кашни ир ӗҫе кайнӑ пекех утатпӑр, — теҫҫӗ мӑшӑрлӑ Люсяпа Николай Адъютантовсем, — килте ахаль лариччен пӗрле ӗҫлетпӗр те, калаҫатпӑр та. Ыратнисем те манӑҫаҫҫӗ вӑхӑтлӑха.
Валентина Савина вӗрентекенре ӗҫленӗскер чи малтанах ҫитсе тӑрать.
— Урока чӗнекен шӑнкӑрав пек, шкул вӑхӑтӗнче хӑнӑхнӑскертен кая юлаймӑн, — тет ҫирӗппӗн.
Ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ, ӗҫӗ те кал-кал пырать.
Кунне пӗрер тетел ҫыхма та ӗлкӗреҫҫӗ кӗмӗл ҫӳҫлӗскерсем. Салтаксем вӗсен ӗҫӗпе кӑмӑллӑ пулнине, кирлӗ те сӑваплӑ ӗҫ тунине пӗлтерсе тав туса ҫыраҫҫӗ.
Пурлӑх енчен укҫа-тенкине куҫарнӑ ентешсем те тав сӑмахне тивӗҫлӗ.
Пӗрлӗхпе ыр кӑмӑллӑх йывӑр вӑхӑтра обществӑлла таччӑн, пӗр шухӑшлӑ пулни ырӑ та сӑваплӑ ӗҫрен аяккинче тӑрса юлманни, ҫакӑн пӗлтерӗшне тепӗр хут тата та ҫирӗплетет.
Пĕрле — эпир вăйлă! Тылпа фронт пĕрлешсен Çĕнтерӳ пулатех!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев