Халӑх пухӑвӗсем — пӗрле тӗл пулса калаçни
Ҫак эрнере районти ял тăрăхӗсенче пухусем вӗҫленчӗç темелле.
Чи кайранхи пуху январӗн 31-мӗшӗнче Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗнче иртӗ.
Ял ҫыннисемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн, ял ҫыннисем пурӑнмалли условисемпе кӑмӑллӑ пулни палăрать. Мӗн тесен те, юлашки ҫулсенче сулăм укçипе (вăл республикăран тата тӑватӑ хут ӳссе килет) килӗшӳллӗн чылай ӗç пурнăçланнă.
Ял ӑшӗнчи ҫулсене юсанӑ, социаллӑ пурнӑҫпа пӗлтерӗшлӗ объектсем республика программипе килӗшӳллӗн тăвăнса тата хӑтлӑланса пыраҫҫӗ. Пухусенче демографи ыйтӑвӗсене те сӳтсе яваҫҫӗ. Халӑх пухусенче активлă хутшӑнчӗ, хумхантаракан ыйтăвӗсене те пачӗ.
Ял варринчи ҫулсене юсас, шыв кӗртес, урамсене ҫутăпа тивӗҫтерес тата ҫӳп-ҫап турттарас енӗпе ыйтусем тӗп тимлӗхре пулчӗç. Чи пӑшӑрхантараканни — урамсенче килсӗр-ҫуртсӑр çӳрекен йытӑсем тата тилӗсем нумайланни пулчӗ. Хӑш-пӗр ыйтусене вырӑнтах татса пачӗç пулсан, теприсене контроле илнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев