Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Халӑх инспекторӗ» приложени

Хăрушсăрлăх: ГИБДД

Çул-йӗр правилисене пӑсни ҫинчен хыпарласа, эсир укҫа илме пултаратăр. Кун ҫинчен ТР Патшалăх автоинспекцийӗн управленийӗн начальникӗ Рустам Гарипов пӗлтерчӗ.

Светофорӑн хӗрлӗ тӗсӗ вăхăтӗнче автомобиль иртсе кайнине регистрациленӗшӗн чи пысӑк награда пама палӑртнӑ. Республикӑн çавăн пек сисӗмлӗ ҫыннине 1250 тенкӗ парӗç. Стоп-линийрен тухнине тата хирӗҫ пулакан йӑрӑм тӑрӑх куҫӑмсене регистрацилесен 375 тенкӗ илме пулать.

«Ҫак приложенипе массӑллӑ шайра усӑ курни ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансен право ӑнланӑвне ӳстерессе шанатӑп эпӗ, ҫавӑнпа пӗрлех Тутарстанри ҫулсем ҫинчи аварисен шутне чакарма пултаратпӑр. Ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансене пурне те чӗнсе калатăп, ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пурнăçлама тăрăшăр! Асра тытăр, ҫулсем ҫинчи хӑрушсӑрлӑх пирӗнтен кашнийӗнчен килет», — тет Рустам Гарипов.

Пӗр чӑрмав пур — парне илес тесен приложенипе тӳрремӗнех усӑ курса, сирӗн видео ӳкермелле пулать. Ҫав хушӑрах ҫул-йӗр юхăмӗн правилисене пӑснин кашни тӗсӗшӗн требованисем пур, вӗсене пурнăçламан тӗслӗхре — административлӑ штраф хурасси ҫинчен решение йышӑнма пултараймаççӗ.

Хӑш-пӗр чухне «халӑх инспекторӗсене» хушма информаци парассишӗн Патшалӑх автоинспекцийӗн уйрӑмне каймалла пулса тухать, ҫавӑн пекех, тавлашуллӑ самантсем сиксе тухсан, çирӗплетсе пама суда та чӗнтерме пултараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев