Реклама
Хыпарсем
«Халӑх йăли-йӗркипе культурин ахахӗсем» фестиваль
Районта творчество пултарулăхӗн концерчӗсем иртеççӗ
Кӑҫал Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи халӑх культурипе йӑли-йӗркине халалланӑ йӑлана кӗнӗ фестиваль мартăн 8-мӗшне – Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявланă вăхăтпа тӳрӗ килчӗ. Ҫавна май концерт программине ертсе пыракансем Петр Мулеевпа Анастасия Макарова пур амӑшне те, хӗрарӑмсене те уяв ячӗпе саламларӗҫ, вӗсене телей, сывлӑх тата ҫӗр ҫинчи мӗнпур ырлӑха сунчӗҫ.
Творчество отчечӗн концертне килнисемшӗн Культура ҫурчӗн фойинче, культура ӗҫченӗсен вӑйӗпе, авалхи чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки, традицийӗсене çутатса панă куҫса ҫӳрекен куравне йӗркеленӗччӗ.
Уяв концерчӗ вара, Татьяна Евграфова Раҫҫей ҫинчен патриотла юрӑ юрланинчен пуçланса кайрӗ.
Ҫакӑн пек пысӑк мар сцена ҫинче ҫӑлтӑрсем ҫуралаҫҫӗ те пулӗ, тесе шутлатӑп. Сцена çине пӗрремӗш хут чи ҫамрӑк ҫӑлтӑр тухрӗ, вӑл 5 ҫулта ҫеҫ, ҫапах та вӑл хӑйне сцена ҫинче çирӗп тытать. Вăл –Александра Афиногентова, «Анне» юрра пурнăçларӗ, «Бабушка» ятлă сӑвă каласа пачӗ.
Раççей – пирӗншӗн кашниншӗнех таса сӑмах. Тӑван ҫӗршыва, хамӑр ҫуралнӑ тата пурӑннӑ çӗре пӗтӗм чӗререн юратни. Творчество отчетне малалла тӑснӑ май, сцена ҫинче «Калинушка» вырӑс халӑх вокал ансамблӗ «Матушка – Россия» юрӑпа тухрӗ (унӑн ертӳҫи Çӗнӗ Йӗлмел ял клубӗн директорӗ Наталья Макарова).
Чӑвашсем мӗн авалтан ташлама юратнă. Ташӑсен тӗрлӗ енӗ пур – вӑйӑ карти, купӑс каласа наци уявӗсемпе йӑли-йӗркисене ирттерни, анчах пурнӑҫ улшӑнать, ташӑ стилӗ те улшӑнать. Ку хутӗнче вӑтам класра вӗренекен хӗрачасем хутшӑннипе, «Çамрăклăх» хореографи коллективӗ «Айтăр, юрлар-и, айтăр, ташлар-и» ташă пурнăçларӗ.
Паллӑ ӗнтӗ, ҫак 2023 ҫул, вӗрентекен профессийӗн обществӑлла пӗлтерӗшӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине шута илсе, педагогпа наставник ҫулталӑкӗ пулса тӑчӗ. Сцена ҫинче Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнчи педагогсен вокал коллективӗ куракансене чӑваш халӑх юррипе савӑнтарчӗ. Ҫавӑн пекех, республика фестивалӗнче «Чӑваш шăпчăкӗ» лауреат ятне илнӗ Наталья Макарова «Посвящение учителя» юрă пурнăçларӗ. Концерт программи пултарулӑхри тӗрлӗ жанрсемпе пуян пулчӗ. Сӑмахран, пуҫламӑш классенче вӗрентекен Тамара Еремеева ертсе пынипе, ачасем Крыловăн «Шӑрчӑкпа кӑткӑ» юптарăвне çӗнӗ майлӑ туса, инсценировка кӑтартса пачӗç.
Хӗрарӑмсене пурне те ҫурхи уяв ячӗпе ял клубӗн художество ертӳҫи Петр Мулеев «Çуркунне тӗл пултăм эп сана» юрӑпа саламларӗ. Юлиана Алексеева пурнăçланă эстрада ташши пурне те тӗлӗнтерчӗ. Шӳт-кулăсăр мӗнле концерт пултӑр-ха? «Ӗмӗт» театр коллективӗн артисчӗсем «Женщины в военкомате» юмористла сценка кӑтартрӗç.
Вӑрҫӑ тематики çивӗч ыйту, Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ хушăра, икӗ хут ытларах. Эпир яланах хамӑрӑн хаклӑ арҫынсен хӳттинче тăратпăр. Вӗсем Тӑван çӗршыва, унăн чиккисене хӳтӗленӗ чухне эпир лӑпкӑн пурӑнма пултаратпӑр. Çак темăпа «Остановите войну» юрра Софья Маркова пурнăçларӗ. Петр Мулеев хӑй ҫырнӑ «Блокада Ленинграда» сӑввине вуларӗ, вӑлах, гитара каласа, куракансене «Так хочется жить» юрра парнелерӗ. Залра ларакансем, çавӑн пекех, творчество отчетне хутшӑннӑ чи ватӑ ҫын Петр Афиногентов купăс каланине тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хапӑл турӗҫ. Вӑл иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенчи чӑваш халӑх кӗввисене аса илтерчӗ. Художество пултарулӑхӗн активлӑ членӗ, эстрада юррисен солистки Ольга Ишметова чӑвашла темиҫе юрӑ юрларӗ. Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗнчи педагогика коллективӗсемпе вӗренекенсем те концерта хастар хутшӑнчӗҫ.
Ҫак культура мероприятине ятарласа районти «Хӗлхем» фольклор ансамблӗ килнӗччӗ. Геннадий Карсаков купӑспа каланă май, вӗсем куракансене юррисемпе, ташшисемпе савӑнтарчӗç.
Культура программи вӗҫӗнче Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков, районти Культура çурчӗн тата культура пайӗн представителӗсем Фаниль Ракиповпа Салават Юсупов тухса калаҫрӗç. Вӗсем ҫак концертӑн тулли те интереслӗ программине пысӑк хак пачӗҫ, вырӑнти артистсене сывлӑх, ӑнӑҫу тата пултарулӑхра пысӑк ҫитӗнӳсем сунчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев