Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Халăхăн тăнăçлăхне сыхлакансем канашларӗç

2022 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем енӗпе пирӗн районти шлти ӗҫсен уйрăмӗ –иккӗмӗш вырӑнта

Раççей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн 2022 ҫулхи оперативлă службăн ӗçӗ-хӗлне пӗтӗмлетӳ тăвассиччӗ.

Мероприяти Ӗç тăвакан комитетăн ларусен залӗнче иртрӗ. Унта район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ТР шалти ӗçсен министерствин личнӑй составӗпе ӗҫлекен управленийӗн начальникӗ Ильгам Сахапов, район прокурорӗ Ильдар Маликов, Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн начальникӗ Артем Абрамов тата уйрăмăн личнӑй составӗ хутшӑнчӗ.

Артем Абрамов уйрăмăн ӗҫӗ-хӗлӗн 2022 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем енӗпе доклад туса пачӗ, кӑҫалхи 2023 ҫул валли задачӑсем палӑртрӗ.

Артем Анатольевич хăйӗн докладӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, 2022 ҫулăн 12 уйӑхӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе уйрăм виҫҫӗмӗш категорири 19 уйрăм хушшинче 2-мӗш вырӑна йышӑннă (иртнӗ çул 10-мӗш вырăнтаччӗ).

2022 ҫулăн 12 уйӑхӗнче районта 127 преступление регистрациленӗ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 1,6 преступлени сахалрах. 109 преступление тишкернӗ, 17-шне чарса лартнă. Преступленисене пӗтӗмӗшле уҫса парасси 86,5 процентпа танлашать. Преступленисенчен нумайӑшне, ҫав шутра ҫын тӗлӗшпе тунă преступленисене, 100 процента уҫса панă. Иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан, харпӑрлӑха хирӗҫ тунă преступленисен шучӗ 21,5 процент чухлӗ ӳснӗ. Ҫав хушӑрах йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступленисене уҫса парасси 7,7% чакнӑ, 76,9 процента тӳрӗ килнӗ. Икӗ кӑтарту та: йывӑр та уйрӑмах йывӑр преступленисене пӗтӗмӗшле уҫса парасси хӑйӗн категорийӗ енӗпе те, республикӑра та, чи лайӑххи пулса тӑрать.

Ларура Раççей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи полицийӗн начальникӗ Ранис Латыпов тухса калаçнине те итлерӗç.

Район прокурорӗ Илья Маликов тишкерӳ тата дознани, çул-патруль службин уйрăмӗ начар мар ӗҫленине палӑртса иртрӗ. Ҫавӑн пекех вӑл район прокуратурипе шалти ӗçсен министерстви пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени тивӗçлӗ шайра пулнине çирӗплетрӗ, ҫул ҫитмен ачасем хушшинче правӑна пӑсассине профилактикăлас енӗпе ӗҫе вӑйлатма чӗнсе каларӗ, прокуратура ятӗнчен пӗрле ӗҫленӗшӗн шалти ӗçсен уйрăмӗн Çӗпрел районӗнчи уйрăмне тав турӗ.

ТР Ҫӗпрел районӗнчи 1-мӗш суд участокӗн обществăлла судйи Зульфия Яфизова хӑйӗн сӑмахӗнче уйрăмăн ӗçченӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа ӗçлеççӗ, тесе палăртса иртрӗ.

ТР Шалти ӗҫсен уйрăмӗн личнӑй составӗпе ӗҫлес енӗпе управленийӗн начальникӗ Ильгам Сахапов вара кашни уйрăмăн ӗҫӗ çинче уйрӑммӑн чарӑнса иртрӗ, уголовлӑ ӗҫсене уҫас ӗҫе вӑйлатма, ӗçсене ăсталăхпа пăхса тăма, участокри полиципе ГИБДД хушшинчи ӗç-хӗл вӑйлатма сӗнчӗ. Вӑл, çаплах, личный состава ятарлă условисене енӗпе хатӗрленес ыйтусем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ӗҫне район шайӗнче те, республика шайӗнче те лайăх йӗркелени çинчен каларӗ, мӗнпур ӗçченсене оперативлӑ-служба ӗҫӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тата пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тав турӗ. Район пуҫлӑхӗ, ҫавӑн пекех, 2023 ҫул ансат пулмасса, айти-мошенниксем, экономика преступленийӗсем енӗпе ӗҫе вӑйлатмаллине палӑртрӗ. Вăл граждансен пӗр сӑмахне те тимлӗхе илмесӗр хӑварма юраманнине те çирӗплетсе иртрӗ.

Унтан район пуҫлӑхӗ Марат Гафаровпа ТР Шалти ӗçсен министерствин личнӑй составӗпе ӗҫлекен управленийӗн начальникӗ Ильгам Сахапов ӗҫченсене Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсем пачӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев