Хаклӑ аннепе асанне
Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче пурӑнакан Ркия Хафизова 90 ҫул тултарчӗ.
Ркия аппана пысӑк юбилейӗпе районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Кӗçӗн Чăнлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Гумар Халитов саламларӗҫ.
Ркия Шарипзяновна 1935 ҫулхи майӑн 25-мӗшӗнче Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче ҫуралнӑ. Ачаранпах вӑл тӗрлӗ нуши-тертне курнӑ. Шкулта пурӗ те икӗ ҫул ҫеҫ вӗреннӗ. Колхозăн уй-хирӗсенче ир ӗҫлеме пуҫланă.
— Паянхи пурнӑҫа ӗлӗкхи пурнӑҫпа танлаштарма ҫук. Чӗкӗнтӗрне те халӗ тракторпа ӗçе кӗртеççӗ, алӑ вăйӗпе усӑ курмаççӗ. Эпир чӗкӗнтӗре алăпа кăлартӑмӑр, ӑна хамӑрах кагатсене пухрӑмӑр, тасатрăмăр, тиерӗмӗр машинӑсем ҫине, — тесе каласа парать чӗкӗнтӗр ӳстернӗ ветеран.
мӑшӑрӗпе Мукатдаспа пӗрле вӗсем тӑватӑ ача: виҫӗ ывӑл тата пӗр хӗр пӑхса ӳстернӗ. Мукатдас пичче ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра, бригадирта ӗҫленӗ.
Мӑшӑр хӑйӗн ачисене пурне те ҫирӗп пӗлӳ илме, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшать. Паян Ркия аппан ачисем пурте ҫемйисемпе хулара пурӑнаҫҫӗ. Мукатдас пичче 2005 ҫулта вилнӗ. Ркия аппа пӗчченех юлнă. Хӗлле вӑл ачисем патне пурӑнма куҫать, ҫуркунне хӗрӗпе Резидапа тӑван килне таврӑнать.
— Пире ӗҫпе воспитани панӑшӑн эпир аннепе аттене тав тӑватпӑр. Вӗсем пире мӗн пӗчӗкренех ялти пурнӑҫа, тӳсӗмлӗхе, тӗллевсене çӗнсе илме вӗрентрӗç. Эпир аннемӗр паян та юнашар пулнӑшӑн савӑнатпӑр, Турра тав тӑватпӑр, — тесе калаçрӗç Ркия аппан ачисем.
Паян Ркия Шарипзяновнан 7 мӑнукпа 7 кӗçӗн мӑнук пур.
Пирӗн статьян геройӗ — ачисемшӗн чи хаклӑ та хисеплӗ анне, мӑнукӗсемпе кӗçӗн мӑнукӗсемшӗн кукамай-асанне.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев