Хăйсенчен пай кӗртрӗç
Ҫӗпрел районӗнчи Чӑваш хӗрарӑмӗсен вырӑнти союзӗн активисчӗсем те ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫар ҫыннисем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухас ӗҫе хастар хутшăнчӗç.
Обществăлла организаци нумаях пулмасть кăна йӗркеленнӗ пулин те, вӑл тӳрех ятарлă çар операцийӗн зонинче хутшӑнакан ҫар ҫыннисене пулӑшмалли пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пуçăнчӗ.
Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн ертӳҫи Надежда Мокшина пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм-волонтерсен вӑйӗпе гуманитари конвойӗ йӗркеленӗ. Юхӑмăн активисчӗсем «Созидание» ҫамрӑксен клубӗнче вырнаҫнӑ волонтерсен штабне кирлӗ таварсем: пахчаçимӗç, харпӑр гигиена, йӑлари хими, аптека хатӗрӗсем тата ыттисене пухса панă.
«Союз питӗ паха та кирлӗ ӗҫпе ӗҫлет. Эпир çар çыннисемшӗн пулӑшу мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине, вӗсем ӑна мӗнле тав туса йышӑннине ăнланатпăр. Вӗсене тӑнӑҫ тӳпе сунатпăр, пурин те килӗсене ырă-сывă таврӑнмалла пултăрччӗ», – тет ертӳçӗ Надежда Федоровна.
Ҫар ҫыннисене пулăшма тӑрӑшни, вӗсене тимлĕх уйăрни халĕ темрен те паха.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев