Реклама
Хыпарсем
Хайруллинсен плантацийӗнче
Альфред Хайруллин улма-çырла йывăççисен лаптӑкне 6 гектартан пуҫласа 600 гектар таран çитернӗ
Альфред Хайруллин — Ҫӗпрел районӗнче Тутар Саплӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 2016 ҫулта вăл, ҫамрӑк чухне кӗтӳ кӗтсе, трактор-комбайнпа ӗçлесе, тӑван ял таврашӗнче пай çӗрӗсем туянса, вӑл хӑйӗн ӗҫне 6 гектар ҫинче виктори ҫитӗнтерессинчен пуҫлать.
Программăсем пулăшаççӗ
Ҫемипе пӗрле ӗҫлеҫҫӗ. «Ӑҫтан килсе тухрӗ çак ӗç, мӗншӗн улма-ҫырла», — текен ыйтӑва Альфред Хайруллина ӗнтӗ нумай ҫын панӑ. Ку ыйту çине хурава вӑл ку таранччен те тупаймасть иккен. «Ҫав ҫулсенче эпир юнашар Чӑваш Республикинче строительство бригадипе ӗҫлерӗмӗр. Пурте „вӑйӑран“ тенӗ пек пуҫланса кайрӗ. Инҫех те мар пушӑ вырӑнсем пурччӗ. Эпӗ унта мӗн те пулин ӳстерме пулать вӗт, тесе нумай шухӑшласа çӳрерӗм. Анчах ҫырла плантацине Чӑваш Енре мар, хамăн тӑван енӗмре ӳстерме пӳрчӗ. Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерствин, района ертсе пыракансем пулӑшнипе пирӗн ӗҫ ҫапла пуҫланчӗ», — тесе калаçăва пуçласа ячӗ Альфред Хайруллин.
Паянхи кун предприниматель ҫемйипе пӗрле сакӑр гектара яхăн виктори, 200 гектар улмуҫҫи, 40 гектар хурлӑхан, ҫавӑн пекех, хӑмла ҫырли тата ытти ҫырла культурисем ӳстерет.
— 2016 ҫулта эпир ӗçлеме килнӗ хӗрсемпе пӗрле пӗрремӗш хут виктори лартсан, ӳстерес, тухăç илес вăрттăнлăхсене пӗрле вӗрентӗмӗр. Вӗсем манран канаш ыйтаҫҫӗ, эпӗ вӗсенчен, — тет плантаци хуҫи кăштах кулса. — Эпӗ ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрне Марат Ахметова тав тӑватӑп. Ӗҫ пуҫламӑшӗнче тӗрлӗ программӑсемпе пулӑшнисӗр пуçне, «Каччă, эсӗ ҫак ҫултан ан пӑрӑн», — тесе панă канашӗсем паян та асра-ха.
Альфред Хайруллин каланӑ тӑрӑх, ҫырлан кирлӗлӗхӗ питӗ пысӑк. Вӗсен продукцийӗ ҫинчен чап кӗске вӑхӑт хушшинче районта ҫеҫ мар, республикӑран чылай аякка сарӑлнӑ.
— Ҫырласене Тольяттирен, Самарăран, Шупашкартан, Мускавран пысӑк суту-илӳ предприятийӗсем килсе илеççӗ. Пурӗ те Ульяновск хулине кăна эпир хамӑр турттаратпӑр. Мӗнпур культурӑсене те ыйтакансем пур. Паллах, ҫырла ҫитӗнтересси тӗрлӗ енлӗ технологипе усӑ курма ыйтать, пур операцисене те — лартассине, пӑхса ӳстерессине тата пухассине — пурне те алӑпа пурнӑҫламалла. Ҫапах та кӑҫал эпир хурлӑхан ҫырлине механизациленӗ меслетпе пухса пӑхрӑмӑр. Ҫитес ҫулсенче пӗтӗмпех ҫакӑн ҫине куҫăпӑр, тесе шутлатпӑр. Панулмисене, хӑмла ҫырлине, викторие алӑпа ҫеҫ пуҫтармалла. Уй-хире ӗçе кӗртес, тырпул пухса кӗртес ӗҫе сезонра 60-70 ҫын пулӑшнипе пурнăçланать. Ӗҫ сезонӗ вара апрель уйăхӗнчен пуҫланать. Рабочисем кунне 1000-1300 тенкӗ илеççӗ. Уйӑхне 35-40 пин тенкӗрен кая мар, — тет вăл.
Тăрăшулăх тата кăмăл пурри кăна кирлӗ
Ҫырласен сорчӗсене предприниматель ку вырăнсене чăтăмлисене суйласа илет. Калăпăр, викторие 12 тӗрлӗ сортлине лартма пуҫланӑ пулсан, паянхи кун икӗ сорт ҫеҫ ку вырăна юрăхлă: «Азия» тата «Флоренс». Хура хурлӑхана та çырлисем шултра пулакансене кăна лартнă. Панулмие илес пулсан, пуринчен ытла хӗллехи сортсем, кӗркунне ӗлкӗрекенннисем. Кӑҫал ҫырла плантацийӗсенче тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар, кăçалтан пуçласа хура пилеш йывӑҫҫисем лартасси пулса тӑнă. Ҫырла ӳстересси тата вӗсен усси ҫинчен предприниматель тӗплӗн вӗреннӗ.
— Хура пилешӗн наука ячӗ — арония, грек чӗлхинчен куҫарсан «усăллă» тенине пӗлтерет. Хура пилеш тесен те, вăл пилеш пек мар, ку вӗтлӗх арония ҫемйине кӗрет. Хура пилешре йод чӑнах та нумай, йод çитменнипе килсе тухнă чирсенчен усси пысӑк. Хура пилеш организмран йывӑр металсене, радиоактивлӑ япаласене кӑларать. Апат ирӗлтерекен ӗҫ-хӗле лайӑхлатать. Хура пилеш юн пусӑмне йӗркелет, гипертониксемшӗн усӑллӑ, холестерин шайне чакарать, — тет Альфред.
Паянхи кун Хайруллинсем ҫырласене сыхламалли, сивӗтмелли тата шӑнтмалли камерӑсем тӑвас, ӗç процесӗсене механизацилес, тухӑҫлӑх срокӗсене ӳстерессишӗн климат условийӗсене шута илсе, перспективлă ҫӗнӗ сортсене суйласа илес тата вӗсене сăнаса пăхас, çавăн пекех хунавсем сутассине вăя кӗртес тӗлӗшпе ӗç илсе пыраççӗ. Республика программисемпе ҫакӑн валли 1000 тонна панулми вырнаçмалăх складăн строительстви малалла пырать, здани пӗр-икӗ уйӑхран туллин хатӗр пулӗ.
— Кӑҫал тӗп приоритет — панулми, пысӑк калӑпӑшлӑ тухăç илме шутлатпӑр. 20-30 тонна эпир ӗлӗк те илеттӗмӗр, кӑҫал вара 100 тонна яхӑн тухăç пуласса кӗтетпӗр. Панулми ыйтакансем те нумай. Тюмень облаҫӗнчи предпринимательсемпе калаҫу илсе прыратпăр, вӗсем килсе илме хатӗр.
Предприниматель каланӑ тӑрӑх, республикӑра вӗсенни пек пысӑк панулми плантацийӗсем ҫук иккен.
— Астӑватӑп-ха, ӗлӗк кашни колхозрах тенӗ пекех улмуҫҫи сачӗ пурччӗ. Паян республикӑра вӗсене ҫӗнетес, панулми ҫитӗнтерес енӗпе ӗҫ пырать. Халлӗхе эпир — пӗрремӗшӗсем, — тет вӑл.
Иртнӗ ҫулсенче те, çавăн пекех, ял пӗвине тарӑнлатса, тасатса, улма-çырла валли ҫав пӗверен шыв уҫласа тăраҫҫӗ. Ҫак ӗçсемшӗн, паллах, малтан Хайруллинсем хӑйсен проекчӗсене тӑваҫҫӗ, унтан программӑсене хутшӑнса, укҫа илеҫҫӗ. Ҫавна май тӗрлӗ семинарсемпе мероприятисене предприниматель пулнă май ҫӳренӗ, ытти облаçсенчен уйрăмарах пулнине аса илтерсе, Альфред Хайруллин Тутарстанра пулӑшу программисем халӑхшăн пулнине палӑртать.
— Ӗҫлеме тытӑннă вăхăтра пирӗн те нимӗн те ҫукчӗ. Техникӑсенчен пӗр трактор ҫеҫчӗ. Республикӑра ӗҫлес текенсем валли пур условисем те йӗркеленӗ. Кӑмӑл тата тăрăшулăх ҫеҫ кирлӗ, — тет вăл.
Улма-çырла ӳстернисӗр пуҫне Хайруллинсем вӗсенчен варенисем те хатӗрлеççӗ. Вӗсене тӗрлӗ выставкӑсенче, семинарсенче сӗнеççӗ.
— Хам ӗҫе чи малтан кăмăлшăн тӑватӑп. Ҫак вырӑнтан 300 ҫухрӑма яхăн аякра Хусан хулинче пурăнса, кунта мӑшӑрăмпа Фаридапа, хӗрсемпе килсе çӳресси пӗр енчен йывӑртарах пулин те, çак çӗр çинче ӗҫлени чуна канăçлăх парать. Ӗçӗмӗре пуçласа янишӗн ӳкӗнместӗп. Чи кирли — ҫынсем тав тӑваҫҫӗ, хама кӑмӑллӑ, — тет предприниматель.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев