Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хади Атласие аса илчӗç

Историк, писатель, ҫутта кӑларакан Хади Атласи пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ наукӑпа практика конференцийӗ

Анат Чакă вӑтам шкулӗнче ирттернӗ мероприятие паллӑ тутар историкне Мухаметхади Мифтахутдинович Атласова тата унӑн пуян ӑслӑлӑхпа пултарулӑх еткерне анлӑ общественность патне илсе ҫитерме палӑртнӑччӗ. Каçăн ятне те «Хади Атласин наципе культура традицийӗсем малалла тӑсӑласси ҫинчен калакан идейӑна хальхи вӑхӑтра пурнӑҫлани» тесе ят панӑччӗ.

Ахальтен мар мероприяти Анат Чакă ялӗнче иртрӗ. Мӗншӗн тесен Хади Атласи ҫак ялта ҫуралнӑ, вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗнче нацие упраса хӑварассишӗн сахал мар вӑй хунӑ. 2026 ҫулта Хади Атласи ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитет. Каçра та: «Юбилей датишӗн ҫак мероприяти никӗс пултӑр», — текен шухӑш янӑрарӗ.

Мероприятие тутар халăхӗн питӗ нумай интеллигенцийӗ, общество представителӗсем, ученăйсем, ентешсем килнӗччӗ. Курава Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ искусство деятелӗ, Габдулла Тукай ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Назип Наккаш йӗркелени те каҫа илем хушрӗ, содержанине туллилентерчӗ.

Анат Чакă вӑтам шкулӗн директорӗ Айсыля Шигабутдинова Анат Чакă тӑрӑхӗнчен паллӑ ҫынсем нумай тухни ҫинчен каларӗ. Вӗсем: Тутарстан халӑх артисчӗ, нумай çул «Тутарстан» радиовӗнче ӗҫленӗ Рафаэль Ильясов, паллă çынсем Альфред тата Альберт Кашафович Шигабутдиновсем т. ыт. те. Малашне шкулта тӗпрен юсав ӗçӗсем пуçланӗç, Шигабутдиновсем ку тӗлӗшпе те пулӑшма кӑмӑлӗсем пуррине палӑртрӗҫ. Вӗсем тата ҫав каҫа йӗркелекенсем те.

Наци культурипе йӑла-йӗркесен çулталӑкӗн шайӗнче ирттернӗ çак мероприятие, ҫавӑн пекех, районти тутар чӗлхипе литература вӗрентекенӗсене, библиотекарьсене, культура ӗҫченӗсене чӗннӗччӗ. Вӗсемшӗн каллиграфи енӗпе мастер-класс ирттерчӗç, искусствоведени докторӗ Рауза Султанова вара халӑхӑн пуян историйӗ, ячӗсем мӗнле пулса кайни, наци орнаменчӗсене упраса хӑварни ҫинчен презентацисем сӗнчӗ.

Назип Наккаш:

— Хади Атласи хăйӗн юлашки сывлăшӗ тухиччен тутар халӑхӗн ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ, ӗмӗр тӑршшӗпех тӗрӗк халӑхӗсене пӗрлештерме, никама пӑхӑнман патшалӑх тума ӗмӗтленнӗ, ăнтăлнă. Хади Атласин пур статйисенче те тӗн тата тӗрӗк проблемисем ҫӗкленеҫҫӗ, вӗсене вӑл нацин ӑс-хакӑл никӗсӗ тет. Ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн куравсемпе унӑн тӑван ялне таврӑнма тӗллев лартрӑм, ҫакна пысӑк телей тесе шутлатăп. Ҫавӑн пек мероприятисене йӗркелесе, нацишӗн тӑрӑшакан наци чун-хаваллă çынсем пулнă чухне, Хади Атласи хыҫҫӑн пыракансем, талантлӑ ҫынсем ҫак вырӑнтанах пайтах тухӗҫ. 

Назип Наккаш — тутар араб каллиграфийӗн искусствине чи малтанхи пулса тугра жанрне кӗртнӗ çын. 
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та çак каçра Çӗпрел ҫыннисем яланах пӗлӳлӗх патне туртӑннине, пулас ӑрӑва ҫавӑн пекех воспитани панине палӑртрӗ. 

— Хади Атласи пек палăрнă ҫынсене тем пулсан та аслăлас пулать, вӗсен ячӗсене ӗмӗрлӗхе хăвармалла. Ку — пирӗн наци пуласлӑхӗ, пуян историйӗ, — терӗ вӑл. Чӗлхине, тӗнне упраса хӑварас тесе, вӗсен аталанӑвне хӑй тӳпе хывнӑ çынсене район пуçлăхӗ пурне те Тав ҫырӑвӗсем пачӗ.

Истори наукисен кандидачӗ, доцент Алсу Мухаметдинова (Хади Атласи ҫинчен диссертаци хӳтӗленӗ) ҫак пухура тухса калаçнӑ май, Хади Атласи ятне анлă общественность патне çитерес енӗпе хӑйӗн сӗнӗвӗсене пӗлтерчӗ. Мероприятире Хади Атласи мӑнукӗ Альфия Атласова хӑйӗн аслашшӗне çакăн пек чысланăшăн чунтан тав турӗ. 

Каç даннӑйсемпе пуян пулчӗ. Анат Чакă вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗсем, библиотекарьсем, вӗренекенсем хӑнасене пуян историллӗ шкул музейӗпе паллаштарчӗҫ. Унта Рафаэль Ильясова, Хади Атласие, Шигабутдиновсене халалланӑ кӗтессем пур.

«Жыен» Фонд представителӗсем Хади Атласи ҫинчен нумай кӗнеке сӗнчӗç. Назип Наккаш хӑйӗн аслашшӗсен, йӑх-несӗлӗсен куравӗпе паллаштарчӗ, кашнийӗн содержанийӗ ҫинчен каласа пачӗ. Ҫак курав Анат Чакă вӑтам шкулӗнче икӗ эрне хушши ӗҫлӗ. 

Каҫа пӗтӗмлетнӗ май Хади Атласи ҫуралнăранпа 150 ҫул ҫитнине палăртса ирттерес енӗпе мероприятсене унăн тăван ялӗнчен Анат Чакăран пуçламалла, унтан ăна Бугульма, Хусан хулисенче малалла тӑсма сӗнӳ кӗртрӗç.

Справка 
Хади Атласи тутар нацийӗшӗн илсе пыракан политикишӗн, кӗрешӗвӗшӗн тӑватӑ хутчен судпа айăпланнă, империри тӗрмисенче ларнӑ. 

Вӑл 1876 ҫулта Кивӗ Чакă ялӗнче ҫуралнӑ. Пуҫламӑш пӗлӗве ашшӗн шкулӗнче илет. Пӑвари медресере, Оренбургра вӗренет. Хади Атласи пурнӑҫӗн чи лайăх вăхăтне Бугульмара ирттерет. Унта вӑл историллӗ материалсем пухас, историллӗ литературӑна вӗренес тӗлӗшпе нумай ӗҫлет. Ҫав ӗҫсен ҫимӗҫӗсем пулнă май, «Ҫӗпӗр историйӗ», «Хусан ханстви», «Сююмбике» ятлă историллӗ произведенисем пичетленсе тухаççӗ. 1913 ҫулта вăл Хусан университечӗ ҫумӗнчи «Археологи, истори тата этнографи обществин» чӑн-чӑн членӗ пулса тăнă.

Юлашки хут ӑна 1936 ҫулта арестленӗ. 1938 ҫулта, 62 ҫула ҫитнӗскерсене, «халӑх тӑшманӗ» тесе, персе вӗлернӗ. 1958 ҫулта Хади Атласие айӑпсӑр тесе йышӑннӑ, реабилитациленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев