Хаҫатпа пӗрле пулар!
Ӗнерхи почтăран
Кӗрхи хӗвеллӗ кунпа киленсе тротуарпа утнӑ май, кам-тӑр ятран чӗнипе ҫаврӑнса пӑхрӑм. Почтӑ алӑкĕ урлӑ Марина Самандеева хаҫат валеҫекен иккен, хаҫат ҫырӑнмаллине пĕлтерсе чĕнчĕ.
— Йӳнӗрех ҫырӑнмалли тапхӑрта хаҫат-журналсен хакĕсем кӑшт чакнӑ чухне, ҫырӑнса юлмалла, яланах хастар пулаканччĕ, — тесе тӑсрĕ сӑмахне.
Каланӑ — тунӑ. Çапла ҫыхӑну уйрӑмне кĕрсе килĕшнĕ хаҫата 2025 ҫул валли ҫырӑнтӑм та. Квитанцие ҫырса тултарсан алла тыттарчĕ те, хавхаланса каялла тухрӑм. Тинех, хаваспах вулӑпӑр килĕшекен хыпарсене.
Кашни эрнекун «Тӑван ен» хаҫата чӑтӑмсӑррӑн кĕтетпĕр. Хаҫат страницисем сӑн ӳкерчĕксемпе те пуян. Çакӑншӑн хаҫатра тӑрӑшӑкансен, сахал мар вӑй хума тиветех.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан паттӑрсем пирки, волонтерсем пурнӑҫлакан ыркӑмӑллӑх ĕҫĕ-хĕлесем ҫинчен те тӑтӑшах ҫырса тӑраҫҫĕ. Патриотизм теми паян питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Çĕпрел районĕнче пурӑнатпӑр пулсан, кашни ҫемьен «Тӑван ен» хаҫата вуласа, хамӑр тӑрӑхра мĕн пулса иртнине пĕлмеллех. Халĕ интернет самани пулсан та, типографире пичетленнĕ хаҫата курас, алла тытса вулас килет. Тĕрлĕ хаҫат-журналсем ҫырӑнса илсе вулатпӑр. Чи ҫывӑххи вара — «Тӑван ен».
Çырӑнтару малалла пырать, ҫырӑнмасӑр ан юлӑр тӑвансем!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев