Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хаҫат – пурнӑҫ тӗкӗрӗ

Ӗнер. Паян. Ыран

Майӑн 1-мӗшӗнче, юратнӑ район хаҫачӗ «Тӑван ен» чӑвашла тухма пуҫланнӑранпа  90 ҫул пулать. Тӗрлӗ хаҫат-журнал ҫырӑнса илсен те, район хыпарӗсене пӗлмесӗр тăма май та ҫук. Мӗнле юратмӑн-ха тӑван хаҫата?

Эпӗ «Тӑван ен» хаçапа тахçантанпа туслӑ ҫыхӑнура. Килте кӗтнӗ хӑна, район хыпарҫи, чун апачĕ. Эрнекун ҫитессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе пурӑнатӑп. Алла илсенех чи малтанах районта пулнӑ хыпарсене вуласа киленетӗп.

Тем ҫинчен те ҫыраҫҫӗ калем ӑстин журналисчĕсем. Тӗрлӗ темӑсене ҫутатаҫҫӗ, вулакан кӑмӑлне каймалла калӑплаҫҫӗ, сӑн ӳкерчӗкӗсене те пӗлсе вырнаҫтараҫҫӗ, дизайнӗ те илӗртӳллӗ. «Хаҫат – пурнӑҫ тӗкӗрӗ», тесе ахальтен каламан. Тӗрлӗ ятсемпе тухсан та, яланах кашни ҫемьере хаклӑ тус пек пулса юлать.

Хаҫатпа тачӑ ҫыхӑну та тытатӑп. Вăл, чун апачĕ пек, кирлӗ. Яланах ҫырӑнса илме тӑрӑшатӑп. Пичет ӗҫӗн ветеранӗсене те, обществăлла корреспондентсене те саламлатӑп. Ял хыпарӗсем пулмасан вӗсемсӗр кичем пулӗччӗ хаҫат содержанийӗ те.

«Тӑван ен» хаҫатӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, яланах пултӑр. Ҫыракан, вулакан пулсан хаҫат пурӑнать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев