Взятка панăшăн яваплӑха пӑхса хӑварнӑ
Ан пар, ан ил!
Патшалӑх инспекторӗсем Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин ӗҫ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулса коррупцие хирӗҫ тӑрасси, обществӑра коррупци курăнăвӗсен енӗпе хирӗçле хутшӑнусем йӗркелесси пулнине аса илтереҫҫӗ.
Çакăн пек право пăсассине асӑрхаттарас, тупса палӑртас тата пултарас марришӗн палӑртнӑ мерӑсен комплексӗ татти-сыпписӗр малалла пурнӑҫланать.
Ҫул-йӗр правилисене пӑснă тӗслӗхре çул-йӗр-патруль инспекторӗсем административлӑ материалсем тултараççӗ, водительсене транспорт хатӗрӗсене çӳретме чикӗлеççӗ, транспорта малалла эксплуатацилеме чараҫҫӗ. Яваплӑхран хӑтӑлас тесе, хӑш-пӗр водительсем автоинспекторсемпе пур ыйтусене те «вырӑнта» татса пама тӗллев лартаççӗ.
Взятка пани, ӑна илни пекех, взятка илекеншӗн те, коррупци правине пӑсакан ҫыншӑн та уголовлӑ преступлени пулса шутланать.
– Патшалăх инспекцийӗн ӗçченӗсен коррупци ӗҫне туртăнас енӗпе фактсене тăвас марришӗн, çул-йӗр-патруль автомобильӗсен салонӗсенче салонăн тулаш тата шалти ӗҫсене ҫырса кӑтартакан видеорегистраторсем вырнаҫтарнӑ.
Пӑснӑ факт тӑрӑх материалсене тултарнă чухне административлӑ процедурӑсене пурне те видеорегистратор вăйра пулнă зонăра полици ӗçченӗсем пурнăçлаççӗ. Гражданин çул-йӗр-патруль инспекторне взятка сӗнсе, явапран пӑрӑнма хӑтланать пулсан, унӑн хӑтланӑвӗ регистрациленет, малашне те «взятка пани» Раҫҫей Федерацийӗн Уголовнӑй Кодексӗн 291 статйипе уголовнӑй ӗҫ хускатма никӗс пулса тӑрать, – теҫҫӗ районти автоинспекторсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев