Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Выльӑх-чӗрлӗхпе кайăк-кӗшӗке мӗнле чир юнать?

Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов ертсе пынипе, Ҫӗпрел районӗн территорийӗнче выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗк чирӗсене сарма парас мар ыйтусем енӗпе комисси ларӑвӗ пулса иртрӗ.

Ларура ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн, шалти ӗҫсен уйрăмӗн представителӗсем, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑнчӗҫ.

Паянхи кун ҫӗршыври чӗрчунсен чи сарӑлнӑ чирӗсем: мӑйракаллӑ шултра выльӑх лейкозӗ, кайăк-кӗшӗк грипӗ, урни тата сыснасенчи африка чумин вирусӗ шутланаҫҫӗ. Ларура выльӑх-чӗрлӗх сутакансен докуменчӗсене, ветеринари службисен справкисене темиҫе хут тӗрӗслеме кирлине палӑртрӗç. Выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗк чирӗсене профилактикăлас енӗпе докладпа районти ветеринари уйрăмӗн начальникӗ Айрат Иматдинов тухса калаçрӗ.

– Иртнӗ çул Раҫҫейре африка чумин чирӗ енӗпе лару-тӑру питӗ кӑткӑс пулчӗ. Чирсен 143 тӗслӗхне тупса палăртнă, ҫав шутра, 68шне хуçалăхри сыснасем тата 75шне хир сыснисем хушшинче. Пирӗн республикӑра 2022 ҫулта 11 тӗслӗх тупса палӑртнӑ, вӗсенчен 5шӗ хир сыснисем тата 6шӗ килти сыснасем хушшинче. Ҫавӑн пекех пӗлтӗр кайӑк-кӗшӗк грипӗн 56 тӗслӗхне уçăмланă.  Кӑҫалхи çул пуçламăшӗнчен ҫак чирӗн тӑхӑр тӗслӗхӗ палăрчӗ. Вӗсенчен юлашкине Астрахань облаҫӗнче вилнӗ акӑшра тупнӑ.  Унсӑр пуҫне Казахстан Республикин Актюба облаҫӗн территорийӗнче мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх хушшинче урнин чирне кӑтартакан паллӑсем палăрнă, – тесе палӑртрӗ ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳҫи.

Апастовăри территорири уйрăмӗн  ветеринари инспекторӗ Фиргать Сафин тӗнчери тата Раҫҫей Федерацийӗнчи выльӑх-чӗрлӗх чирӗсемпе ҫыхӑннӑ эпизотика лару-тӑрӑвӗпе паллаштарчӗ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, малта ҫурхи канӑҫсӑр уйӑхсем. Куçса çӳрекен вӗҫен кайӑксем ӑшӑ енчен таврӑнаҫҫӗ. Вӗсем тӑхӑр континент урлӑ каҫаҫҫӗ, хӑйсемпе пӗрле тӗрлӗ инфекци, ҫав шутра кайӑк грипӗ те илсе килме пултараççӗ. Африка чумине саракансем пулса ытларах хир сыснисем шутланаҫҫӗ.

– Эпир тӑтӑшах «Россельхознадзор» управленийӗпе пӗрле ял хуҫалӑхри выльăх-чӗрлӗхсемпе тата кайӑк-кӗшӗксем хушшинче тӗрлӗ инфекцисене профилактикăлас енӗпе ӗҫ илсе пыратпăр. Килти выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗк усрамалли ветеринари правилисене ҫирӗп пӑхӑнма чӗнсе калатпăр.  Паллă пулнă тăрăх, выльӑх-чӗрлӗхе усламçăсем ытларах Казахстан енчен, тупăш тăвас тӗллевпе, йӳн хакпа илсе килсе, сутни паллӑ. Ку, паллах, республикӑна тӗрлӗ чир-чӗр кӗртес хăрушлăх кăларса тăратать. Ҫавӑнпа та питӗ асӑрхануллӑ пулмалла, шанчӑксӑр ҫынсенчен выльӑх-чӗрлӗх туянмалла мар, – терӗ Фиргать Сафин.

Унсӑр пуҫне, выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗк хушшинче тӗрлӗ чир-чӗр тупса палӑртсан, хуҫисене сиен кӳнин пӗр пайне хуплама ҫеҫ е пачах та тавӑрма пулманни çинчен решени йышăнма пултарни çинчен калаçрӗ.

Тутарстан Республикинчи «Рос-сельхознадзорăн» патшалăх инспектроӗ Гульнар Арсланова, 2023 ҫулхи мартăн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейре выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн хушма продукчӗпе ӗçлессине йӗркене кӗртекен Федераци законӗн 248 статйи вӑя кӗни çинчен калаçрӗ.  Халӑхра, ку, çаплах, «тислӗк законӗ» текен ят та илчӗ.

– 2023 ҫулхи майăн 1-мӗшӗччен ял хуҫалӑх предприятийӗсен хуçисене, фермерсене Тутарстан Республикинчи «Россельхознадзор» управленине, ял хуҫалӑхӗнчи выльӑх-чӗрлӗх тислӗкӗ выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн хушма продукцийӗн пахалӑхӗ пулнă май, усӑ курасси ҫинчен заявлени ямалла. Заявлени памасан, майӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа тислӗке «каяш» тесе йышӑнӗҫ, ӑна упрассине е уй-хире кăларнине тӑпрана вараланипе танлаштарӗҫ, ҫавӑн пек ӗҫсемшӗн штрафсем хурӗҫ, – терӗ вӑл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев