Реклама
Хыпарсем
«Выльӑх усраса та, укҫа ӗçлесе илме пулать», – теҫҫӗ Кивӗ Чукал ялӗнчен арлă-арăмлă Светланӑпа Фиолит Яфизовсем
Ӗç-хӗл
Фиолит Тагирзянович Яфизов Кивӗ Чукал ялӗнчен. Ачаранах ашшӗ-амӑшне выльăхсем пăхма пулăшать. Пӗчӗкренех ӗçпе пиçӗхсе ӳсет Фиолит.
Ӳссе çитӗнсен те яла пăрахса, ют çӗре тухса каяссине куç умне те кӳрсе тăратмасть. Ҫар служби хыҫҫӑн колхозра шофер ӗҫне пурнăçлать. Тӗрлӗ ҫулсенче «УАЗ» машинăна та çӳретет, район центрӗнчи йышăнакан пункта сӗт те турттарать. Каярахпа агрофирмăн Йӗлмел филиалӗнче вăй хурать. Пулас мӑшӑрӗпе Светланӑпа та вӑл Кивӗ Чукалта паллашать. Светлана фермӑна ӗне сăвакан пулса килнӗ. Ҫамрӑксем пӗр-пӗрне килӗштерсе, ҫемье ҫавӑрса яраççӗ. Хăйсен хуçалӑхӗнче выльӑх-чӗрлӗх нумай усрама пуçлаççӗ. Паянхи кун вӗсен уйрăм хуҫалӑхӗнче 20 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх пур. Çавсенчен 8шӗ сӑвакан ӗнесем, тӗрлӗ пысăкăшри 12 пӑру та пур. Лаша та усраççӗ.
– Çак яла килни 29 ҫул ӗнтӗ. Ку 90-мӗш ҫулсемччӗ, ниҫта та ӗҫ çук, Кивӗ Чукал ялне ӗне сăвакан кирлӗ пулнине илтсен, тутар ялӗ пулнине те пăхмасăр, пӗртте шутласа тăмарăм, килтӗм. Ӳкӗнместӗп, ял та, ҫынсем те кӑмӑла кайрӗҫ. Пулас мăшăрăмпа та кунта паллашрăм, – тет Светлана.
Паллах, хуҫалӑхра выльӑхсем нумай пулсан, вӗсем валли хӗл каçма апат та хатӗрлемелле. Хӑйсен 4 пай ҫӗрне арендӑна панă, унтан пай çӗрӗсемшӗн паракан фураж та, утă тата улӑм та кӳреççӗ, хӑйсем те ҫу каҫипех утӑ хатӗрлеççӗ.
Çемйинче виҫӗ ача воспитани илсе ӳсет Яфизовсен. Аслӑ хӗрне Екатеринăна тата Анастасийӑна вӗренсе, пӗлӳ илме, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнӗсене тупма пулӑшаҫҫӗ вӗсем, кӗҫӗн хӗрӗ Айзиля вара хальлӗхе шкулта пӗлӳ илет. Паян Светланӑпа Фиолитӑн икӗ мӑнукӗ те пур ӗнтӗ.
– Ялта та хуларинчен кая мар пурӑнатпӑр. Ӳркенмелле кăна мар. Сӗте сӗт пухакансене паратпӑр, пӑрусене ӳстерсе, хамăр пусса, ӗçе кӗртсе сутатпăр, хамăрăн клиентсем пур, кӗтсе кăна тăраҫҫӗ. Ачасем те канмалли кунсенче килсе пулӑшаҫҫӗ, – теҫҫӗ арлă-арăмлă Яфизовсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев