Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗ. Пилӗк уйӑхри кăтартусем
Ял хуçалăхӗ
Ял хуҫалӑхӗнче çулталăк тăршшӗпех тупăш паракан отрасль – выльӑх-чӗрлӗх отраслӗ. Пилӗк уйӑхри кăтартусем мӗнлерех-ши?
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен пуҫласа районӗпе сӗт сăвасси пӗтӗмӗшле 8705 тоннăпа (2021 ҫулпа танлаштарсан 86 процент) танлашнӑ. Сӗт туса илессине ӳстерес енӗпе «Цильна» общество малта пырать, кӑҫалхи июнӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗсенче мӗнпурӗ 3767 тонна сӗт суса илнӗ (сӗт калăпăшӗ, иртнӗ çулхипе танлаштарсан –102 процент). «А.Н.Амосов» хресчен-фермер хуçалăхӗнче сӗт суса илес енӗпе лайӑх динамика палӑрать. Унта 205 тонна сӗт суса илнӗ (107%). «А.А.Ахмадышин» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче ҫак тапхӑрта 124 тонна сӗт суса илнӗ. «Эталон-Агро» обществӑра сӗт туса илесси чакса пырать. Пилӗк уйӑх хушшинче 239 тонна сӗт сунă, ку иртнӗ çулти кӑтартăвăн 71 проценчӗ кăна.
Июнӗн 1-мӗшӗ тӗлне мăйракаллă шултра выльăхсен шучӗ – 10903. «Цильна» обществӑра 3073 пуҫ мăйракаллă шултра выльăх пур (ӳсӗм 109 процент, +250 пуҫ). Фермер хуҫалӑхӗсен енӗпе «А.Н.Амосов» хресчен-фермер хуçалăхӗ выльӑх-чӗрлӗх йышне ӳстернӗ.
Районта пилӗк уйӑх хушшинче 694 тонна аш туса илнӗ.
Цифрӑсен обзорне Римма Мавлютова тунӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев