Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Выльăхсене маркировка тума, шута илме тытăнаççӗ

Ветеринари специалисчӗсем ятарлӑ приборсем хатӗрлеҫҫӗ.

2022 ҫулхи июнӗн 28-мӗшӗнчи 221 номерлӗ Федераци законӗпе Раҫҫей Федерацийӗн «Ветеринари çинчен» Законне улшӑнусем кӗртнӗччӗ. Ҫак улшӑнусемпе килӗшӳллӗн 2023 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен ял хуҫалӑхӗнчи вылăх-чӗрлӗхӗсене пурне те маркировка тума (биркăланмалла тата шута илӗнмелле) тивӗçлӗ. Кун пирки пире районти ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Айрат Иматдинов пӗлтерчӗ.

Айрат Иматдинов, çаплах, 2022 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа РФ Ял хуçалăх министерствин «Выльӑх-чӗрлӗх пусмалли ветеринари правилисене тата аша ветеринарипе санитари экспертизине ирттермелли ветеринари правилисене ҫирӗплетесси ҫинчен» 269 номерлӗ приказне вӑя кӗртни ҫинчен пӗлтерчӗ. Ҫак приказпа килӗшӳллӗн идентификаци туман выльăх пусма чараççӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, выльăхсене пусмалли пункта янӑ выльӑхсем идентификацилеме тивӗçлӗ, унсӑрӑн вӗсене йышӑнмӗç.

Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов тата ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗ Марат Зяббаров уйрӑм хушма хуҫалӑхсенчи выльӑх-чӗрлӗхе биркăлама укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн кашни ӗнен хӑйӗн электронлӑ паспорчӗ пулать. Ветеринари специалисчӗсем ятарлӑ приборсем хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсем пулӑшнипе ӗне хӑлхи çине идентификаци номерне ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫӗпрел районӗнче выльӑхсене чипировани  тăвассине пилӗк бригада пурнӑҫлӗ. Пӗр специалист бирка тӑвассипе ӗçлет. Ӗнен сулахай хӑлхи ҫумне визуальлӗ номер, сылтӑм хӑлхи ҫумне электронлӑ чип çирӗплетӗç. Тепӗр ӗçчен кашни ӗнене ятарлӑ списокра регистрацилет, унта номерлӗ штрих-код çирӗплетӗç. Пӗтӗм информаци: выльӑхăн ятне, миҫе ҫултине, несӗлне, хуҫине тата ытти информацие базӑна кӗртеҫҫӗ. Штрих-кода смартфон никӗсӗ ҫинче ятарлӑ хатӗрпе вулама пулать.

Унсӑр пуҫне ветеринари специалисчӗсем параллельлӗ майпа ҫурхи эпизоотикăна хирӗç мероприятисем ирттереҫҫӗ. Пӗлнӗ тăрăх, вӗсем ҫулсеренех ҫуркуннепе кӗркунне иртеҫҫӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев