Выльăхсене чиртен сыхлар!
Çакна пӗлмелле
Ящур — чӗрчунсене кӑна мар, ҫынсене те сиен кӳрекен питӗ хӑрушӑ чир. Ҫак чир пирки ӑнлантарса пама эпир районти ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳҫинчен Расим Низамовран ыйтрӑмӑр.
— Ящур — килти тата пур тискер чӗрчуна (мӑйракаллӑ шултра выльӑха, сурӑха, качакана, сыснана) сиен кӳрекен вируслӑ, чрезвычайлӑ инфекци чирӗ. Ҫынсем те, уйрӑмах ачасем, ҫак чире парӑнаҫҫӗ.
Чирлӗ выльăхсем чир çăлкуçă пулса шутланаççӗ Вирус сĕлекепе, сĕтпе, шăкпа, каяшпа ерме пултарать. Сывӑ чӗрчун чирлекен чӗрчунпа контакра пулсан, ҫавӑн пекех, пӑхса тӑракан персонал, транспорт, вирус лекнӗ апат-ҫимӗҫ урлӑ ерет.
Ящурӑн тӗп паллисем — выльӑхсен продуктивлӑхӗ чакни, вӑйсӑрланни, кӑпӑклӑ ҫӑра сурчӑк тухни. Тутисем, çилли çинче, чӗрни хушшинчи ҫурӑк ҫинче тӗрлӗ калӑпӑшлӑ тата эрозиллӗ хӑмпӑсем килсе тухаççӗ.
Чирлӗ выльăхсене ҫийӗнчех изоляцилемелле, ветеринари ӗҫченне пӗлтермелле. Хуҫалӑха карантина хупаççӗ.
Ящур вирусӗ 5 минут вӗретсен, ультрафиолет пайӑркисем, дезинфекци хатӗрӗсем тата пысӑк йӳҫеклӗ шӗвексем витӗм кӳнипе пӗтет. Вӑл ҫынран ҫынна куҫмасть.
Ҫавӑнпа выльӑх пӑхакансен кашни кун выльӑхсен ӳт-тирӗпе лӑймакаллă сийӗсем мӗнле пулнине тимлемелле.
Ӳтсӗр сийре е ҫӑвар хӑвӑлӗнче шӗвекпе тулнӑ хӑмпӑсем е сурчӑк тухнин паллисем тупӑнсан ҫийӗнчех ветеринари службин специалисчӗсене пӗлтермелле, вӗсем киличчен выльӑха изоляцилемелле.
Хӑрушсӑрлӑх енӗпе ветеринари докуменчӗсемсӗр выльӑх апатне туянма юрамасть.
Чир ҫуккине ҫирӗплетекен хушма документсемсӗр выльӑх-чӗрлӗх туянмалла мар.
Ветеринари службин специалисчӗсемпе калаҫса татӑлмасӑр кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсемпе усӑ курма юрамасть.
Выльӑхсене контрольсӗр ҫӳретме чармалла.
Выльӑх йышлӑ усракан фермӑсене кӗмелли вырӑнсенче дезинфекци чӑрмавӗсем тумалла, территорие ют ҫынсене тата ытти чӗрчунсене кӗртмелле мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев