Выльăхсенче чир палăрсан
Ветеринари
Лейкоз –пысӑк хуҫалӑхсене тата уйрăм хуҫалӑхсене те пысӑк сиен кӳрекен чирсенчен пӗри. Ҫак чир çинчен районти ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Расим Низамов ăнлантарать.
– Уйрӑм хушма хуҫалӑхсенче мӑйракаллӑ шултра выльӑхсенчи лейкоза профилактикӑласси чир сарӑласран тата выльӑх продуктивлӑхне сыхласа хӑварассипе ҫыхӑннӑ мерӑсенчен пӗри. Мерăсен шутне тӑтӑшах диагностика тӑвасси, выльӑх-чӗрлӗх усрамалли правилӑсене пӑхӑнасси, пӳлӗмсемпе инвентарьсене дезинфекцилесси, ҫавӑн пекех, ветеринари службисемпе ҫыхӑнса ӗҫлесси кӗрет.
Диагностика тунӑ чухне чи малтанах выльӑхсен юнне илсе, лейкоз чирӗ пуррине çуккипе палăртас тӗллевпе, лаборатори тӗрӗслевӗсем ирттермелле. Ку чире вӑхӑтра тупса палӑртма май парӗ.
Уйрăм хушма хуҫалӑхсенче лейкоза ҫулталӑкра 2 хутчен тӗрӗслеҫҫӗ: ҫуркунне кӗтӗве яриччен тата кӗркунне выльӑха хӗллехи витесене хупнă чухне.
Чирлӗ выльӑхсене тупса палӑртсан хуҫалӑха лейкоз енӗпе ӑнӑҫсӑр тесе пӗлтереҫҫӗ, чару мерисем (карантин) кӗртеҫҫӗ.
Мӗнле усрамалла?
Чирлӗ выльӑхсене сыввисенчен уйӑрмалла, кӗтӗве ямалла мар. Ӗнесене сунӑ чухне те сумалли пӗр аппаратсемпе усӑ курмалла мар. Ку меслет инфекци ытти выльăхсен хушшинче сарӑласран сыхлӗ.
Чирлӗ выльӑхсен сӗтне термика мелӗпе (85°С температурӑра 10 минутран та кая мар) ӗҫе кӗртмелле е сӗте тирпейлекен предприятисене сутмалла.
Чирлӗ выльăхсене усракан пӳлӗмсене тата ытти вырӑна тӑтӑшах дезинфекцилемелле. Ҫакна виҫӗ тапхӑрпа ирттереҫҫӗ: пӗрремӗшӗ – выльăхсене изоляциленӗ хыҫҫӑн, иккӗмӗшӗ – механика енчен тасатнӑ хыҫҫӑн, виҫҫӗмӗшӗ – карантина пӗтериччен.
Тата çакă та пӗлтерӗшлӗ – выльӑх-чӗрлӗхе тăнăç хуҫалӑхсенчен, ветеринари докуменчӗсемпе ҫеҫ туянмалла. Халӗ кăна туяннӑ выльăхсене ветеринари тӗпчевӗсем ирттерме 30 кунлӑха карантина хупмалла.
Лейкоз чирӗ (ҫӳлти лимфа тӗввисем пысӑкланни, начарланни) пулнă выльăхсем уçăмланнă тӗслӗхре ҫийӗнчех ветеринари ӗҫченӗсене пӗлтермелле.
Ветеринари специалисчӗсен требованийӗсем енӗпе выльӑхсене эпизоотие хирӗç обязательнӑй мерăсем ирттерме (лейкоз тӗлӗшпе диагностика тӗпчевӗсем, юн пробисем илме) кӑтартасси те – паянхи кун требованийӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев