Выльăх-чӗрлӗх ан чирлетӗр тесен
Специалист канашӗ
Мӑйракаллӑ шултра выльӑхсене лейкоз чирӗ хуçалăхсенче экономика енчен пысăк сиен кăларса тăратма пултарать. Лейкоз (юн ракӗ) – выльăхсен вируслă чирӗ шутланать.
Чирсен ҫӑлкуҫӗ – лейкоз вирусне лектернӗ мӑйракаллӑ шултра выльӑх.
Выльăхсен хуҫисен, ҫак чирсене вӑхӑтра уçăмлассишӗн, ӗнесен юнне лаборатори тишкерӗвӗсем ирттермелле, урӑхла каласан, юн пробисене илтерме тивӗçлӗ, мӗншӗн тесен вирус малтан юн çаврăнăшӗн системине сиенлет, – тет районти ветеринари уйрӑмӗн начальникӗ Айрат Иматдинов.
Вăл, çаплах, чире хирӗç кӗрешӳ мелӗсем пулнă май, патшалăх ветеринари служби урлă мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен юнӗсене çулталăкра сахалтан та 2 хутчен лаборатори тишкерӗвӗ ирттерни; лейкозпа сиенленнӗ выльăхсене уйрăм хупма тата вӗсене пусма ăсатма кирли çинчен те аса илтерчӗ.
- Ӗнесенче лейкоз чирӗ палăрсан, вӗсене пӗр тăхтаса тăмасăр сывӑ тынасемпе улӑштармалла, – тет Айрат Иматдинов.
Малашне те çак чир хуçалăхсене килсе ан кӗтӗр тесен, выльăхсене искусственнăй майпа йăхлантарас меслетпе усӑ курни те питӗ ăнăçлă пулать, тет.
–Пӗтӗмӗшле илсен, выльăхсен сывлӑхӗ ҫине уйрӑмах тимлӗх пулмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев