Юрий Адъютантов
Ҫак кунсенче П.В.Дементьев музейĕнче, Çĕнĕ Упири тĕп шкул ҫумĕнче «Радуга талантов» лагерьте канакансем валли, «Асаннесем вылянӑ вӑйӑсем» темăпа вӑйӑ-урок ирттертӗмӗр.
Малтанласа ачасемпе пӗрле аслисем вылянӑ вӑйӑсем ҫинчен видео пӑхрăмăр. Вӗсене ашшĕ-амӑшӗсем ачалӑхра мĕнле вӑйӑсем выляса ӳсни кӑсӑклантарса ячĕ.
Вӑйӑ каҫĕ лагерьти ачасемпе пӗрле чӑваш наци тумĕпе вӑйӑ картине тӑнипе, «Илемлĕ, илемлĕ» юрӑпа пуҫланса кайрĕ. «Çерем пӑсса вир акрӑм», «Ят пӗлмелле», «Тутӑр пӑрахни» пек вӑйӑсем вылярăмăр.
«Ят пĕлмелле» халӑх вӑййи те кӑсӑклантарчĕ. Ункӑ варринче куҫĕсене тутӑрпа ҫыхнӑ арҫын ача ларать, йĕри-тавра вара хутшӑнакансем алла аллӑн тытӑнса сӑвӑ каласа утаҫҫĕ:
Ларать, ларать,
Куля ларать
Шĕшкĕ тĕмӗ айĕнче.
Çиет, ҫиет , Куля ҫиет
Шĕшкĕн сарӑ мӑйӑрне.
Вӑхӑт ҫитсен тӑрас пулать,
Ятне тĕрĕс калас пулать.
Сӑвӑ йĕркисене каласа пĕтерсен ачасем чарӑнаҫҫĕ. Вылякан ача хыҫалтан пырса ункӑра ларакан ачан ятне калать те, унӑн сасӑран кам каланине палласа илмелле.Тĕрĕс каласан унка пыракан ача вăйă варринче ларса юлать.
Тутарстанра Тӑван чĕлхесемпе халӑх пĕрлĕхĕн ҫулталӑкӗ пулнӑ май, вырӑссен «Кушакпа шӑши» вӑййинче те ачасем хӑюллӑ та вӑр-вар пулнине ҫирĕплетрĕç. Уяв, пурте пĕрле туслӑн, вӑйӑ картине алшӑллисемпе тӑрса ҫаврӑннипе вĕҫленчĕ.
Паянхи саманара ачасем пушӑ вӑхӑтне ытларах смартфонсемпе, социаллӑ сетьсенче ларнин усси ытларах сиенлĕ пулни паллӑ.
Çавăнпа та, урок-вӑйӑ та халӑх вӑййисемпе йӑла-йĕркисене çӗнетнипе, манӑҫа ан тухччӑр тесе, ачасене пӗчӗкренех хутшӑнтарас, чӑваш тата вырӑс халӑхĕн хускануллӑ вӑййисемпе кӑсӑклантарас, наци культури патне явӑҫтарса ҫитĕнтерес тĕллевпе иртрĕ.
Нет комментариев