Вутта кайсан
Çырмара пӑчкӑ сасси илтӗнсе тăрать. Хӑвалӑхра йывӑҫ касакан пур иккен, тахҫанах кассмалла пулнă.
Иртнӗ ӗмӗрти вӑхӑтра ҫырмара апла сарӑлса ӳсмен йывӑҫсем, ҫурхи ейӳпе юхса килнӗ хыҫҫӑн. Пӗве те пулнӑ, хур-кӑвакалӗ чăмпăлтатнă, ҫуллахи шӑрӑхра ача-пăча шыва кӗрсе уҫӑлнӑ. Халь вара веҫех вӗтлӗх хупланӑ, кӳршӗ касӑ та курӑнмасть. Калӑн вӑрманта ларнӑ пекех туйӑнать.
Микулай ывӑлне Илюша та пӗрле илнӗ. Асли йывӑҫсем касса тирпейлесе хурсан, ывӑлӗ пуканӗсене мотоблок тележки ҫине вырнаҫтарса пырать. Ҫулла вӑхӑт пулманран хатӗрлесе хуман, ара шӑрӑхра вутӑ-шанкӑ пирки шухӑш пулман та. Халь ак каҫсем сивӗтсен, хутмалла кил -ҫуртсене, мунча валли те кирлӗ. Ӗҫрен пушансанах иккӗшӗ кайрӗҫ йывӑҫсем касма. Пӗр вӑхат йӑвантарса тухсан, канса илчӗҫ.
– Атте пасара кайса саккас парсан ҫӑмӑлрах мар-ши? – пуҫларӗ ывӑннӑскер Илюш.
– Шутланӑ апла та.
– Мӗн чӑрмантарать вара? – ыйтрӗ ашшӗ çине пăхса.
– Аннӳ «ҫырмара та пайтах, ан ӳркен касма кӑна» тет. Укҫалла парса туяниччен, кас та кас терӗ. Сутакансем тиеве урлӑ-пирлӗ ывӑтаҫҫӗ те, ним чухлӗ хутма та ҫитес ҫук.
– Кун пек хӗл иртичченех ҫак вырӑнта ӗҫлемелле пулать?
– Ҫук, апла мар. Мунча валли ҫителӗксӗртерех ҫав. Пӳртре ӑшӑ, сенкер ҫулӑм ҫунать. Вӑхӑтӗнче кӗртсе юлнӑ. Халь ытла ирех тӑрса кӑмака хутса нушаланас ҫук. Ав, кӳршӗри Валя аппу укҫа ҫук, мӗн тума кирлӗ тесе каларӗ. Кайран ӳкӗнҫи пулчӗ, кам айӑплӑ?
– Пӗччен пурӑннипе-ши? Ачисем те хистемен-ши? – ыйтусем айне путарчӗ ашшӗне.
– Паллах, каланӑ. Каламан мар. Яхӑнне те ямарӗ. Вутӑпа хутсах хӗл калаҫкаларӗ.
– Таса шывпа та тивӗҫтерме шантараҫҫӗ. Пӑрӑхӗсене ҫуллах килсе хунӑ.
– Епле аван пулӗччӗ, кӗрхи пылчӑкра пусӑран шыв ӑсса кӗресси те хăй пӗр нуша.
– Эх, нумай калаҫса лартӑмӑр санпа, каҫ пуличчен тепӗр тиевлӗх касса хумалла, – пукан ҫинчен тӑрса пӑчкине тивертрӗ Микула.
Пӗрер сехет ӗҫленӗ хыҫҫӑн, пукансене тиенӗскерсем анкарти ҫумӗнчи лапама пушатса хӑварчӗҫ.
Амӑшӗ те ӗҫрен таврӑннӑскер пулӑшма тухрӗ. Ҫак ӗҫ-пуҫшӑн арҫынсене тав турӗ.
– Мунча хутмалӑх та ҫителӗклех пулӗ. Ҫулла хурӑн вут-шанкипе ҫунтарсах ӑшӑтнӑ шывне, – пуҫларӗ савӑнсах сӑмахне Валентина.
– Аннӗ тата шывне те пӑрӑхсем урлӑ килекеннине кӗртсен ҫӑмӑллӑх пулӗ. Ваннӑй кӑна илмелле юлать, – савӑнарах каларӗ Илюш.
– Мунча та кирлӗ. Лапка ҫинче тарласа ларни, хурӑн милӗкӗпе ҫапӑнса, кирӗк кӑларса ҫӑвӑннинчен ырри ҫук, – каларӗ ашшӗ.
Ҫапла каҫ пуличчен касса хунӑ вут пуленккисене тиесе килчӗҫ. Купана пушатса хучӗҫ.
Ирпе тухсан ашшӗ вакласа тӑчӗ, амӑшӗ ывӑлӗпе ҫаврашка шаршан туса купаласа пычӗҫ. Икӗ пысӑк купана хӑвӑрт хушӑра тирпейлесе те вырнаҫтарчӗҫ.
– Ӳркенмесен, вуттине те хатӗрлеме пулать, – терӗ Валя.
– Ывӑнтарчӗ паян питӗ, – ҫамки ҫинчи тарне тутăрпа шӑлса илчӗ ашшӗ.
– Мунча хутса кӗрсен те юрать, ҫан-ҫурӑма ҫемҫетсе яма, – хутшăнчӗ Илюш.
Ҫапла каҫа хирӗҫ мунча мӑрьинчен тетӗм тухни курӑнчӗ. Пахчари канса лармалли вырӑнта сӑмавар пӑсланса ларать. Сиплӗ курӑксенчен хатӗрленӗ чейӗн шӑрши те таврана сарӑлнӑ.
– Эх, реххетленсе кантӑм мунчара, – терӗ Микулай чей ӗҫнӗ май.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев