Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Вуннӑмӗш теҫеткене вакласа

Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче пурӑнакан Ркия Латыпова 95 ҫул тултарнине палӑртрӗ

Юбиляр 4 класс ҫеҫ вӗренни ҫинчен калаçрӗ. 12 ҫул тултарсанах ӗҫлеме пуҫлать. 

Ркия аппа вӑрҫӑ ҫулӗсенче ялти ҫамрӑк хӗрсене вӑрман касма яни çинчен те аса илчӗ. 

— 80 çухрăм çула ҫуран утаттăмăр. Урара атӑ-пушмак вырăнне — ҫӑпата. Чуллӑ ҫул тӑрӑх ута-ута ҫӑпата ҫӗтӗлетчӗ, урасем шӑнатчӗç. Атте мана, вилнӗ ӗне тирне касса, ҫӑпата тӗпне сапласа панăччӗ, манăн ҫӑпата ҫирӗпрех пулчӗ, — тесе калаçрӗ хисеплӗ ветеран.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл вара тӑван ялӗнче, колхозра ӗҫленӗ: сахӑр чӗкӗнтӗрӗ çумланă, тӗрлӗ ӗҫсем тунӑ. Ркия Миннебаеван чыслă ӗçне хисеплесе панă медальсем те нумай. 

Мӑшӑрӗпе пӗрле ултӑ ача пӑхса ӳстернӗ. Паянхи кун 9 мӑнукпа 13 кӗçӗн мӑнук пур.

Ачисем амӑшӗ валли килте мӗнпур условисене туса панӑ. Ку чухнехи кинеми телевизор пӑхать, ҫӗршыври хыпарсене пӗлсе тăрать.

— Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче нуши-тертне тӳссе иртертӗм, ывӑлăм Афган вӑрҫинче хутшăнчӗ. Паян та тӗнче лӑпкӑ мар. Çӗр ҫинче вӑрҫӑсем ан пултăрччӗ чарӑнтӑрччӗ, — терӗ юбиляр, хӑйӗн ачисене тата шӑпине тав туса. 

Хисеплӗ ветерана сумлă юбилейӗпе районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Кӗçӗн Чăнлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Гумар Халитов, ачисем, мӑнукӗсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем, хӑй ӗҫленӗ хуҫалӑхăн ертӳçисем саламларӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев