Вунӑ ачана пурнăç панă
Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗнче пурӑнакан Миннебану Махмутована — 90 ҫул.
Миннебану Афиятулловнан ачалӑхӗ вӑрҫӑ ҫулӗсенче иртет. Вӑл вӑхӑтри ытти хӗрсенни пекех, унăн йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме тӳрӗ килет. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн хăйӗн ялӗнчи Каллям пиччепе çемье çавăрать. Мӑшӑрӗпе 10 ача пӑхса ҫитӗнтереҫҫӗ, ҫут тӗнчене Флюра, Гульсина, Гульнур, Фаима, Гульфира, Гульшат, Ильдар, Гулия, Фрида, Ильсур ачисем пӗрин хыҫҫӑн тепри килеççӗ.
Хăйсене вӗренме пӳрмен пирки, вӗсем ачисене вӗрентме тăрăшаççӗ, кашнинех аслӑ пӗлӳ илме, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшаҫҫӗ. Хӗрӗсенчен нумайӑшӗ учитель профессине суйласа илеççӗ. Каллям пичче колхозра ӗмӗр тӑршшӗпех шофер, комбайнер пулса ӗҫлет. Миннебану аппапа Каллям пиччен ачисем ачаранпах ӗҫе хӑнӑхса ӳсеççӗ. Ывӑлӗсем ҫеҫ мар, хӗрӗсем те тырӑ вырнӑ вӑхӑтра ашшӗ патӗнче комбайнер помощникӗ пулса ӗҫлеççӗ. «Вӑл питӗ тӑрӑшуллӑччӗ, пӗр минут та ӗҫсӗр лармарӗ», — тет Миннебану аппа мăшăрӗ ҫинчен.
— Качча тухиччен, пӗрремӗш ача ҫураличчен эпӗ колхозра, фермӑра ӗҫлерӗм, унтан ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннечченех уй-хирте ӗҫлерӗм, сахӑр кӑшманӗ ӳстертӗм. Ун чухне пире 4-5 гектар сахăр чӗкӗнтӗрӗ уйӑрса паратчӗҫ, колхозра сахӑр чӗкӗнтӗрӗ нумай акатчӗҫ, пӗтӗм ӗҫе алӑ вăйӗпе тунă, кӗркунне кагатсене хывнă, тасатнă, машинӑсем ҫине алӑпа тиесе ăсатнă. Ачасем ӳссе ҫитсен, вӗсем манӑн тӗп пулăшакансем пулчӗç, — аса илет Миннебану аппа.
Паян Миннебану аппан 20 мӑнук тата 27 кӗçӗн мӑнук пур. Юбилей кунӗнче те Миннебану аппан ачисем пурте амӑшӗпе асламӑшне саламлама килнӗ.
Ҫак кун Миннебану аппа районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫинчен Рустам Мухаметзяновран, Çӗнӗ Ишлӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнчен Радик Мухаметзяновран саламсем йышăнчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев