Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Вулакансем пире саламлаççӗ

Çӗнӗ çул ячӗпе!

Хисеплӗ «Тăван ен» ӗçченӗсем, çывхарса килекен Çӗнӗ çул ячӗпе чун-чӗререн саламлатăп. Çак асамлă уяв умӗн сире çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, чăваш супранӗ пек вăрăм кун-çул сунатăп. Пурнăçра савăнăçлă самантсем ытларах пулччăр. Начар самантсем кивӗ çулта юлччăр. Çӗнӗ çул ячӗпе çӗнӗ ӗмӗтсем илсе килтӗр. Эсир пире, вулакансене, чун ăшшине парса тăнине хаçат урлă туятпăр, тăван сăмаха кашни çын чӗри патне çитерме тăрăшатăр. Тавах сире! Çӗнӗ çул ячӗпе пурне те!

Зоя Кузнецова, Чăваш Çӗпрел ялӗ.

 

«Тӑван ен» хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшакансене, вулакансене пурне те Ҫӗнӗ ҫул  тата  Раштав уявӗсемпе чун-чӗререн саламлатӑп. 2022 ҫулта та хаҫат районти хыпарсемпе савӑнтарсах тӑчӗ, малашне те, ҫулсерен аталанса пытӑрччӗ. Литературӑна кӑмӑллакансем валли калавӗ те, сӑввви те пичетленет, нумай ҫӗннипе паллашма пулать. Культурӑпа спортри ҫитӗнӳсемпе те, вӗренӳре сывлӑх сыхлав хыпарӗсемпе те паллашса пыратпӑр. Вулама кӑсӑкли питӗ нумай. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пурӑннӑ, ӗҫленӗ хисепе тивӗҫнӗ ветерансем ҫинчен те паллаштараҫҫӗ хаҫатра. Ҫаплах ял хуҫалӑхӗнче ҫитӗнӳ тунӑ фермерсен ӗҫӗ-хӗлӗсем те пур. Пурне те чи хакли – ҫирӗп сывлӑх, Ҫӗр ҫинче тӑнӑҫ пурнӑҫ, ӑнӑҫу сунатӑп! Малашне те «Тӑван ен» хаҫатӑн хаклӑ тусӗсен йышӗнче пулса юлма шантаратӑп. Кашни чӑвашсен ҫемйичех пултӑр юратнӑ хаҫат.

Юрий Адъютантов, Çӗнӗ Упи ялӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев