Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Вулакансем килӗштерекен, ҫамрӑк ҫыравҫӑ – Николай Андреев

Чуна уçса калаçни

 

Николай Андреев: «Калавсенчен чӑвашла кино ӳкерессе шанатӑп»

 

Кашни ҫыравҫӑ хӑйне майлӑ ҫырать. Сӑнарсенче те пӗрпеклӗх ҫук, тӗрлӗ енлӗн сӑнланнӑ. Шухӑша яраканни те, ыррипе усалли те пур калавсенче. Паянхи хӑна – вулкансем кашнинчех килӗштерекен, ҫамрӑк ҫыравҫӑ,  «Шăрăх кунсем» (2017 ҫул), «Ӗмӗт хыҫҫӑн» (2022 ҫул)  кĕнекесен авторĕ  – Николай Иванович Андреев.

 Пурнӑҫӗпе, литературăри ҫулĕпе, малӑшлӑхри ӗҫӗ-хӗлӗпе, сире те тӗплӗнрех паллашма сĕнетпĕр

– Åҫта ҫуралса ӳснĕ, вĕреннĕ эсир?

– Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Шкултан вӗренсе тухсассӑн эпӗ Пӑвари ветеринари техникумне вӗренме кӗнӗччӗ. Унта вӗреннӗ чухне юлташпа иксӗмӗр ҫине вырӑнти усал шухӑшлисем (вăрă-хурахсем) тапăнчӗç, манӑн урана хуҫрӗҫ. Çавăнтанпа унта вӗренме кайман. Тепӗр ҫулхине Патӑрьелӗнчи ЧГУ филиалӗн юридици факультетне куҫӑмсӑр майпа вӗренме кӗтӗм. Чиперех пӗтертӗм пулин те профессипе ӗҫ тупаймарӑм. Ҫавӑнтан вара темиҫе ҫул хушши тӑван ялти пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра тӗрлӗ ӗҫсенче вӑй хутӑм. Халӗ хам тӗллӗн ĕҫлетĕп (самозанятый).

– Ачалăхра пӗчӗк Николай мĕнлерех ача пулнӑ?

– Пӗчӗк Николай никама та пӑхасшӑн мар, хӑйӗнне анчах тутарасшӑнччӗ. Ирӗклӗхе юратнӑ. Астӑватӑп-ха, пӗтӗм касӑ хӗрарӑмӗ мана ҫанӑллӑ кӗпе тӑхӑнтартма пуҫтарӑннине. Эпӗ вара кӗпе тӑхӑнса ҫӳреме паян кунччен юратмастӑп. Мана тӳмесӗр, ҫухасӑр, кӗске ҫанӑллӑ футболка ытларах кӑмӑла каять. Ҫавӑн чухне хӗрарӑмсем мана йӑлӑнса та, хӑратса-хӗнесе тенӗ пек ҫав кӗпене тӑхӑнтартрӗҫех. Пур-пӗрех ҫухипе ҫаннисене тавӑрса ҫӳрерӗм. Тата ҫынсем хама хӑравҫӑ теесрен питӗ шикленеттӗм. Пӗррехинче кӳршӗре пурӑнакан иккӗмӗш сыпӑкри аппапа тупӑшрӑмӑр. Вăл ман ҫине велосипедпа ҫӳресе килнӗ чухне манӑн хӗрринелле сиксе ӳкмелле марччӗ. Вӑл та парӑнмарӗ. Эпӗ те. Иксӗмӗр те ӳксе шӑм-шаксене ыраттарса пӗтертӗмӗр пулин те, эпӗ питӗ савӑнтӑм. Хама паттӑр пек туйса ҫӳрерӗм.

– Ача чухне  мӗн тума юрататтӑн? Мӗнпе кӑсӑкланнӑ-ха?

– Паллах, ача чухне кӗнеке вулама тата хут ҫине ӳкерчӗксем тума юрататтӑм.

– Пĕрремĕш сӑвă, е калавăн ячӗ, мĕн ҫинчен пулнӑ?

– Пӗрремӗш хут улттӑ, е ҫиччӗмӗш класра вӗреннӗ чухне вырӑсла сӑвӑ ҫырнӑччӗ пулас. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн, пӳрте лартнӑ чӑрӑш ҫумӗнче гирлянда ҫутисем ҫине пӑхса ларса. Сӑвӑ Ҫӗнӗ ҫул уявӗ ҫинченччӗ. Вӑл мӗнле пулса тухнине калаймастӑп. Сӑвва хамах каланккӑра ҫунтарса ятӑм.

– Нумай кӗнекесем вуланӑран-и, ҫырас туртӑм пуҫланчĕ-и?

– Хама питӗ нумай кӗнеке вуланӑ ҫын тесе шутламастӑп. Ҫырас туртӑм чӑн пурнӑҫ кӗнекисене ҫутатса панинчен чылай уйрӑлса тӑнипе ҫуралчӗ.

– Эсир хӑвӑрӑн пӗрремӗш, «Шӑрӑх кунсем» кӗнекӗр тухнӑ хыҫҫӑн улшӑнтӑр-и?

 – «Шӑрӑх кунсем» кӗнеке тухнӑ хыҫҫӑн хам улшӑннине сисмерӗм. Тен, ҫынсем асӑрханӑ?

– 2019 ҫулта «Шӑрӑх кунсем»  кӑларӑм Чăваш наци библиотеки ирттерекен «Литературăллă Чăваш ен: чи нумай вуланакан кĕнеке» республика конкурсĕнче çĕнтернĕ. Мӗнле йышӑнтӑр ҫакна? Хавхалану туйӑмӗ татах та ҫырма хистерӗ-и?

 – «Шӑрӑх кунсем» ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке пулса тӑрасса шутламан та. Вулакансене тав куншӑн. Хавхалану вара... Мана ҫырма Василий Гаврилович Кервен, «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» вӑй хуракан чипер хӗрсем хавхалантараҫҫӗ.

– Эсир тепӗр авторӑн кӗнекине тата мӗнлине юлашки хут вуланӑ?

– Эпӗ пӗр харӑсах темиҫе кӗнеке вулама тытӑнатӑп. Вуланӑ ҫемӗн вӗсен шучӗ чакса пыра-пыра, юлашкинчен пӗрре анчах – хамшӑн чи кӑсӑкли тӑрса юлать. Халӗ ҫав кӗнеке – Вячеслав Шишковӑн «Емельян Пугачев» ятлӑ романӗ.

– Калавсенчи сӑнарсем пурте пурнӑҫран илнисем-и?

– Калавсенчи сӑнарсем тӗрлӗрен. Чӑн пурнӑҫран илнисем те пур.

– Ҫырнине хаклакансем те, хирӗҫлекенсем те пур пуль?

– Калавсене хаклакансем те, хирӗҫлекенсем те пур. Хирӗҫлекенӗсем вӗсенче хӑйсене палласа илнипе-тӗр.

– Сире хӑвӑра мӗн ҫывӑхрах, сӑвӑсем-и, е калавсем ҫырасси?

– Халӗ калавсем ҫыратӑп. Сӑвӑсем сайра хутра ҫеҫ пулса тухаҫҫӗ.

– Иртнӗ ҫул вулакансене черетлĕ «Ĕмӗт хыççӑн» кĕнекепе савӑнтартӑр. Малашне мӗн кӗтет пире, вулакансене, мӗнле ҫӗнӗ кӗнекесем, ҫырма палӑртнисем?

– Тата кӗнеке кӑларас тӗллев ҫук. Калавсем хаҫатсенче пичетленнишӗн те питӗ хытӑ савӑнатӑп.

– Санӑн пурнӑҫунта кӗнекесемпе, ҫырулӑхпа ҫыхӑннӑ темле интереслӗ, е тӗлӗнмелле истори пур-и, ӑна каласа парсамӑр?

– Пурнӑҫри тӗлӗнмелли истори темелле-ши ҫакна, пӗлместӗп. Вӑл 2015-мӗш ҫулта пулса иртрӗ. Ун чухне эпӗ пӗрремӗш хут Шупашкарти «Тӑван Атӑл» журнал редакцине кайса пӑхма шутларӑм. Вӑл вӑхӑтра унта тӗп редактор пулса Василий Гаврилович Кервен ӗҫлетчӗ. Манӑн алҫырусене илсе юлчӗҫ. Тиркесе пӑрахӑҫламарӗҫ. Йӑнӑшсене тӳрлетсех пичете яма килӗшрӗç. Тавах ӑна ҫакӑншӑн. Пӗр-ик ҫул маларах, е каярах кайнӑ пулсассӑн илсе юлнӑ пулӗччӗ-ши урӑх тӗп редактор ман калавсене, пӗлместӗп.

– Мӗн ҫинчен ӗмӗтленетӗр?

– Эпӗ хамӑн произведенисем тӑрӑх чӑвашла кино ӳкерессе ӗмӗтленсе пурӑнатӑп. Пурнӑҫланӗ-ши?

– Псевдонимпа (хушма ятпа) ҫырасси ҫинчен шухӑшламан-и?

– Псевдонимпа ҫырма шикленетӗп. Ӗмӗр тӑршшӗпе хама ҫав ятпа чӗресрен хӑратӑп.

– Эсир хӑҫан та пулин кӑмӑлсӑрланнӑ вулакансемпе тӗл пулнӑ-и?

– Хампа кӑмӑлсӑр пулнине куҫа-куҫӑн пӗр пытармасӑр калакан вулакана та тӗл пулман.

– Критиклекенсене мĕнле йышӑнатӑр? Кӳрентерекенсене мен калатӑр?

– Эпӗ хама профессионаллӑ ҫыравҫӑ тесе шутламастӑп. Тен,  тӗрӗсех критиклеҫҫӗ хӑшӗсем. Анчах лайӑх критик пулас тесен, ман шутпа, чӑн пурнӑҫа та лайӑх пӗлмелле. Ӑшӑ кабинетран ниҫта тухса курмасӑр, пӗр вӗҫӗмсӗр урӑх авторсен произведенийӗсене «тишкерекенсем» чӑн пурнӑҫ мӗнлине лайӑх пӗлеҫҫӗ-ши?

– Эсир ытти авторсемпе те туслӑ-и? Вӗсем сире писатель ӑсталӑхӗнче лайӑхланма пулӑшаҫҫӗ-и?

– Ҫыравҫӑсем хушшинче маларах асӑннӑ В.Г.Кервене, А. А. Тарасовпа Алина Измана ырӑпа асӑнса хӑварас килет. Ырӑ канашсем парса ялан пулӑшма хатӗр.

– Писатель мӗнле хаҫат-журналсем ҫырӑнса илет?

– «Тӑван ен», «Сувар», «Çамрӑксен хаҫачĕ», «Хыпар», «Тӑван Атӑл» кӑларӑмсене юратса вуланисĕр пуҫне калавсене те ярса паратӑп çак редакцисене.

– Литература ҫитӗнӗвӗн вӑрттӑнлӑхӗ пур-и?

– Литературӑри ҫитӗнӗнӗвӗн вӑрттӑнлӑхӗ, ман шутпа, вулаканран нимӗн пытармасӑр, чуна уҫса ҫырни. Мӗн-тӗр пытарса, каламасӑр хӑварнине вулакансем самантрах сисеҫҫӗ.

– Эсир ҫыракан калавӑн вӗҫне яланах пӗлетӗр-и?

– Хам ҫыракан калавсен вӗҫне пӗлместӗп. Чылай чухне сӑнарсем авторпа «тавлашӑва» кӗрсе хӑйсен шӑпине урӑхла татса параҫҫӗ.

– Ытларах хӑш ӳсӗмрисем валли калавсем?

– Эпӗ ытларах шкул пӗтерсе пыракан, студент ҫулӗсенчи ҫамрӑксем пирки ҫыратӑп.

– Пысӑк укҫана хапсӑнни, пӗр-пӗрне курайманлӑх, кӗвеҫӳ туйӑмӗсем палӑраҫҫӗ-и калавсенче?

– Пысӑк укҫана хапсӑнасси, ҫынна курайманни, кӗвӗҫӳ туйӑмӗ манра ҫук пулӗ тетӗп. Чылай чухне ун пек «пахалӑхлӑ» ҫынсенчен хам хур тӳсеттӗм.

 – Калавсенчи тӗп сӑнарсенче  те ялта пурӑнакан ҫамрӑксен пурнӑҫӗ сӑнланнӑ. Пурнӑҫри тӗрӗсмарлӑх, сӳрӗклӗх, суя укҫа ҫак татса паман ыйтусем ытларах палӑраҫҫӗ. Чӑнлӑх та пур ҫак хайлавсенче?

–  Калавсенчи тӗп сӑнарсене эпӗ 1990 – 2000-мӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнчен илетӗп. «Ытлашши хуратса ҫыратӑн» текен критиксене ҫакна калас килет. Манӑн ачалӑхпа ҫамрӑклӑх ҫав ҫулсене тӳрӗ килчӗ. Ун чухне эпӗ ҫыравҫӑ пуласса никам кӑна мар, хам та пӗлмен. Ҫынсем хӑйсем чӑннипе мӗнле пулнине ҫав ҫулсенче куртӑм. Ун чухне ман умра никам та икӗпитленсе тӑмастчӗ. Ҫавӑнтан вара хампа йӑпӑлтатса, ҫепӗҫ калаҫакансене шанас килмест. Темшӗн, вӑрттӑн сӑтӑр тӑвасшӑн, хура чунлӑ ҫынсем пек туйӑнаҫҫӗ вӗсем мана.

– Николай, эсӗ ялтах юлма шутланӑ, шавлӑ хулари пурнӑҫ илӗртмен-и?

– Эпӗ ҫамрӑклах ялта тӗпленме шутларӑм. Сӑлтавӗсем ҫителӗклӗ. Ҫемьере чи кӗҫӗн ача пулнипе атте-анне кил-ҫурчӗ хам ҫине юлмалла пулни те, хамӑр тавралӑхри ҫутҫанталӑка юратни те... Кунта хама шавлӑ хуларан чылай ирӗк туятӑп.

 – Иван  Васильевич ӑҫӑр ячĕпе кашни ҫулах ялта шахмат енĕпе турнир ирттересине те йӑлана кĕртнĕ иккен.

 – Атте ячӗпе чи пирвайхи турнир 2018-мӗш ҫулта ирттертӗмӗр. Ӑна хамӑр ҫемье йӗркелесе ячӗ.

2019 ҫултан вара чӑваш эстрада юрӑҫисене чӗнетпӗр. Ҫак хушӑра пирӗн пата  Аида Великова, Алина Савельева, Антонина Лукина, Светлана Печникова килсе курчӗҫ.

– Ку питӗ савӑнтарать, пурте ҫапла пултӑр. Сирӗн пултарулӑх ҫулӗ ҫӑмӑл та ӑнӑҫлӑ пулса пытӑр!  Тавах сире интереслӗ, тулли тата питӗ кӑмӑллӑ калаҫушӑн. Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене сывлӑх сунатӑп!

– Тавтапуҫ сире те, ырӑ сунатăп.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев