Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Вӗсем пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулса пурӑнаҫҫӗ

Иртнӗ эрнере 90 ҫулхи юбилейне Аслă Чăнлă ялӗнче пурӑнакан Лена Юсуповна Камалетдинова та палăртса ирттерчӗ.

Лена Юсуповнан ачалӑхӗ йывӑр ҫулсенче иртет. Вӑл сакӑр ачаран ҫемьере иккӗмӗш ача пулса çут тӗнчене килет. Юбиляр ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван колхозра, фермӑра ӗҫленӗ, тӗрлӗ ҫулсенче унӑн сыснасем, сурӑхсем пӑхма тӳрӗ килет. Ҫулла колхозăн уй-хирӗнче сахӑр чӗкӗнтӗрне ӗçе кӗртет. Кайранхи ҫулсенче колхоз пахчинче ӗҫлет.

Пӗр ял çыннипе, кӳршипе Мансур пиччепе пӗрле вӗсем çемье çавăраççӗ. Мансур пичче нумай ҫул хушши колхозра ӗҫлет, бензин турттаракан машинăпа çӳрет.

Шел пулин те, Ленӑпа Мансурӑн ачисем пулман. «Анчах эпир нихăҫан та пӗчченлӗхе туйман, пирӗн иксӗмӗрӗн те тӑвансем нумай», — тет Лена аппа. Тӑванӗсем вӗсене яланах пулӑшаҫҫӗ. Лена аппа кашни ҫул хур, кӑвакал, чӑх чӗпписем ӳстерет.

— Ватӑлма пуҫларăмăр пулас, пӗлтӗр хурсем туянаймарăмăр, чӑхсем кăна халь пур, — тет Лена аппа.

Тыл ветеранӗн астӑвăмӗ лайăх, иртни çинчен вӑл нумай аса илчӗ. Лавккаран та ҫӑкӑр илмеҫҫӗ иккен, Лена аппа чуста çăрса лартса, ҫӑкӑра килте пӗçеретӗп, тет.

— Кӑҫал юр нумай çурӗ. Мансур кашни кунах юр тасатма тухать, эпӗ килти ӗҫсемпе тăрмашатăп, сӗтел хатӗрлесе, вăл кӗрессе кӗтеттӗм. Картишре нумайрах тӑрсан, ун патне тухатӑп. Ҫапла пурӑнатпӑр та ӗнтӗ эпир пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулса, — тет Лена аппа. 

Шӳтлеме юратакан çак тӗлӗнмелле мӑшӑра тата нумай ҫул пӗрле, сывлăхпа пурӑнма сунас килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев