Вӗсем пирӗн чӗресенче пурӑнаҫҫӗ, вӗсем сывă!
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче хутшӑннисен мăшăрӗсемпе тӗл пулчӗ
Район пуҫлӑхӗпе пӗрле Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Рамиль Низамов ватӑ ҫынсене саламласа çӳрерӗ.
Вӗсем Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Назира Салимзянована, Сания Алимована, Муслимя Хайруллинана, Роза Юсупована, Рауза Сиразетдинована, Нурлезиган Хузеевана ăшшăн саламларӗç. Сывлӑхӗсем çинчен ыйтса пӗлчӗҫ, пурнӑҫ условийӗсемпе интересленчӗç. Президенран саламлӑ ҫырусем, чечексем, уяв парнисем пачӗç.
Тӑлӑх арӑмсенчен чи асли – Сания Алимова. Тепӗр ҫул вӑл 100 ҫул тултарать. Сания аппа Анат Хураката ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ вăхăтра вӑл 18 ҫулта пулнӑ. Ыттисем пекех колхозăн уй-хирӗсенче, кирпӗч заводӗнче тата ӗҫ алли ăçта кирлӗ, çавăнта ӗҫленӗ.
Сания аппа ырă кăмăллă çын. Хăрамасăрах, мăшăрӗ вилнӗ хыҫҫӑн 5 ачапа тăрса юлнӑ вӑрҫӑ ветеранне Джартдин пиччене качча тухать. Ачасенчен асли – 13 ҫулта, кӗҫӗнни 4ра çеç пулнă. Вӗсемсӗр пуçне тата пӗрлехи 3 ачана пурнăç парнелеççӗ вӗсем. Ачисене пурне те ырă-сывă пăхса ӳстереççӗ, вӗрентеççӗ, пурнăçăн аслă çулӗ çине тăратаççӗ.
Хальхи вӑхӑтра Сания аппа район центрӗнче, хӗрӗпе кӗрӳшӗ патӗнче пурăнать. Тыл ӗçченӗн ватлӑхӗ питӗ телейлӗ: ачисем, мӑнукӗсем, кӗçӗн мӑнукӗсем ăна савăнтарсах тăраççӗ.
Назира Салимзянова:
– Вӑрҫӑ ҫулӗсенче мӗн курнине çырса, каласа пӗтерме те пулмасть. Аннепе хире ҫӳрерӗмӗр. Анне пире алӑпа кӗлте ҫыхма вӗрентрӗ. Ун чухне эпӗ хам та ҫав кӗлте çӳллӗш ҫеҫчӗ. Урасем юнланса пӗтетчӗç, ăна никам та тимлӗхе илекен çук. Пӗр аннен эпир ҫиччӗн пултăмăр. Атте вӑрҫа кайрӗ, унта тыткӑна лексе, 1946 ҫулта 2-мӗш группӑри инвалид пулса таврăнчӗ. Тыткӑна лекнӗшӗн таврăнсан, ӑна шахтӑна ӑсатрӗç, вăл унта ӗçлерӗ. Эпир мӗн курнине урӑх никама та курмалла ан пултӑрччӗ. Тӗнче тăнăç тăтăр, кашниех телейлӗ пурӑнтӑр!
Нурлезиган Хузеева:
– Вӑрҫӑ пуҫланнă вăхăтра эпӗ 10 ҫулта кăначчӗ. Ҫемьере ҫичӗ ачаччӗ эпир. 1923 ҫулта аслӑ тетене 9 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Хусана танкпа çӳреме вӗрентме илсе кайрӗç. Пӗр ҫулталӑк вӗрентсен, вӑрҫа ăсатрӗç. Атте унтан маларах фронта кайнăччӗ. Вăл лашапа çӳретчӗ. Аттене те, лашине те вӑрҫа илсе кайрӗҫ. Мăшăрăма, ҫар службине кайнӑ çӗртен, вӑрҫа илсе кайнă. Пурте каялла, анчах аманса таврăнчӗç. Питӗ йывӑр ҫулсем пулчӗç. Пирӗн ӗне пурччӗ, ӗнисем пур ҫынсем аптрамарӗç, Эпир, ачасем, шăннă çӗрулми пуҫтараттăмăр. Анне ăна çăрса пашалу тӑватчӗ, ҫӑнӑх пур пулсан, ӑна та хушатчӗ. Анчах пӗр витре ҫӑнӑх ун чухне 700 тенкӗ, 1 стакан тӑвар 30 тенкӗ тӑратчӗ. Супӑнь ҫук, халăх пыйтăпа нушаланатчӗ, вилнисене пытарма та нимӗн те ҫукчӗ. Арҫынсем ҫук, хӗрарӑмсем шăтăк чаватчӗç, вилнисене пытаратчӗç.
Эпӗ сакӑр ача ҫитӗнтертӗм, пурте сывах, манӑн 19 мӑнук, 31 кӗçӗн мӑнук пур. Ывӑлăмсемпе мӑнуксем пурте ҫарта служить тунӑ. Эпир нумай куртӑмӑр, анчах та тӳсрӗмӗр...
– Ҫӗнтерӳ кунӗ – вӑл пире пурне те пӗрлештерсе тӑракан пулăм. Шел, пирӗн районта Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗр ветеранӗ те юлмарӗ. Пирӗн тӗллев – вӗсемпе юнашар пулнă ҫынсене хисеп кăтартасси тата мӗн май килнӗ таран астăвăма малалла тăсасси, – тет район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Справка
Ҫӗпрел районӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хутшăннисен 51 тӑлӑх арӑмӗ тата 165 тыл ветеранӗ пурӑнать.
Уяв умӗн вӗсенчен кашнинех район ертӳҫи тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ килӗсене кайса саламларӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев