Вӗсем кашнийӗншӗн сапăрлăх, тăрăшулăх тӗслӗхӗ
Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчен Назира Абдрахмановна Салимзянова, Кивӗ Шемӗршелӗнчен Масхуде Закарьяновна Абдракипова, Пăрăнтăкран Александра Павловна Архиреева, Ильмет-Чаткас ялӗнчен Тагирзян Идиятуллович Бахитов 90 тата 95 ҫулхи юбилейӗсене паллӑ турӗç
1933 ҫулта, Илмет-Чаткас ялӗнче, çуралнă Тагирзян Бахитов 14 ҫултах хӑйӗн ӗҫ ҫулне пуҫласа ярать.
Совет Ҫарӗн ретне кайичченех унӑн ӗҫ кӗнекине темиҫе ҫуллăх ӗҫ стажӗ пулать. Салтак пулнӑ май, вăл Совет Ҫарӗн Германири çарӗсенчен пӗринче тӑватӑ ҫул службӑра тăрать. Тагирзян пичче паян та хӑйӗн салтакра пулнă ҫулӗсене, ҫамрӑклӑхне тунсӑхлӑн аса илет.
«Эпир Берлинра правительствăна хирӗҫ пыракан пӑлхавҫӑсен юхӑмне путарса çӳрерӗмӗр», – тет вӑл.
Пурнӑҫӑн чи лайӑх ҫулӗсем унӑн тăван енӗнче, тӗрӗсрех каласан, çуралнă ялӗнче иртеҫҫӗ. Пулас мӑшӑрӗ пулма кӳршӗре ӳссе ҫитӗннӗ хӗре суйласа илет. Халидапа иккӗшӗ виҫӗ хӗре тата икӗ ывӑлне пурнăç парнелеççӗ.
Принциплӑ, пур ӗҫсене те вӗçне-хӗрне çитерсе, пысӑк ӗҫ участокӗсене ертсе пырать Тагирзян пичче. Малтан колхозӑн 10 ҫул хушши çунтармалли-сӗрмелли материалӗсемшӗн яваплă пулнă пулсан, каярахпа ӑна хуҫалӑхăн экономикине витӗм кӳрекен ӗç – искусствӑлла майпа йăхлантаракан должноҫа та шанса параççӗ.
Вӗсем кил-çурт çавăраҫҫӗ, ачисем пӗрин хыҫҫӑн тепри вӗренӳ заведенийӗсене, хăшӗ ӗҫлеме тухса каяҫҫӗ. Пурте лайăх пынӑ вăхăтра сасартӑк Халида аппа пурнăçран уйрăлса каять.
«Мӗншӗн эсӗ татах авланмарӑн? – тесе юбиляртан ыйтрӑм эпӗ. «Ман карчӑк пек лайӑх ҫын ҫак тӗнчере пуррине эпӗ ӗненме пултарайман, ҫавӑнпа та урăх авланмарăм», – тет вӑл. Мӑшӑрне 25 ҫул ӗнтӗ тунсăхласа пурăнакан ашшӗне ачисем те, паллах, питӗ хисеплеҫҫӗ.
«Атте пире тӗрӗслӗхе вӗрентрӗ», – тет хӗрӗ Дания. – Тӑван никӗсе савӑнсах таврӑнатпӑр. Кунта пурте анне пур чухнехи пекех – пӳрт ăшӗнче те, йӗри-тавра та тап-таса...».
«Эпӗ ӗнесем усрама пăрахнăранпа та темиҫе ҫул кăна-ха, – тесе калаҫӑва хутшӑнчӗ Тагирзян пичче. – Эпӗ ик-виҫ ӗне сăваттăм. Халӗ ун чухлӗ вӑй ҫук ӗнтӗ, анчах эпӗ пахчара кӑштах ӗҫлеме тӑрӑшатӑп, чӑхсем те пур-ха», – тет Тагирзян Бахитов, паянхи пурнӑҫшӑн савӑнса.
Унӑн икӗ ывӑлӗ, хӑй пекех, ялта юлнӑ, хăй пекех тăрăшса ӗçлеççӗ те – фермерсем. Ашшӗне 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламлама ачисем, мӑнукӗсем (вӗсем пиллӗкӗн), кӗçӗн мӑнукӗсем (9) пурте тӗп никӗсе пухӑннӑччӗ.
Район центрӗнчен Тагирзян пиччене саламлама Совет Аппарачӗн ертӳҫи Айрат Хасанов, Звезда ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Марина Денисова (ӳкерчӗкре) килнӗччӗ. Айрат Хасанов юбиляра район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне тата парне пачӗ.
Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурăнакан Назира Абдрахмановна Салимзянова Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тӑлӑх арӑмӗ.
Назира аппа пирӗн района Мордови енчен килет. Унта пӗр вӑхӑт шкулта вӗреннӗ хыҫҫӑн, тетӗшӗпе пӗрле Донбаса куçса кайса вырнаçаççӗ. Шахтӑра ӗҫлет, качча тухать. Анчах ҫемьеллӗ пурнӑҫ нумая пымасть. Пӗрремӗшӗ пулса çуралнă ывӑлне илсе, иккӗмӗш хӗрӗпе йывăр çын пулнă май, Назира аппа каллех тӑван енне таврӑнса тӗпленет.
1961 ҫулта вӑл Ҫӗпрелӗнчи Тăван çӗршывăн Аслă вӑрҫинчен инвалид пулса таврӑннӑ Амирзян Хайруллович Салимзянова тӗл пулать. Вӗсем мăшăрланаççӗ, ҫемьере виҫӗ ывӑл çут тӗнчене килет.
Назира аппа районти потребительсен обществинче бухгалтер пулса ӗҫлет, унтан статистика пайӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ хыççăн, тивӗҫлӗ канӑва тухать. Паян вӑл ывӑлӗн Зуфарăн ҫемйипе пурӑнать, хӑйӗн ытти ачисем патне те хăнана ҫӳрет. Ҫуралнă кунӗн юбилейӗпе ăна хӗрӗ патне кайса Кивӗ Çӗпрел ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Рамиль Низамов саламларӗ.
Назира аппа – телейлӗ анне, кукамай, асанне. Унӑн 12 мӑнукӗ тата 9 кӗçӗн мӑнукӗ пур.
«Колхоз председателӗн хӗрӗ тесе тăмарăм, ачалăхра та мӗнле ӗç хушнă, çавна ӗçлерӗм», – тет Масхуде аппа.
Кивӗ Шемӗршел ялӗнчи нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ Масхуде Закарьяновна Абдракипован ачалăхӗ çăмăл пулман. Ашшӗне вӑрҫа илсе каяҫҫӗ, килти мӗнпур ӗç, йывăрлăх амӑшӗпе ачисем ҫинче юлать. Телее, вӑрҫӑран ашшӗ сывах таврӑнать. Ун чухнехи «Тутарстан» колхоза нумай ҫул хушши ертсе пырать.
«Колхоз председателӗн хӗрӗ тесе тăмарăм, пачах урӑхла, ыттисенчен ытларах та лекрӗ. Пур ӗçе те турăмăр, ӳпкелешмерӗмӗр», – тет Масгуда аппа.
1951 çулта Масхуде аппа пӗр ял ҫыннине Шаукат Абдракипова качча тухать. Пилӗк ачана пурнăç парнелеççӗ вӗсем. Анчах унӑн мӑшӑрӗн пурнӑҫӗ вăрăм пулмасть, вăл вилнӗренпе те 55 ҫул иртнӗ ӗнтӗ. 39 ҫулта, вӑрмана кайсан вилет вăл. Ачасенчен чи асли –14 ҫулта, чи кӗҫӗнни 2 ҫулта юлаççӗ. Масхуде аппа вӗсене ҫынсенчен кая ан пулччăр тесе нумай ӗҫлет, ачисене те вӑл хӑйӗн тӗслӗхӗпе, ӗçе вӗрентсе, пăхса ӳстерет.
Вӑл ӗҫ ветеранӗ, «Ача амăшӗ» медалӗпе наградӑланнӑ.
Пăрăнтăк станцинче пурӑнакан Александра Павловна элеваторта 40 ҫул ытла бухгалтер должноçне пурнăçать. Унăн наградӑсем, грамотӑсем, Тав çырăвӗсем нумай. Ӗҫ ветеранӗ, II степеньлӗ «Ача амӑшӗ» медальне тивӗçнӗ.
Мӑшӑрӗпе, Анатолий Владимировичпа, пилӗк хӗр пăхса ӳстереççӗ. «Эпӗ ывăл ача та ҫуратнăччӗ, анчах та вӑл ҫамрӑклах вилчӗ», – тет вӑл. Паянхи кун унăн 8 мӑнук тата 5 кӗçӗн мăнукӗ пур.
Александра Павловна Архиреева пӗччен кăна пурӑнать. Мăшăрӗ вилнӗренпе нумай çул иртнӗ. Унпа юнашар хӗрӗ ҫемйипе пурӑнать, кун каҫиччен вӑл амӑшӗ мӗнле пурӑннине пӗлес тесе, темиҫе хут та кӗрсе тухать.
«Хамăр пата пурăнма чӗнетпӗр, пымасть», – тесе пăшăрханса калаçрӗç юбилярăн хӗрӗсем. Ҫакӑн пирки Александра Павловнан хӑйӗн хуравӗ: «Кунта веçех çывăх. Манӑн киле пӑрахса, ниҫта та каяс килмест çав», – тет.
Пӳрт çумӗнче пысӑках мар пахчи пур, унта вăл пахчаҫимӗҫпе улма-ҫырла ӳстерет.
«Александра Павловна – районӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пысӑк пай кӗртнӗ çын, ял ҫыннисем хушшинче те хисепре», – тет юбиляр çинчен ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Владислав Ранцев.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев