Вӑрмансене сыхласси – пирӗн тивӗç
Ҫӗпрел районне ӗç визичӗпе Тутарстан Республикин Вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗн пӗрремӗш çумӗ Ильгизар Зарипов килчӗ
Министр çумӗ ертсе пынипе иртнӗ канашлура Ҫӗпрел участокӗнчи вăрман хуçалăхӗн 2022 ҫулти ӗҫ-хӗлӗн кăтартăвӗсене тата кӑҫалхи çул валли вӑрмансенче пушар сезонне хатӗрленмелли ыйтусене пӑхса тухрӗç.
Канашлу ӗҫӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов, ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов, ведомствăна пӑхӑнса тӑракан ӗçченсем, пушарпа ҫӑлав службисен представителӗсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑнчӗç.
Пӑва вăрман хуçалăхӗн ертӳҫи-вăрманçă Ильнар Гатауллин 2022 ҫулта пурнăçланă ӗçсем тата вăрмансенче пушара хирӗç пурнăçланнă ӗҫсем ҫинчен отчет туса пачӗ.
– Пӗлтӗр Ҫӗпрел участокӗнчи вăрман хуçалăхӗн территорийӗнче административлӑ правӑна пӑсни ҫинчен 2 протокол ҫырнӑ. Пӗри – санитари правилисене пӑснӑшӑн, теприне –саккунсӑр каснӑ йывӑҫсемшӗн, – терӗ вӑл.
Вӑрмансенче пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ӗҫ-хӗл ҫинчен калаçӑ май Ильнар Гатауллин иртнӗ çул Ҫӗпрел районӗн территорийӗнче вӑрмансене ҫунма паманнине палăртрӗ. Вăл, ку тӗлӗшпе малашне те оперативлӑ ӗҫ илсе пыма кирли çинчен тата ирӗклӗ дружинӑсем йӗркелени пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине çинчен каларӗ.
– Ҫӗпрел районӗнче вӑрман вырăнӗсене ӳстерес, ҫамрӑк йывӑҫсем лартас, вӑрман тӑрӑхӗсене пушарсенчен хӳтӗлес тӗлӗшпе палӑртнӑ ӗҫ илсе пырăнать. Ку, пуринчен те малтан, пирӗн пӗрлехи ӗçӗн кăтартăвӗ: вӑрман хуҫалӑхӗн министерстви, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, чрезвычайлă лару-тăру тата пушар надзорӗ, пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени. Вӑрман фондне пушарсенчен хӳтӗлес енӗпе тунӑ мӗнпур мероприятисене малашне те ирттерессе шанатӑп, – терӗ хӑйӗн сӑмахӗнче район Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Данис Сатдинов.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров 2022 ҫулта Çӗпрел ҫыннисем умне килсе тухнă проблема çинче чарӑнса тӑчӗ.
– Ҫӗпрел районӗ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче пӑрлӑ ҫумӑр тыткӑнне лекрӗ, шел пулин те, теçеткешер ҫулсем хушшинче пӗр хутчен килсе тухакан ҫакӑн пек ҫанталӑк ҫул хӗрринчи посадкăсене, вӑрманти йывăçсене сиен кӳчӗ. Вӗсем авăнса анса хуçăлчӗç, нумайăшӗ сиенленчӗç. Ҫуркунне ҫитсен пирӗн умра посадкăсене, вӑрмана ҫак йывӑҫсенчен тасатас енӗпе задача тӑрать, – терӗ вӑл.
Марат Гафаров район территорийӗнче вӑрман массивӗсене анлӑлатас ыйту çинче чарӑнса тӑчӗ. «Ҫакӑн тӗлӗшпе эпир район территорийӗнче вырнаҫнӑ ҫырма-çатраллă вырăнсемпе усӑ курма шутлатпăр. Тӗпрен илсен, ҫакӑн пек вырӑнсенче 1200 гектар ҫине ҫамрӑк йывӑҫ лартăпăр. Ку ӗҫ пуҫланнӑ темелле», – терӗ вӑл, çавна май Кивӗ Кахăрлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне тӗслӗхе илсе кăтартса. Паянхи кун тӗлне ял халăхӗн вăйӗпе Кивӗ Кахӑрлӑ ялне кӗнӗ çул çинчи паркра 400 пин ытла тӗрлӗ йывӑҫ лартнӑ. Район пуҫлӑхӗ асӑннӑ территорие республика вӑрман фондне куçарма май пуррине пӑхса тухма министр ҫумӗнчен ыйтрӗ.
Тутарстан Республикин Вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗн пӗрремӗш çумӗ Ильгизар Зарипов Пӑва вăрман хуçалăхӗн шайне лайӑх хак пачӗ.
– Пăва вăрман хуçалăхӗ «Экологи» наци проекчӗн тата федераци программисен шайӗнче вӑрмансене упраса хӑварас задачăсене вӑхӑтра пурнӑҫлать. Паянхи кун пирӗн тӗп задачӑсенчен пӗри вăл –вӑрмансенчи пушарсене сирсе ярасси, симӗс пуянлӑха сыхласа хӑварасси. Республикӑри вӑрман хуҫалӑхӗсене тӑтӑшах дистанци мониторингӗ ирттерсе тăраççӗ тата район территорийӗсенче сӑнаса тăракан термовырăнсем ҫинчен информаци çырăнса пырăнать. Тутарстан Республики вӑрман катрамӗсен хӑрушсӑрлӑхӗ енчен чылай ӑнӑҫлӑ регион пулса шутланать. Ҫапах та иртнӗ çул ял хуҫалӑхӗн пӗлтерӗшӗн ҫӗрсем ҫумӗнчи вӑрман территорийӗсенче термовырăнсен-пушарсен 352 тӗслӗхне палӑртнӑ. Паллах, пушарсене вӑрман массивӗсене çулăхма çул памарăмăр, анчах ку ыйтӑва яланах тӗрӗслесе тӑмалла, агропромышленность комплексӗн предприятийӗсен хуҫисем хӑйсен ҫӗрӗсенчи пушарсене сирсе ямалла. Пушара кăларса тăратнă ҫынсене патшалӑх пӑхса хӑварнӑ пулӑшу, субсидисемсӗр тӑратса хӑварӗҫ.
Хальхи технологисем вӑрман хуҫалӑхӗн министерствинчен те пӑрӑнса иртмеççӗ. Паян эпир пӗрлехи 112-мӗш номерлӗ васкавлă диспетчер служби урлă хыпарсем, патшалӑх порталӗ, социаллӑ сетьсем урлӑ ыйтусем йышӑнатпӑр, халӑхпа хутшӑнатпӑр. Малта пыракан ҫӗнӗлӗхсенчен пӗри, вӑрман хуҫалӑхӗнче искусствăлла интеллектăн системине ӗҫе кӗртнине каласа иртес пулать, вӑл чӑн вӑхӑт режимӗнче ӗҫлет. Искусствăлла интеллектăн системи вӑрманти пур улшӑнусене те, право йӗркине пӑснисене те сăнаса тăрать, вӗсене тишкерет те ҫакӑн ҫинчен пӗлтерет. Законсӑр йывӑҫ касни – тӗп право йӗркине пăсни пулса тӑрать. Граждансем вăрмана ирӗк панисӗр пуçне тӳнсе кайнӑ, хӑрнă, ӳсме шанăçӗ пулман йывӑҫсене пухма ҫеҫ вӑрмана ҫӳреме пултараҫҫӗ. Унта пуртӑпа, пӑчкӑпа ҫеҫ. Вӑрмана электричествăпа, бензинпа ӗçлекен пăчкăсемпе кӗме юрамасть.
Кӑҫалтан пуҫласа вӑрмансенче пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑсакансем тӗлӗшпе штраф санкцийӗсем 30 хут ӳсрӗҫ. Халӗ шраф сумми граждансене 15-30 пин тенкӗ, должноҫри ҫынсене 30-50 пин тенкӗ, юридици сдпачӗсене 100-400 пин тенке тӳрӗ килет. Ятарлă пушара хирӗҫле режим условийӗсенче пушар хăрушсăрлăхне пăснăшăн граждансене 40рен пуçласа 60 пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене 60-90 пин тенкӗ таран, юридически сӑпатсене 600 пинрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран штраф парăнать.
Канашлу вӗҫӗнче Николай Витальевич Пустынина Тутарстан Республикин Вӑрман хуҫалӑхӗн министерствин Хисеп грамотине парса чысларӗç.
Справка
Пӑва вăрман хуçалăхӗ Тутарстан Республикин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ, хӑйӗн ӗҫне 4 муниципалитет районӗн территорийӗнче пурнӑҫлать. Вӑрман фончӗн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 18567 гектарпа танлашать, вӗсенчен 3043 гектарӗ Çӗпрел участокӗнчи вӑрман хуçалăхӗ йышӑнать. Ҫӗпрел районӗ республикӑра чи пӗчӗк вӑрман территориллӗ муниципалитет пулса шутланать. Симӗс массив район территорийӗн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗнчен 21% йышӑнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев