Вӑрмана кӗме чараççӗ
Шӑрӑх, типӗ ҫанталӑк тăнине пула республикăра пушара хирӗç тăрас режим кӗртрӗç. Режим июлӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа 21 кун хушши вăрмана кӗрессине чикӗлет.
Статистика вӑрмансенче палăрнă 10 пушартан 8шӗ ҫынсем асӑрхануллӑ пулманнипе килсе тухни çинчен калать.
Ҫӗпрелӗнчи вăрман хуçалăхӗн ӗçченӗсем те халăха вăрмана каяссинчен тăхтаса тăма чӗнсе калаççӗ.
– Транспортпа та, çуран та пушар хăрушлăхӗ пулнă çак тапхăрта вăрмана кӗме чараççӗ, – тет Ҫӗпрел вӑрман хуçалăхӗн участокӗн лесникӗ Сагит Махмутов.
–Енчен те асăрхаттарнине пăхмасăр, вăрмана кӗнӗ çынна тӗл пулсан, эпир акт çырма тивӗçлӗ пулатпăр. Требованисене пăснăшăн административлӑ явап пама та пӑхăннă. Унпа килӗшӳллӗн физически сăпатсене 1500 тенкӗрен 3000 тенкӗ таран, полномочилле çынсене 10000 тенкӗрен 20000 тенкӗ таран, юридически çынсене 50000 тенкӗрен 200000 тенкӗ таран штраф тӳлеме палӑртнă. Пушара хирӗç тăрас режим вăхăтӗнче правилăсене пăссан, штраф калăпăшӗ икӗ хут ӳсет.
Ку темăпа
Ӗнер кӑна социаллӑ сетьсенче Ульяновск облаҫӗнчи Майна районӗн вăрманӗнче тухнă пушарăн сăн ӳкерчӗкӗ килсе тухрӗ. Вăрмана çывӑх ялтан ҫынсене эвакуациленӗ текен хыпар та пурччӗ. Мӗншӗн тесен яла тӗтӗм хупланă. Вӑрманти пушара сӳнтересси те хӑвӑрт кăна пулакан ӗç мар. Ҫавӑнпа та вӑрманта кӑвайт чӗртмелле мар, ҫутҫанталӑка сыхлар, хамӑр та ырă-сывă пулăпӑр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев