Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Вӑрман шавӗ – пурнӑҫ юрри»

Çыннăн пурнӑҫӗ ҫутҫанталӑкпа çирӗп ҫыхӑннă. Çак статьян геройӗн питех те. Мӗн тесен те вăл вăрман ытамӗнче ларакан Шланка ялӗнче тата лесничи ҫемйинче ҫуралнӑ

«Çуралнăранпах телейлӗ эпӗ – мӗншӗн тесен пурăнакан вырăнăм  та вăрманччӗ», тет вӑл хӑй те. Çӗпрел вăрманӗсене ӳстерес тата пăхас енӗпе хăйӗн пурнăçӗн 60 çулне халалланă тесен, сӑмахăм кам ҫинчен пынине тӳрех ӑнланатӑр пулӗ. Ҫапла, ӗмӗрлӗх «тӗп лесник» Мубинзян Махмутов вăл!

Мубинзян Махмутовпа мăшăрне Нурхания аппана пӗр-пӗринчен уйăрса калаçма пулмасть. Вӗсем пӗр-пӗрне туллилентерсе пурăнаççӗ. Халăх пирте паян та пӗрер тӗрлӗ шӳтле лару-тӑру килсе тухсан Мубинзян пиччен «çавăн пек халсем, Нурхания» текен сăмахӗпе ыйтăва пӗтӗмлетет.

Вӑрманпа, ҫутҫанталӑкпа пӗтӗм пурнăçӗ çыхăннă вӗсен. Лесник, лесниксен пуçлăхӗ пулса картунсенче пурăннă кăна мар, çак вăрман вӗсене мӗн ачаранах тӑрантаракан пулни çинчен те калать Нурхания аппа.

– Ирхине, тăрсанах, вӑрмана каяттăмăр ӗнтӗ. Шланка ялӗ вӗт вăрманпа çыхăннă пекех ларать. Утӑ-курăкӗ, мăйăрӗ, çырли, кăмпи, вутти – пурте çакăнтан. Выльӑх-чӗрлӗхе те ҫавӑнтах çӳретрӗмӗр. Хăрăк-турат, çатăрка пуçтарса анса, ӑна Упи пасарне кайса сутаттăмăр. «Лесник»сем  питӗ усалччӗ, пăшалпа та персе хăрататчӗç. Вăрланине тӳсеймен пулӗ. Халӑх ҫав вӑрманпа пурăнать вӗт, мӗн тӑвӑн, – тет вӑл.

Нурхания аппа тăлăх ача пулса ӳсни çинчен те каласа хăварас пулать. Ашшӗ вӑрҫа кайнӑ хыҫҫӑн, тӑватӑ ачине ытамне илсе юлнă амăшӗ нумаях пурăнаймасть, вилет. Ашшӗ те вӑрҫӑран таврăнаймасть. Çирӗп, ӑс-тăнлӑ Нурханияна вӗренсе, пӗлӳ илме те май пулмасть.

Мубинзян Махмутов вара йӗкӗт пулса çитӗннӗ вăхăт тӗлне çирӗп шухăш йышăнма ӗлкӗрет – вӑл лесничи пулатех. Йӗри-таврана вăрман çавăрса илнӗ ялта, лесниксен çемйинче ӳссе çитӗннӗ каччăн вӑрманҫӑ пулассисӗр пуҫне, тата мӗнле ӗмӗт-тӗллев пулма пултарнă? Йывăçсене пурнăç паракан, хунав лартсан ăна хăйĕн ачине пăхнă пекех ӳстерекен пуласси. Тата ӗмӗр тӑршшӗпех ҫав тӗллев патне ӑнтӑлать те. Лесничисӗр пуҫне урӑх професси суйласа илесси пирки шухӑш та кӗмест ăна. Чăваш Енӗн Сӗнтӗрвӑрри вӑрман хуçалăхӗн техникумне вӗренме кӗрет. Тата çавăнта кампа паллашать тесе шухăшлатăр? Тӗнчери  виҫҫӗмӗш космонавтпа, Андриян Николаевпа! Чăваш Енӗн Шуршăл ялӗнче ҫуралса ӳснӗ çак йӗкӗт шӑпах ҫак техникума вӗçленӗ тата тăван енне таврăннă вăхăтсенче те çак вӗренӳ çуртне яланах кӗрет. Ҫапла вара, Мубинзяна тӗнчери легендарлӑ ҫынна хӑй куҫӗсемпе курма, унпа калаҫма та май килнӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, пурнăçра ырă тусӗсем нумай Мубинзян Махмутовăн. Вӑл паян Тутарстан Республикин прокурорӗпе Сайфихан Нафиевпа пӗрле кӗрешсе çӳренисем, çавăнтан уйрӑлми туссем пулса кайни ҫинчен те калаçать. Çынсенчен пăхатир кӗлеткипе уйрăлса тăнă, ăслă шухăшсене çивӗч чӗлхипе каласа паракан лесникпа камăн туслашасси килмӗ-ха?! Нурханияна та Кемеровӑна кайнӑ ҫӗртен каялла çаврăнса, вӗсен патне кин пулса килнӗ чухне кӳршӗри аппа: «Ай, чунăм, пурăнайăн-ши ку çуртра, питӗ патвар çынсем вӗт», тет. Нурхания пӗчӗкçӗ пулнине шута илсе калать  ӗнтӗ вăл çак сăмаха. Мубинзян вара ӑна «Нурхания ятлӑ шӑпчӑкăм», тесе кăна чӗнет. Тата кирлӗ чухне хӑй лартнӑ ҫамрӑк  хунавсене пăхнă пекех, мăшăрне  хӳтӗлет те, сыхлать те.

– Мубинзянăн пӗтӗм пурнăçӗ вăрманччӗ. Ирхине тухса каятчӗ те, каçпа таврăнатчӗ. Тӑватӑ ачамăр вӑрманта ӳсрӗç, тӗрлӗ ялсене çӳресе вӗренчӗç, – тесе аса илет çамрăклăхне Нурхания аппа.

– Вӑрман вӗт вӑл – ҫынсемшӗн канмалли вырӑн, аптека, ӑшӑлăх, строительство материалӗн çăл-куçӗ, ӳсентăрансен, чĕр чунсемпе кайăксен килĕ, хӳтлĕхĕ. Вӑрман – вӑл сывлӑша, çӗре, шыва, тӑпрана сыхлать. Вăрманти йывăç-курăк çав тери нумай кислород кăларать, сывлăша тусанран, йӳçек газран тасатать, – тет ҫак ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗн пӗлтерӗшне ăнлантарса тӗп лесничи. – Тата унта  кашни япала пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннă. Пӗрне пӗтерсен, иккӗмӗшӗ, виҫҫӗмӗшӗ вилет. Акă çавӑн пек сӑнчӑрпа çыхăнса тăрса, вӑрман пӗтӗмпех вилсе, пӗтме пултарать. Ҫавӑнпа та сыхламалла вӑрмансене, – тет симӗс вăрманăн паянхишӗн пӑшӑрханса Мубинзян Махмутов.

Мубинзян лесник тата ертӳҫӗ пулса ӗçленӗ çулсенче Ҫӗпрел районӗнче 2400 гектартан ытла вӑрман лартнӑ.

– Ӑна  лартни кӑна мар, лартнӑ хыҫҫӑн çирӗпленсе кайтăр тесен нумай вӑй хумалла, – тет вӑл. – Мӗншӗн тесен хунав тӗпӗнчи çумкурăк та ӳсес тесе нӳре çăтать,  çамрăк хыр хунавӗсем те. Ку хунавсене тата ăçтан кăна  илсе килмен-ши? Чӑваш Енрен, Тутарстанран, Ульяновск облаҫӗсенчен... Тӗрӗс, пулӑшакан, вӑрман кирлине ӑнланакан ертӳçӗсем пурччӗ. Вӗсем вӑрман хуҫалӑхне ӗҫ вӑйӗпе те, хунавсене кӳрсе панă чухне те пулăшрӗç, – тет Мубинзян пичче Равиль Бикчурова, Адхам Дунаева, Фиркать Махмутова, Барис Гафурова, Альберт Низамова палăртса иртсе.

Кӗрлесе тăчӗ вăл çулсенче «лесничество». Хӑйӗн йывӑҫ çурмалли цехӗ ӗҫлерӗ, ял ҫыннисем вӑрмансене тасатас ӗҫре хутшӑнчӗç. Строительство  материалӗсем, вутăшăн йывăç ыйтса килнисем вăрăм черетсем тăчӗç.

– Этеме вӑй-хăват панӑ, ăна хăйӗн пуянлăхне парнеленӗ вăрман çав вăл, – тет Мубинзян. – Хӑйӗн ытамне пӗрре илсен, сана çавăнтан ямасть ӗнтӗ вăл, хăйне юраттарса, хăйне майлă çавăрать.

Çапла вăрманне, Çӗпрел тăрăхне, пурнăçа кăмăлланă Мубинзян пичче те профессийӗнчен уйрӑлаймасӑр, 80 ҫула çитиччен ӗҫлет. «Каятӑп ӗнтӗ», тесе заявлени ҫырса кӗртсен, тата темиҫе уйӑх кăна пулсан та ӗҫлеме ыйтаççӗ. Ҫӗнӗ хунавсем илсе килмелли, лартмалли вăхăт – опытлӑ лесникăн пулăшăвӗ кирлӗ пулать.

Ӗнтӗ вӑрманта пурӑнмасан та, вӑрманпа пурӑнать Мубинзян. Ăшӗ вăрканă чухне, парнеленӗ, хăйпе пӗрле ватăлса пынă, вăрман çулӗсене таптанă «УАЗ» машини çине ларса çавăнта çул тытать. Унти кашни йывăçа, кайӑка паллать вăл. Вӗсем те хăйсене пăхакана вӑл кӑна ӑнланакан шавпа, сасӑпа кӗтсе илеççӗ. Хуҫа пек вăрманне чӗнсе: – Вӑрман! Ҫӗре витнӗ симӗс утиял. Эпир пурăнатпăр-ха, эсӗ пурăннă чух. Эпир мӗн тӑвӑпӑр, енчен эс пӗтсен?!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев