Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Вӑрӑм ӗмӗрӗн вăрттăнлăхӗ

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӗсем пӗчӗк ачасем пулнӑ пулин те, вӗсен те чун-чӗрисене кӗрсе юлнă ырату асаилӳсем, пăшăрханăвӗсем, манăçми пурнӑҫ çулӗсем пур. Йывӑр пулсан та, ҫак тӑлӑхсем ӗмӗрӗн тăршшӗнче пӗртте пурнӑҫа ӳпкелемен.

– Аттене вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех илсе кайрӗҫ. Вӑл каялла таврӑнаймарӗ. Сталинградри ҫапӑҫусем вӑхӑтӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ текен хут килчӗ. Эпӗ ун чухне – 3 çулта, тете – 5 çулта, йӑмӑкӑм – 7 уйӑхра пулнă. Ҫапла, ун чухне... Ҫӗрӗк ҫӗрулми, симӗс курӑк, вӗлтрен... Ҫапах та эпир чӗрӗ юлтӑмӑр, тав Турра! Атте ҫеҫ таврӑнаймарӗ, – тет пăшăрханса, 85 ҫула ҫитнӗ, «атте» сӑмаха пӗр хут та каламаймасăр ӳснӗ Гульшат Ибрагимовна Саитова.

Вӑрҫӑ ачин пурнӑҫӗ те – вӑрҫӑ паттăрӗпе пӗр тан! Ячӗ те унӑн ҫавӑн пек – яланах савӑнӑҫлӑ Гульшат!

Гульшат аппан тетӗшӗ Кивӗ Кахӑрлӑра пурӑнать, йӑмӑкӗ-Ульяновск хулинче. Хӑй вӑл Кивӗ Ишлӗ ялӗнче пурӑнать, унта мăшăрӗпе Багдатпа пӗрле 10 ача çуратса ӳстереççӗ. Халӗ вӑл мӑнукӗсемпе, вӗсен ачисемпе савăнса пурăнать.

Вӑл хуйхине те, нушине те нумай курнă. Виҫӗ ачине, икӗ мӑнукне, мăшăрне пытарнӑ.

Вӗсем мăшăрӗпе иккӗшӗ ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫлеççӗ. Гульшат аппа тивӗçлӗ канăва тухсан та, тата 10 ҫул ӗҫленӗ. Йывӑрлӑхсенчен пӗртте хӑрамасть. Ăна ял ӗҫченӗн пысăк парнипе – «Ача амӑшӗ – героиня» медальпе чыслаҫҫӗ. Тӗплӗ воспитани парса ӳстернӗ ачисем пурте ҫак пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупнӑ, ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Паян хăйсем те асанне-асаттесем, кукамай-кукаçейсем ӗнтӗ.

Ял хӗрринче, илемлӗ çутçанталăк ытамӗнче, тӗп никӗсре пӗчченех пурăнать Гульшат аппа.  Анчах пӗчченлӗх вӑраха пымасть, кашни эрнерех хӗрӗсем, ывӑлӗсем, мӑнукӗсем килеҫҫӗ, мӗн вӑй ҫитнӗ таран пурне те ӗçлесе хăвараççӗ.

Реклама

Амӑшӗн ҫуралнӑ кунӗнче те  ачисем пысӑк уяв йӗркеленӗччӗ. Ялти аслă ăру çыннисене чӗннӗччӗ. Ачисем хӑйсен амӑшӗ ырӑ кӑмӑллӑ, яланах пулăшма хатӗр, тӗнчери чи хаклӑ ҫын пулни ҫинчен каларӗç. Сӗнӳсем ҫумне районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Радик Мухаметзянов та хутшӑнчӗç. Район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровӑн саламлӑ ҫырӑвне, парнесем, чечек ҫыххисем те пачӗç.

Чӑннипе те, Гульшат аппа паян та ҫывӑх ҫыннисемшӗн, ял ҫыннисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать, хӑйӗн тирпейлӗхӗпе, кӑна мар, илемӗх тума пӗлнипе те. Ҫак лайӑх пахалăхсене вӑл хӑйӗн ачисене те парса, вӗрентсе ӳстерме пултарнӑ.

Пӳрчӗн кашни кӗтессинче чун-чӗре ăшшине парса ӗçленӗ, тӗлӗнмелле ăмсантаракан алă ӗçӗсем: тӗрӗллӗ минтерсем, çивиттисем.

– Ӗҫсӗр ларсан, мана тем ҫитмест пек, унтан сыпӑсем ыратма пуҫлаҫҫӗ. Эпӗ тӗрлеме, ҫыхма юрататӑп, ку ӗҫ ыратнине мантарать, ӗçленӗ ӗç мӗнле пулса тухнине курни вара – чун-чӗрене канăçлăх парать, – тет вӑл.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Радик Мухаметзянов палӑртнӑ тӑрӑх, юбилярăн вӑрӑм ӗмӗрӗн вăрттăнлăхӗ те яланах сапăр та ырӑ чун-чӗреллӗ пулнинче. «Гульшат аппа  – ялăн хисеплӗ çынни вăл», – тет вăл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев