Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - Гаилә елы
Хыпарсем

Вӑрлӑх суйланӑ чухне йӑнӑшас мар тесен

Калаçу

Районти ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫур аки валли вӑрлӑха ытларах кӗркунне хатӗрлеççӗ, ку ӗҫ халӗ те малалла пырать. Çак кунсенче çынсенчен те нумайӑшӗ пасарсенче тата лавккасенче вӑрлӑх суйлать. Вӑрлӑх суйланӑ чухне вара йӑнӑшасси те пулать. Çавна май, кун пирки «Россельхознадзорăн» Тутарстан Республикинчи Управленийӗн патшалӑх инспекторӗ Раиль Абузяров канашсем пачӗ. 

— Вӑрлӑх суйланӑ чухне, чи малтан, унăн пахалӑхӗ çине тимлӗх уйăрас пулать. Пахалӑхлӑ вӑрлӑх материал хушма энергетика тӑкакӗсемсӗр — удобренисемсӗр, пестицидсемсӗр ӳсентӑрансен ӳсӗмне тивӗҫтерме, ҫумкурӑксен, чир-чӗрсен, хурт-кăпшанкăсен япӑх витӗмне чакарма тата, ҫавна май, тухӑҫлӑхне ӳстерме май парать, — тет инспектор.

Специалист каланӑ тӑрӑх, упаковкӑна хунӑ информацие тӗплӗн вуласа тухмалла. Çак сайта кӗрсе https://gossortrf. ru/registry, патшалӑх реестрӗнче ҫак сортсене регистрациленӗ-ши, тесе пӗлмелле. Çак реестрта пулнă сорта тишкернӗ пулсан, акма юрӑхлӑ пулать.
Тӗрӗслемен вӑрлӑха акни пирӗн уй-хирсене тасатман сортлă вӑрлӑхсем, ҫавӑн пекех, карантинри хурт-кăпшанкăсемпе чир-чӗре хускатакан ӳсентӑрансем кӗртесси патне илсе ҫитерет. Вӗсем ял хуҫалӑхне пысӑк сиен кӳреҫҫӗ. Ҫавӑнпа та патшалăх инспекторӗ ытти хуҫа-лӑхсемпе регионсенчен вӑрлӑх кӳнӗ чухне, сортпа ака пахалӑхӗсене ҫирӗплетекен докумен-чӗсем пулнă вӑрлӑха ҫеҫ туянма сӗнет. Карантинри фитосанитари зонисенчен вӑрлӑх турттарса килнӗ чухне вара карантин объекчӗсем ҫуккине ҫирӗплетекен сертификат пулмалла.

Ҫак канашсем ҫак кунсенче лавккасенче е пасарта чечексемпе пахчаҫимӗҫ вӑрлӑхӗ туянма хатӗрленекен пахчаҫӑсемшӗн те вырăнлă пулӗç. 

— Вӑрлӑх суйланӑ чухне хӑш-пӗрисем илемлӗ, ҫутӑ, пахалӑхлӑ упаковка ҫине пăхаççӗ. Анчах ку пахалӑх гарантине пӗлтермест. Ҫавӑнпа та, контрафактлӑ е пахалӑхсӑр продукци тӗлне лекес мар тесен, вӑрлӑх пакечӗсен маркировки çине тимлӗн пӑхмалла. Вӗсенче производитель фирмин ятне, ӳсентӑран фотокарточкине, вырӑсла тата латинла ӳсентӑрансен сорчӗсене, вӑрлӑх партийӗн номерне кӑтартни пулмалла, — тет Раиль Абузяров.
Специалист, çавăн пекех, ТУ, ГОСТ, ОСТ паллисем пулнине те асӑрхама сӗнет, вӗсем пур пулсан, ку вӑрлӑха лаборатори условийӗсенче тӗплӗн тишкернине тата стандартсен требованийӗсене тивӗҫтернине пӗлтерет. Паллах, вӑрлӑхăн срокӗ тухнипе тухманнине те шута илмелле. 

Справка

«Россельхознадзорăн» Тутарстан Республикинчи управленийӗн фитосанитари надзорӗн тата тырӑ пахалӑхне сăнаса тăракан, вӑрлӑх контролӗн уйрӑмӗнчен тӗплӗнрех çак адреспа ыйтса пӗлме пулать: Хусан хули, Оренбург тракчӗ, 20-мӗш çурт, е Тутарстан Республикинчи «Россельхознадзор» управленийӗн вӑрлӑх контролӗн уйрăмне 8(843) 277-69-26 телефон номерӗпе шăнкăравласа, ҫавӑн пекех, shn. tatarstan. ru сайтра Интернет-приемнӑй урлӑ та пӗлме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев