Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Вӗрентекене, икӗ кӗнеке авторне – 90 çул

Унăн 6 мăнук тата 6 кӗçӗн мăнук пур

Паллах‚ пурнăçăн тумхахлă çулĕпе пĕр ĕмĕр енне утса тухма çăмăл мар. Кашнинех Турă çакнашкал телей курма пӳрмен.

Куршанкă-Шăхаль ялĕнче пурăнакан Илья Иванович Чернов 1935 çулхи августăн 15-мӗшӗнче, тăватă ачаран виççӗмӗшӗ пулса, колхозниксен çемйинче кун çути курать. Ашшӗпе амăшӗ ачисене пурне те пӗлӳллӗ тума тăрăшнă. Аслă ывăлӗ Алексей  – кӗçӗн классене вӗрентекен учитель, иккӗмӗшӗ – Никандр, хими наукисен кандитачӗ, доцент. Хӗрӗ вара, ял хуçалăх институтне пӗтернӗ, зоотехник пулса ӗçленӗ. 

Иртнӗ эрнере Илья Иванович 90 çулхи юбилейне паллă турӗ. Вăрçă пуçланнă вăхăтра 6 çулта çеç пулнă.  Ачалăхӗ вăрçă çулӗсене тӳрӗ килнӗрен, выçăллă-тутăллă пурнăçра сывă юлассишӗн,  çамрăклах нумай тăрăшса ӗçлеме тӳрӗ килнӗ.

Вăл, 1943 çулта, саккăрта, ялти шкулăн пӗрремӗш класа вӗренме каять.

– Вӗренмелли кӗнекесене, букварьпа арифметикăна, Упи пасарӗнчен алăран илсе килсе панăччӗ. Çырма тетрадьсем питех те сахал пулнипе, кивӗ кӗнесем çине йӗрке урлă çыраттăмăрччӗ. Перопа çыраттăмăр, килтен шкула илсе çитериччен чернил шăнса ларатчӗ. Апат çителӗклӗ пулманнипе тата çи-пуçа тăхăнмалли çуккипе вӗренеймесӗр юлакансем те пулкаларӗç. 1947 çулта ялти шкултан вӗренсе тухсан, Виçпӳрт-Шăмăршă ялӗнчи çичӗ çул вӗренмелли шкулăн пиллӗкмӗш класӗнче пӗлӳ илме пуçларăм. Виçӗ çул вӗреннӗ хыççăн, алла çичӗ класс пӗтерни çинчен çирӗплетекен свидетельство илтӗм. 1951 çулта Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулӗнче вӗренме пуçларăм. 1954 çулта унтан вӗренсе тухса, вăтам пӗлӳ илнине çирӗплетекен хут – аттестат илтӗм, – тесе калаçрӗ Илья Иванович, çамрăклăх çӳлӗсене аса илсе.

Çав çулах, çулӗ çитсен, Илья Ивановича çар службине илеççӗ. Кăнтăрти Каган хуличе хăйӗн çар тивӗçне пурнăçлать. 1957 çулта, çар ретӗнчен таврăнсан, пӗр вăхăт тăван колхозӗнче ӗçлет. 1959-62-мӗш çулсенче ялти вулав çурчӗн – изба-читальнайăн заведующийӗнче вăй хурать. Клубра та унăнах ӗçлемелле пулнă. Ялта çамрăксем нумай пулнăран, кăнтăрла та, каçхине те унтах пулма тӳрӗ килнӗ.

Кун хыççăн, Теччӗри педагогика училищӗнче вӗренме каять, учитель специальноçне алла илет. Вара тӗрлӗ шкулсенче аслă классенче вунвиçӗ çул черчени, рисовани тата труд урокӗсене вӗрентет. Кайран мӗн тивӗçлӗ канăва кайичченех кӗçӗн класри ачасене пӗлӳпе воспитани парать.  Нумай çул чыслă ӗçленӗшӗн районти Ӗç тăвакан комитетӗн, çутӗç пайӗн Хисеп грамотисене тата Тав çырăвӗсене тивӗçлӗ пулать.

Илья Иванович, 1961 çулта, Юлия Яковлевнапа туй туса, çемье çавăрать. Мăшăрӗ, Юлия Яковлевна, Хусанти медицина училищинче вӗренсе, фельдшер специальноçне алла илнӗ. Районти Çӗнӗ Кахăрлă, Кивӗ Сатуркка ялӗсенчи медицина пункчӗсенче, каярах Шăмăршă районӗнчи Пуянкасси ялӗнче мӗн тивӗçлӗ канăва тухиччен фельдшер пулса ӗçлет.

Илья Иванович, мăшăрӗпе пӗрле икӗ ывăлпа пӗр хӗр çуратса, тивӗçлӗ воспитани парса ӳстереççӗ, аслă пӗлӳ илме пулăшаççӗ. Ывăлӗсем иккӗшӗ те Ижевскри ял хуçалăх институтне, хӗрӗ Ульяновскри медицина училищине пӗтернӗ. Аслă ывăлӗ, Виктор, Цильна районӗнчи Аслă Нагаткино ялӗнче пурăнать, энергетик. Кӗçӗнни, Николай, Ульяновск хулинче пурăнать, газ промышленноçӗнче ӗçлет. Хӗрӗ, Шăмăршă районӗнчи Пуянкассинче ялти медицина пунктӗнче  фельдшер пулса, амăшӗн ӗçне малалла тăсать. Вӗсем ăшпиллӗ те тарават, аслă çулсенчи ашшӗне 6 мăнукпа тата 6 кӗçӗн мăнукпа савăнтараççӗ.

Шел, мăшăр, Юлия Яковлевна, нумай чирлесе вырнă хыççăн, кăçал çуркунне пурнăçран уйрăлса каять. Илья Иванович, мăшăрӗ вилнӗшӗн питӗ хуйхăрать, хальхи вăхăтра пӗчченех пурăнать.

Илья Иванович икӗ кӗнекен авторӗ те: «Пирӗн ял – Куршанкă Шăхаль», «Несӗлсене аса илсе». Кӗнекесенче автор хăйӗн ялӗн иртни тата хальхи пурнăçӗ, çыннисемпе вӗсен шăписем çинчен çырнă.

Юбиляра çак савăнăçлă кунпа саламлама район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин,  Звезда ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Марина Денисова килнӗччӗ. Илья Ивановича тӳрӗ кăмăллă ӗçӗшӗн тав туса, район пуçлăхӗн саламлă çырăвне тата парне пачӗç, çирӗп сывлăх, çывăх çыннисен тимлӗхне, хӳтлӗхне туйса,  нумай çул пурăнма сунчӗç. Çаплах, ывăлӗпе хӗрӗ, мăнукӗ те çак уява туллилентерчӗç, ашшӗне, аслашшӗне  çирӗп сывлăх, нумай çул савăнтарса пурăнма сунчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев