Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Вӗрентекен — ӗмӗрхи професси

Çутӗç

Педагог... Вӗрентекен... Çак сӑмахсем тарӑн пӗлтерӗшлӗ. Ачана ырă кăмăллă пулма, пӗлӳ картлашкисем тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарма çул кăтартакан та, йывӑр вӑхӑтра пулӑшу паракан та — вӗрентекен. 

Вӗрентекенӗн ӗҫӗ пулӑхлӑ ҫӗр ҫине вӑрлӑх акнине аса илтерет. Педагог ачасен чун-чӗрине лайӑх вӑрлӑхсем акса, вӗсен ӑс-хакӑл, кӑмӑл-сипет пахалӑхӗсене, пӗтӗм этемлӗх хаклӑхӗсене, характерне йӗркелет. Ҫав пахалӑхсене аталантарас тесе эпӗ тӗрлӗ майсемпе усӑ курма тӑрӑшатӑп.

Эпӗ Çӗпрелӗнче ӳснӗ тата вӗреннӗ чухне, хамӑн шӑпам мана Питреч районӗнчи Куюково ялне илсе çитерӗ тесе, пӗртте шутламан. Акă 2 ҫул ӗнтӗ ҫак ялта эпӗ хамӑн вӗренекенӗмсем патне, вӗсене тӗрлӗ предметсен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса пама васкатӑп.

2023 ҫулта эпӗ пӗрремӗш хут урока хӑраса кӗни, 36 ачан ман ҫине пӑхакан куҫӗсем халӗ те асăмрах. Ҫав кунсем хыçа юлчӗç. Паян вара савăнса, мана юратса кӗтсе тăракан вӗренекенӗмсем патӗнче пурăнатăп, ӗçлетӗп. Уроксенче вара, май килнӗ таран компьютерпа усӑ курма тӑрӑшатӑп, тӗрлӗ мультимеди учебникӗсемпе усӑ куратӑп, уроксем валли презентаци хатӗрлетӗп, интернет ресурсӗсемпе усӑ куратӑп.

Уроксенче тӗрлӗ технологисемпе усӑ куратӑп: вӗсем личноçа аталантарма, технологие, ушкӑнпа вӗрентме, сывлӑх сыхлавӗн технологийӗсене аталантарма янӑ. Канмалли минутсене эпӗ наукӑпа ҫыхӑнтарса ирттеретӗп. Уроксем хыççăнхи мероприятисене вӗренекенсемпе пӗрле ирттерме пысӑк тимлӗх уйӑратӑп.

Общество вӗрентекене уйрӑм яваплӑх çирӗплетет. Этемлӗхӗн илемлӗ пуҫламӑшӗсене вăратас, личноçăн чи лайӑх пахалӑхсене курса, вӗсене аталантарасси вӗрентекене парăнать. Ку — вӑл питӗ пысăк воспитани ыйтӑвӗ. Ҫавӑнпа та вӗрентекенӗн яланах аталанмалла, нумай пӗлмелле, вӑхӑтпа пӗр тан утмалла. Ҫакна тума нумай вӗренмелле, шырамалла. Эпӗ хам вӗрентекен предметсем тӗлӗшпе юлашки çӗнӗлӗхсемпе паллашса пыратăп.

Çӗршывăмăршăн вӗренекенсене пӗлӳллӗ, интеллигентлӑ, хăйӗн Тӑван çӗршывне тата чӗлхине хисеплекен çынсем пулма воспитани парасси — кашни вӗрентекенӗн таса тивӗҫӗ пулса тӑрать.

Паян эпӗ: «Вӗретекен профессине суйласа илсе йӑнӑшмарӑн-и?», тесе ыйтакансене, пӗр иккӗленмесӗр: «Вӗрентекенӗн ӗҫӗ — манӑн ӗмӗрлӗх профессийӗм», тесе мăнаçланса калама пултаратӑп.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев