Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Вӗрентекен чун-чӗрипе шкултах юлать

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Гелнур Гадиевна Муратова 90 ҫул тултарчӗ

90 ҫул – ку нумай пек курăнсан та, анчах пурне те паянхи пек астӑвакан, ура ҫинче утса çӳрекен, ырӑ, сывлӑхлӑ ватӑ ҫынсем ҫине пӑхсан: «90 ҫул – нимӗн те мар иккен!» тесе шутласа илетӗн. Гелнур Гадиевна та çавăн пеккисенчен.
Вӑл хӑй Саплăк поселокӗнче, çемьере пӗрремӗш ача пулса ҫурални ҫинчен каласа парать.
«Саплăк поселокӗ ӑҫтарах пулнӑ-ха?» – тесе ыйтатӑп ялти хисеплӗ ватӑ ҫынран. Район центрӗнчи Ленин урамӗн пуҫламӑшӗнче кăна, çырман тепӗр енче вырнаҫнӑ пулнă иккен çак поселок.
«Унта пурнӑҫ кӗрлесе тăратчӗ: фермисем, уй-хирӗсем пурччӗ. Эпир çав уй-хирте ӗҫлесе ӳсрӗмӗр те ӗнтӗ. Анне Саплăк поселокӗнчи колхозра икӗ сменӑпа ӗҫлерӗ – малтан ӗне сӑватчӗ, унтан хире каятчӗ.
Аттене вӑрҫа илсе кайрӗç. Унтан вӑл 1946 ҫулта тин таврӑнчӗ. Вӑл таврӑнсан чи кӗҫӗн шӑллăмăр – ҫемьери улттӑмӗш ача ҫуралчӗ аттепе аннен»,– тесе каласа парать Гелнур Гадиевна.
Хӑй вӑл вӑрҫӑран таврӑннӑ Кивӗ Ҫӗпрел йӗкӗтне Мубаракшана качча тухать. Вӑл унран ултӑ ҫул аслӑрах пулин те, пулас мӑшӑрӗпе вӗсем 10-мӗш класра пӗрле вӗреннӗ. Мубаракша Муратов 9 класс пӗтерсен, 17 ҫулта, ҫар службине каять, 7 ҫул службӑра пулать. Таврӑнсан каллех малалла вӗренме пуçлать.
«Пӗрре курсах ăна юратса пӑрахрӑм, тесе калама пултараймастӑп ӗнтӗ эпӗ, анчах класа аслăрах та илемлӗ каччă килсе кӗрсен, ӑна асӑрхамасӑр тӑма пултараймарăм пулас. Вăрттăн кăна вӑл – мана сăнарӗ, эпӗ – ӑна», – тет юбиляр, ҫамрӑклăх ҫулсене аса илсе.
Вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн хӗрачана шкулта вырӑсла тата нимӗҫле вӗрентекен пулма палăртаççӗ. Унта вӑл икӗ ҫул ӗҫлет. Института кӗнӗ хыҫҫӑн та, ӑна ҫав вӗренӳ заведенийӗнче ӗҫлеме юлма сӗнеççӗ. Анчах ку вӑхӑтра Гелнур Гадиевна качча тухнӑ пулнă ӗнтӗ, çак сӗнӳпе килӗшмест.
Гелнур Гадиевна педагогика стажӗ вӑрӑм пулманнипе пăшăрханать. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн ҫав тери лайӑх, юратнӑ вӗрентекен пулнă. Кӗтмен ҫӗртен унӑн сывлӑхӗ хавшать, ӗç ҫулӗсем те çавăнпа татӑлаççӗ. Анчах, ӳкӗнӗç юлман, паянхи кун амӑшӗн ӗҫне унӑн ывӑлӗ Фарит малалла тăсать. Вӑл та ӗлӗкхи çулсенче Пионерсен çуртӗнче ачасен кружокне ертсе пырать, унтан «Талантсен планетинче» ачасене механика вӑрттӑнлӑхӗсене вӗрентме пуçлать, çапла вара, 50 ҫула яхӑн вăхăт иртнӗ. Кинӗ Румия та вӗрентекен.
Гелнур Гадиевна кӗҫӗн ывӑлӗпе Дамирпа, хăйӗн мăшăрӗпе çамрăклах çулӗсенче пӗрле хӑйсем туса лартнă ҫуртра пурӑнать.

«Пурнӑҫ илемлӗ, ӗмӗр кăна сисӗнмесӗр иртет», – тет юбиляр.

Гелнур Муратована юбилей ячӗпе саламлама район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Кивӗ Çӗпрел ял тăрăхӗн пуçлăхӗн çумӗ Рамиль Низамов килнӗччӗ. Вӗсем ӑна Раҫҫей президенчӗн Владимир Путинăн саламлӑ открыткине тата парнесем пачӗç. Вӑрӑм ӗмӗр, сывлӑх сунчӗç. Ырă та тараватлă ачасем пăхса ӳстернӗшӗн тав турӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев