Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Вӗрентӳçӗ – професси те, пурнӑҫ йӗрки те

40 çуллăх ӗç стажӗ пулнă Римма Нафиева педагогăн тӗп тивӗçӗсем çинчен

Паллă педагог Яков Каменский: «Вӗрентекен – вӑл професси кӑна мар, пурнӑҫ йӗрки те», – тесе каланӑ. Паллах, хӑйсем валли вӗрентекен профессине суйласа илнӗ ҫынсене ӗмӗр тӑршшӗпех питӗ йывăр пулать, мӗншӗн тесен хӑйсен интересӗсене айккинерех хурса, ыттисене телейлӗ тӑвасси пысӑк вӑй, чӑтӑмлӑх ыйтать. «Ку вăл XXI ӗмӗрти вӗрентекенӗн тӗп миссийӗ», – тесе шутлать 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен, 10 «А» класс ертӳҫи Римма Нафиева. Эпир унран паянхи вӗренекенсем, вӗрентӳ шайӗ çинченхи шухăшӗсене ыйтса пӗлтӗмӗр.

– Кӑҫал 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнче психологипе педагогика ҫул-йӗрӗ енӗпе профильлӗ класс уҫӑлчӗ. Эпӗ ертсе пыракан 10 «А» класăн13 вӗренекене çак «Педагогикӑпа психологи никӗсӗсем» вӗрентӳ программи ҫумне хушӑнчӗҫ. Курса 2 ҫул валли палӑртнӑ. Класс ертӳçи пулнă май, çак çул-йӗр енӗпе уроксене эпӗ вӗрентетӗп. Уроксем эрнере виҫӗ хут иртеҫҫӗ: 2шӗ теори тата 1 практика енӗпе. Программӑна вăя кӗртмелли тӗллев – вӗренекенсене профессие хӑйсем тӗллӗн суйласа илмешкӗн условисем туса парасси тата педагогика профессине суйласа илме лайӑх пӗлессине йӗркелесси, –  тесе калаçса кайрӗ вăл.

– Çакна та каласа хăварасшăн, вӗренекенсемпе вӗренӳ ҫулне профильлӗ çул-йӗр енӗпе пуçласси ӑнсӑртран пулмарӗ. Пӗр класра вӗренекен ачасем пур енлӗ интересленме, мӗнпур çӗнӗлӗхе пӗлме тӑрӑшаççӗ.  Хӗрсемпе каччӑсем музыкӑна, спорта, искусствӑна, культурӑна юратаҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле эпӗ муниципаллă, республикӑри нумай конкурссемпе олимпиадӑсене хутшӑнтӑм. Эпир пӗрре ҫеҫ мар ҫӗнтерӳҫӗсем, призерсем пулса тӑтӑмӑр. Вӗсем хӑйсене хăйсем шанаҫҫӗ, хӑйсен шухӑшӗ пур, активлӑ. Паллах, çак пахалăхсене йӗркеленӗ çӗрте педагогăн та ролӗ пысăк. Вӗрентекен вӑл – çирӗп ăс-тăнлă, профессионализмӑн тӗслӗхӗ те.

Районта ҫитӗнекен ӑрушăн, вӗсене хӑй тӗллӗнлӗхлӗ аталанма  питӗ нумай ӗçсем тăваççӗ. Пуринчен те малтан, вӗренекенсене патриотизм, Тӑван çӗршыва юратма, мӑнаҫлӑх туйăмӗ пама тăрăшаççӗ.

Сентябрь уйăхӗнче класра чаплӑ мероприяти  пулса иртрӗ. Вӗренекенсем «Психологипе педагогика класӗн вӗрентекенӗ» текен удостоверени тата паллӑсен хуçисем пулчӗç. Ноябрь уйӑхӗнче эпир пӗлӗве лайăхлатас тӗллевпе, ҫамрӑк вӗрентекенсем хатӗрлекен Арскри педагогика колледжне ҫитсе куртӑмӑр. Колледж  ку чухнехилле оборудованиленнӗ, лайӑх та ҫутӑ зданипе, туслӑ та талантлӑ коллективпа асра юлчӗ.

Вӗренекенсем колледжра пилӗк тӗрлӗ ҫул-йӗрпе: спорт, шкул çулне çитичченхи пӗлӳ парас, музыка, информаци технологийӗсем тата пуҫламӑш классен вӗрентекенӗсене хатӗрленине курчӗç. Хăйсем та ӗнтӗ шкулти кӗҫӗн классенче музыка, искусство тата физкультура урокӗсене ирттерсе пăхрӗç.

Паянхи шкул вӗренекенӗсен пултаруллăхӗсене пур енчен те уçма пултаракан, талантлӑ вӗрентекенсем кирлӗ пулни вӑрттӑнлӑх мар. Ачасене хӑй тӗллӗн шухӑшлама, тӗрӗс  йышăнусем тума, яваплăха туйма, саманапа пӗрле утма вӗрентесси – педагогсен тӗп тивӗçӗ.

Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ учителӗ Клара Насретдинова, манӑн наставникăм: «Вӗрентекен – ҫӗршывӑмăрăн тата пӗтӗм этемлӗхӗн традицилле хаклӑхӗсене, патшалӑх идейисене пама пултаракан  пысӑк чунлӑ та уҫӑ чӗреллӗ ҫын пулмалла», – тет.

40 ҫул стажлă вӗрентекен пулнӑ май, эпӗ те чӑн-чӑн педагогӑн пуласлӑхшӑн ӗҫлемелле, саманапа пӗр тан утма тивӗçлӗ,  тесе шутлатӑп.

Ачасем – Тӑван çӗршывӑн пуласлӑхӗ. Хăйсем телейлӗ пулнисем ҫеҫ, ҫавӑн пек личноçсем пулма воспитани пама пултараяҫҫӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев