Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Вӗренме чӗнеҫҫӗ

Кӗскен

2022 ҫулхи майӑн 27-28-мӗшӗсенче Хусан хулинче Çамрӑк фермерсен шкулӗ иртӗ.  Унта хутшӑнма ялта пурăнакан 18 ҫултан пуҫласа 35 ҫулчченхи тата аграри бизнесӗн сферинче хӑйсен ӗҫне пуҫлас текен муниципаллă пӗрлӗхсен представителӗсене (ҫав шутра ӗç-хӗлне пӗр ҫул илсе пыракан предпринимательсене) чӗнеҫҫӗ.

Мероприятин тӗп ҫул-йӗрӗ – хресчен-фермер хуçалăхӗнче предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлӗн никӗсӗсене вӗрентесси, хăйсен ӗçне пуҫăнакансемшӗн кирлӗ пӗлӳсем тата ăсталăхсем йӗркелесси, бизнес-плансем тăвасси тата ыт. те.

Ҫамрӑк фермерсен шкулӗнче хутшӑнма 2022 çулăн майăн 25-мӗшӗччен çак ссылка енӗпе: https://clck.ru/h2tkt электронлӑ заявка тултармалла.

Май уйӑхӗн вӗҫӗнче Тутарстанри 3 хулара Тутарстан Республикин Экономика Министерстви республикӑра пурӑнакан хӗрарӑмсем валли тӳлевсӗр вӗренӳ программине хута ярать. Унта вӗренсе кашниех хӑйӗн идейине пурнӑҫа кӗртме тата опытлӑ наставниксем ертсе пынипе, хӑйӗн бизнесне тума пултарать.

7 эрне хушшинче унта хутшӑнакансем офлайн-форматра 9 заняти иртӗҫ. Вӗрентӗве республикӑри малта пыракан эксперт-практиксем тата предпринимательсем ирттерӗҫ, ăстаçăсем пулса опытлӑ бизнес-хуҫасем тухса калаçӗç.

Пӗлӳ паракан занятисемсӗр пуҫне, хутшăнакансемшӗн ҫӗвӗ фабрикине экскурси йӗркелӗç. Унта пулас предпринимательсем-хӗрарӑмсем тумтир брендне тӑвас уйрӑмлӑхсене практикӑра курӗҫ.

Программăна «Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство,  уйрӑм предпринимательство инициативине пулӑшу парасси» çӗршыв шайӗнчи проектпа Тутарстан Республикин Экономика министерстви пулӑшăвӗ Тутарстан Республикин Предпринимательство пулӑшӑвӗн Фончӗ вăя кӗртет.

Вӗренме кăмăлӗ пуррисем заявленисене http://bizwoman16.ru ссылкӑра хăварма пултараççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев