Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Вӗренекенсен хӗллехи ГТО фестивалӗ иртрӗ

«Чемпион» спорт комплексӗнче 11 класра вӗренекенсем хушшинче «Ӗҫе тата хӳтӗлеве хатӗр» хӗллехи фестиваль иртрӗ.

Фестивальте 11 класра вӗренекенсем 6 картлашкаллӑ тӗрӗслев (тест) нормативӗсене пурнӑҫларӗç. Унта районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенчи 11-мӗш классенчен 70 ытла вӗренекен хутшӑнчӗ.

ГТО хӗллехи фестивальне хутшӑнакансене районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳçин  социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов, ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов саламларӗҫ.

Айрат Фиркатович палӑртнӑ тӑрӑх, «Ӗҫе тата хӳтӗлеве хатӗр» (ГТО) Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спорт комплексӗн ӳсӗм категорийӗсем енӗпе пур нормативсене Раҫҫей спорт министерстви палӑртнӑ тата ҫирӗплетнӗ.

– Юлашки ҫулсенче вӗренекенсем тест режимӗнче нормативсене ӑнӑҫлӑ пурнăçларӗç тата пурнӑҫлаҫҫӗ. ГТО ылтӑн паллин хуҫи пулас тесен пур нормативсене те ӑнӑҫлӑ пурнӑҫламалла, – терӗ Айрат Залялов, ҫамрӑк спортсменсене нормативсене парас енӗпе ӑнӑҫу сунчӗ.

Унтан Айрат Фиркатович 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулăн вӗренекенӗсене Раяз Арслановпа Вадим Ильина ГТО ылтӑн паллисене пачӗ.

Çакна та палăртса хăварас пулать: ГТО нормативӗсене парасси нумайӑшӗшӗн хӑйӗн вӑйне тӗрӗслесе пӑхасси кӑна мар, аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗмешкӗн бонуслӑ балсем илме те май пур. Спортӑн вӑл е ку тӗсӗпе ГТО нормативӗсене парассишӗн шкулсем ушкӑнсем çине пайланчӗç, кашни ушкӑн спортӑн вӑл е ку тӗсӗпе хӑйсен нормативӗсене черетпе пачӗ.

Фестиваль вӑхӑтӗнче вӗренекенсем пневматика винтовкинчен перес,  кӗлетке çемçелӗхне тӗрӗслес, туртăнас, вырӑнтан сикес, чупас, «Акчарлак» бассейнра шывра ишес енӗпе тата ытти нормативсене пурнӑҫларӗç.

Хальлӗхе юр ҫуккипе, йӗлтӗр сезонӗ пуҫланман-ха. Çавăнпа та вӗренекенсем çак тӗс енӗпе нормативсене каярах парӗç.

Аса илтеретпӗр, ГТО комплексӗ «Спортивная Россия» патшалӑх программин шайӗнче пурнӑҫланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев