Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Врачсен канашлăвӗ

Ӗçе пӗтӗмлетӳ

Паянхи кун медицина учрежденийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗ пулса, COVID-19а контрольте тытасси тăрать

Ҫӗпрел районӗн тӗп больницин медицина совечӗн  пӗтӗмлетӳпе отчет ларӑвӗнче 2020 ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗç тата 2021 ҫул валли тӗллевсем палӑртрӗҫ. Медицина совечӗн ӗҫӗнче ТР сывлӑх сыхлав министрӗн çумӗ Айрат Гарипов, Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗҫ.

Хăйӗн тухса каланинче районти тӗп больницăн тӗп врачӗ Ильмас Шигабутдинов медицина ӗç-хӗлӗнче, пӗтӗмӗшле илсен, 2020 ҫулта ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗн условийӗсенче кӑткӑс тапхӑра ирттерме тӳрӗ килнине палăртса иртрӗ.

– 2020 ҫулхи март уйӑхӗнче коронавируспа çыхăннă май, II терапи уйрӑмне чирлӗ çынсене изоляцилессишӗн тата диагноз хурассишӗн «инфекциллӗ чирсен уйрăмӗ» туса улăштарчӗç. COVID-19па пӗрремӗш  чирлӗ çынсем  апрель пуҫламӑшӗнчех, Атӑл тăрăхне кӗнӗ зонăра чи малтанхисем пулса, пирте палăрчӗç. Инфекцие Мускав хулинчен  вахтăпа ӗçлекенсем  илсе килчӗç. Ҫав майпа, планри  чирлӗ çынсене  йышӑнассине, аслă çулсенчисене тата ачасене диспансеризацилессине чарма тӳрӗ килчӗ.  Май-июнь уйӑхӗсенче чирлисен шучӗ хӑвӑрт ӳсрӗ. Пăва хулинче  томографи ирттерни – чире хӑвӑрт хушăра уçăмлама тата сиплеме пулӑшрӗ.

Вăхăтлăха госпиталь уçăлчӗ, кашни чирлӗ çынна централизациленӗ кислород парасси йӗркеленчӗ, персонал ятарлӑ вӗренӳсем иртрӗ. Госпитале, ӗҫлеме пуҫланӑранпа паянхи кунччен, 268 чирлӗ ҫынна йышӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра COVID-19па чирлекенсен шучӗ кăштах чакни палăрать, – тесе  калаçрӗ тӗп врач.

Ҫав вăхăтрах Ильмас Шигабутдинов вакцинацилесси питӗ йывӑрлăхпа пынине те пӗлтерчӗ. «Вакцинӑран  мар, чиртен хӑрамалла», – терӗ вăл.

2020 ҫулта пурлӑхпа техника базине ҫи-рӗплетес енӗпе пысӑк ӗҫ пурнăçланă. Медицина учрежденийӗсене  çӗнӗ медицина обо-рудованийӗсемпе, сӗтел-пуканпа ти-вӗçтернӗ, мӗнпур кирлӗ япаласемпе виçӗ васкавлă пулăшу автомашинине, вӑхӑтлӑх инфекци чирӗсен госпитальне пулăшу кăтартассишӗн  икӗ ҫӑмӑл автомобиль панӑ.

Ҫавӑн пекех Кивӗ Шемӗршелӗнчи участок больницин капиталлă юсавӗн пӗрремӗш этапӗ  вӗҫленнӗ, Кивӗ Упи ялӗнче модульлӗ ФАП тунӑ, кăçал çавăн пек ФАП Куршанкă-Шăхаль ялӗнче пулӗ.

2020 ҫулта районта 378 ҫын вилнӗ, 152 ача ҫуралнӑ. Вилнисем хушшинче 194 ҫын 80 çулта тата унран та аслӑраххисем. Ҫак даннăйсем тӗп врач çумӗн Иосиф Кукушкинăн докладӗнче палăрчӗç. Вилӗм кӑ-тартӑвӗсем пысăк пулса юласси малалла пырсан та, пирӗн район вилекенсен кӑтартăвӗ енӗпе малтисен йышне кӗмест. Çакă савăнтарать. Пăшăрхантараканни вара – ӗçе юрăхлă ҫынсем çут тӗнчерен уйрăлса кайни. Иртнӗ çул унашкаллисем  58 арҫынпа 11 хӗрарӑм вилнӗ пулнӑ.

– Вилӗм сăлтавӗ пулса юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсем, сывлăш çулӗсен  органӗсен, усал шыçă чирӗсем тăраççӗ, – тесе палăртса иртрӗ Иосиф Кукушкин.

Вăл, çаплах, боль-ницăн хирурги, терапи, акушер-гинекологи, педиатри, реанимаци ӗçӗ ҫинчен те тӗплӗн каласа иртрӗ.

ТР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн çумӗ Айрат Гарипов сăмах илсе, Тутарстан Республикин Сывлӑх сыхлавӗн системин 2020 ҫулхи ӗçӗпе паллаштарчӗ, Çӗпрел районӗнчи сиплев организацийӗн ӗҫӗнче пулнă ҫитменлӗхсемпе проблемăсене палăртрӗ тата 2021 ҫул валли конкретлӑ тӗллевсем палăртрӗ.

– Кадрсем пур, медицина учрежденине оборудованисемпе тивӗçтересси те начар мар. Ӗҫе йӗркелес енӗпе тулли анализ тумалла, проблемăллă ыйтусене палӑртмалла, халӑха стационар пулӑшăвӗ кăтартмалли майсемпе тивӗҫтермелле, çав вăхăтра кăна кӑҫалхи ҫул кăтартăвӗсем иртнӗ çулхинчен лайӑхрах пулӗç, – терӗ Айрат Гарипов.

Вӑл медицина ӗҫченӗсене хастар  ӗҫленӗшӗн тав турӗ, пациентсен сывлӑхне лайӑхлатас ӗҫре ҫи-тӗнӳсем сунчӗ.

Мероприяти чи лайăх медицина ӗҫченӗсене парнелемелли уявпа вӗçленчӗ.

ФОТОРЕПОРТАЖ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев