Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Врач ӗçне пурнăç йӗркине çавăрса

Иосиф Виссарионович Кукушкин район çыннисен сывлӑхне сыхланă çӗрте пурнăçӗн виҫӗ теçеткерен ытла ҫулне халалланă

Сак кунсенче врачпа иртнисем, паянхи, йăх-несӗлӗ ҫинчен калаҫса илтӗмӗр.

– Пирӗн йăх-несӗл Хăймалу ялӗнчен. Асаттене Фома Васильевича, аттене Виссариона виҫӗ ҫул пулнă чухне, 1941 ҫулхи июнь уйӑхӗнче фронта илеççӗ. Тӑватӑ уйӑх хушши ҫырусем килсе тăраççӗ, ун хыҫҫӑн асатте хыпарсӑр ҫухалать. Фронта каяс умӗн вӑл асаннене Александрăна темиҫе хутчен те: «Ман ывӑлӑмăн ачи çуралсан Иосиф ятлă хурăр», – тенӗ. Ҫапла вара, эпӗ паянхи кун генералиссимус Сталинăн ятне çӳрететӗп (кулать).

...Кукушкинсен йӑхӗнче тухтӑрсем пулман. Шкулти пур предметсемпе те лайӑх вӗренсе пынă Иосиф хӑй умне «Кам пулам-ши?» текен ыйту лартнă хыççăн, тӳрех врач профессийӗ ҫинче чарăнать. Килтисем те ун шухӑшне хирӗҫлемеҫҫӗ. Каччă Ульяновскри медицина училищине çул тытать. Вӗренӳре малта пыракансен ретӗнче пулать. Анчах училищӗрен вӗренсе тухма тӳрӗ килмест – Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен ретне ҫар службине илеççӗ. Польшăри ССРăн КГБ правительствин ҫыхӑнӑвӗн ҫарӗнче Иосиф çар тивӗçне пурнăçлать. Старшина званийӗнче, командирсен Хисеп грамотисене тата Тав çырăвӗсене тивӗçлӗ пулса, тăван ене таврăнать. Ӗмӗчӗ, вӗçленмен вӗренӗвӗ канăç памасть каччăна –  С.В.Курашов ячӗллӗ Хусанти патшалӑх медицина институчӗн «сиплев» факультетне вӗренме кӗрет.  Тӑваттӑмӗш курсра вӗреннӗ чухнех пӗрремӗш операцине тăвать. Ултӑ ҫула тăсăлнă вӗренӳ хыҫҫӑн, институтăн лабораторийӗнче ӗҫлесе илет. Унтан травматологи институтӗнче вăй хурать, васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче хирурги енӗпе интернатура иртет.

1991 ҫулхине ҫулла районти тӗп больницӑна ӗҫе вырнаçать. Июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хирург тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑнать. Ҫав ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче ăна тӗп врач çумӗ пулма палӑртаççӗ. Районти тӗп больницăра 30 ҫул ытла ӗҫленӗ хушăра унӑн тӗрлӗ шайри ултӑ пин ытла операци тума тӳрӗ килет. Вӗсен хушшинче 7-8 сехет тӑсӑлаканнисем те пулнӑ.

– Чи кӑткӑс операцие астӑватӑр-и?

– 7 ҫул каялла пулчӗ ку. Кӑкӑрӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ каччăна илсе килчӗç. Вӑл вилнӗ пекехчӗ ӗнтӗ. Шалти органӗсем питӗ сиенленнӗ. Операци ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Халӗ ҫак каччă курмассерен тав сăмахӗ калать, сывлăх сунать.

– Сирӗншӗн чи пысӑк савӑнӑҫ вăл мӗнлерех?

– Чирлӗ çынсен халне ҫӑмӑллатни. Манӑн вӗсене сиплесе, сыватса, савăнтарассăм килет. Ура ҫине тӑнӑ пациентсен тав сӑмахне илтни – хăй пӗр савӑнӑҫ.

Виҫӗ теçетке ҫул ытла вăй хунă врачăн Иосиф Виссарионовичăн ӗҫне нумай Хисеп грамотисемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе тата патшалӑх наградисемпе палӑртнă. 2007 ҫулта аслӑ категорири врач-хирург «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ» текен хисеплӗ ята та тивӗçет. Кӑҫал ҫулла Тутарстан Республикин Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн ӑна «Ӗçри хастарлăхшăн» медаль пачӗç.

Икӗ ывӑлӗ те хӑйӗн йӗрӗпе кайнӑшӑн вӑл питӗ мăнаçланать. Аслӑ ывӑлӗ Андрей, иккӗмӗшӗ Станислав та аслӑ пӗлӳллӗ врачсем. Ашшӗ пекех, хирургсем. Аслă ывăлӗ республикӑри клиника больницин кăкăр хирургийӗн  уйрӑмне ертсе пырать, кӗҫӗнни – Хусанти 18-мӗш номерлӗ больницăра врач-хирург пулса ӗçлет. Андрейăн мăшăрӗ те çав больницӑра реабилитологра ӗҫлет. Ҫак кунсенче Кукушкинсен мӑнук та ҫуралнă иккен. Ксения ятлă хунă. Иосиф Виссарионович хӑйӗн мӑшӑрӗ Ирина Алексеевна ҫинчен те ӑшшӑн калаҫать. «Мораль тӗлӗшӗнчен унăн пулӑшăвӗ пулмасан ӑнӑҫу тума та пулмӗччӗ», – тет вӑл.

–  Ҫынсене сывлӑха сыхлас тӗлӗшпе мӗнле канашсем панӑ пулӑттӑр эсир?

–  Сиплев тӗрӗс диагноз лартнинчен пуҫланать. Кашни чире вӑхӑтра сиплемелле. Вӑраха кайнă чирӗсем пулнă ватӑ ҫынсем хирург ҫӗҫҫи айне час-часах лекеҫҫӗ. Уйрӑмах вӗсем хӑйсем енӗпе тимлӗхе ан чакартăрччӗр ӗнтӗ. Сӑмахран, сирӗн вар-хырӑм чирӗ ан пултăр тетӗр пулсан, ҫурхи-кӗрхи тапхӑрта профилактика сиплевӗн курсне иртмелле. Ӗлӗк эпир вар-хырăм тӗлӗшпе операцисем час-часах тӑваттӑмӑр. Халӗ вӗсем сайраланчӗҫ, мӗншӗн тесен сывалмалли майсем, чире «курма»  пултаракан ку чухнехи аппаратсем пур. Нумаях пулмасть больницăра компьютер томографине вырнаçтарчӗç, часах ятарлă специальноçӗ пулнă врач та килме тивӗçлӗ. Паллах, кунта тӗп врачăн Ильмас Шигабутдиновӑн тăрăшуллăхӗ пысăк пулчӗ.                                            

Сывлăхлă пулас тесен, хăвӑн организмна итлеме, уншӑн тӑрӑшма, ӑна хисеплеме пӗлмелле, тухтӑрсем патне каяссинчен пăрăнмалла мар, тесе каласшăн.

Иосиф Кукушкин яваплă обществăлла ӗҫсенче те хастар хутшӑнать. Тӑватӑ созывра район Совечӗн депутачӗ пулса суйлачӗ, депутатсен корпусӗнче сывлӑх сыхлавӗ тата экологи енӗпе комиссие ертсе пырать. Единая Россия партийӗн Ӗç тăвакан комитечӗн членӗ, çар призывӗн комиссийӗнче тӗп врач, Раççей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗнче обществăлла советăн членӗ пек тивӗҫсене пысӑк явап туйса пурнӑҫлать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев