Фатых Залалетдинович Залалетдинов нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ.
1932 ҫулта пӗрремӗш класа каять. 1939 ҫулта ҫичӗ класс пӗтерсен, Свердловск хулине тухса каять. 1943 ҫулхи май уйӑхӗнче тӑван ялне таврӑнать, октябрь уйӑхӗнче вара ӑна Совет Ҫарӗн ретне илеççӗ, Саратов облаҫӗнчи Тартищево хулине яраççӗ.
Унта пӗрремӗш хатӗрленӳ иртнӗ хыççăн, ăна Иваново облаҫне куҫараççӗ. Фатих Залялетдинович хӑйӗн салтак службине Марий Эл Республикин Суслонгер хулинче пуҫлать. Унтан полка Мурманск облаҫне куҫараççӗ.
Фатых Залалетдинович ҫарта сакӑр ҫул службӑра тăрать. 1951 ҫулта тӑван ялне таврӑнать.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пурнăçне мирлӗ ӗҫе халаллать: ялти клуб заведующийӗ, колхоз склачӗн заведующийӗ пулса ӗҫлет.
Ҫӗршывра вӑрҫӑ пӗттӗр, тӳпе уяр пултӑр тесе вӑй-халне те, пурнӑҫне те шеллемен ветеранӑн ҫутӑ сӑнарӗ пирӗн чӗресенче упранӗ.
М.Р.Гафаров, Д.А.Сатдинов, А.Ф.Залялов, Р.У.Мухаметзянов, Р.Р.Насибуллина.
Нет комментариев