Вожатӑйсем вăй виçрӗç
«Созидание» çамрăксен клубӗнче «Тӗлӗнмелле вожатӑй» республика конкурсӗн муниципаллă этапӗ иртрӗ. Унта 9 вожатӑй хутшӑнчӗ.
Конкурс пилӗк этапран тӑчӗ. Конкурсра хутшӑнакансем жюрипе куракансен тимлӗхне творчество номерӗсене сӗнчӗç. Ун хыççăн вара «Эпӗ тата манӑн отряд» видеоролик урлă хăйсем, отрячӗсем, пӗрле мӗнле мероприятисем ирттерни çинчен каласа пачӗç. Видеороликсем хăйне евӗрлӗ, интереслӗ тата пӗр-пӗринни пек мар. Вожатăйсем ыйтусем çине хурав та шырарӗç.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем енӗпе Аслă Аксу вăтам шкулӗнчен Алиса Искендерова I вырӑн йышӑнчӗ тата вăл Хусан хулинче иртекен конкурсра пирӗн район чысне хӳтӗлӗ. Равиля Замалетдинова (Кивӗ Ҫӗпрел вăтам шкулӗ) – II вырӑн, Алия Карусева (Алешкин-Саплăк) – III вырӑн.
Диля Сулейманова (Марс шкулӗ) – «Чи пулăшуçă вожатӑй», Дарья Митрофанова (Анат Чакă) – «Чи ырă вожатӑй», Ирина Мусаткина (Чӑваш Ҫӗпрел) – «Хальхи вӑхӑтри вожатӑй», Екатерина Краснова (Упи) – «Чи пӗлӳллӗ вожатӑй», Диля Булатова (Кивӗ Шемӗршел) – «Чи энергиллӗ вожатӑй», Анастасия Мосейкина (Матак) – «Чи тӗллевлӗ вожатӑй» ятсене тивӗçлӗ пулчӗç.
Призлă вырăнсем çӗнсе илекенсене тата тӗрлӗ номинацисенче ҫӗнтерӳҫӗсене Диплом тата парнесем пачӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев