Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Воин-афганеца халалласа асăну хăми вырнаçтарчӗç

Мероприятие Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 34 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ

Районти тата ялти ветерансен юхӑмӗн активисчӗсем тăрăшнипе иртнӗ вырсарникун Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи Суворов урамӗнче Афганистанри интернационаллӑ вӑрҫӑра хутшӑннӑ воин-ентешӗн ятне, паттăрлăхне ял-йыш асӗнче хăварас тӗллевпе акци йӗркелерӗç.

Мероприятие Афганистанран Совет ҫарӗсен пӗчӗк контингентне илсе тухнăранпа 34 ҫул çитнӗ тӗле йӗркеленипе те пӗлтерӗшлӗ. Патриотла юхӑма йӗркелекенсемпе активистсем Афган вӑрҫине хутшӑннӑ Василий Дмитриевич Карсаков пурӑннă ҫуртăн стени çине асăну хăмине вырнаҫтарассишӗн пухӑнчӗҫ. Çак мероприяти хыҫҫӑн акцире хутшӑнакансем  ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫласа тата пулас ăрушăн хăйсен пурнӑҫне панӑ ҫынсене асра тытмалли çинчен каларӗç.  Ку тӗлӗшпе патриотла воспитани ӗçне вӑйлатмалли ҫинчен Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳçи Геннадий Карсаков,  Ҫӗпрел районӗнчи «Щит Отечества» регионти обществăлла организацийӗн ертӳçи, чечня вӑрҫинче хутшӑннă Данил Ефимов, ҫапӑҫу юхăмӗн кашни ветеранӗ вӑл кирек мӗнле вӑрҫӑ страницисенчен пӗри пулнине, ҫавӑнпа та пирӗн ҫак асаилӗве ҫирӗп тытса пымаллине палӑртрӗç. Раҫҫей пограничникӗсен Çӗпрел районӗнчи регионти Союзӗн ертӳҫи Альберт Суллейманов Çӗпрел тата Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн ҫыннисем хӑйсен воин-патриочӗсене нихăçан та манмӗç, вилнисен ҫемйисене тимсӗр хӑвармӗç, вилнисен вилтӑприсене пăхса тăрӗç, тесе, шаннине пӗлтерчӗ.

Малалла Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков тухса калаçрӗ. Хӗрӳ точкăсенче тата локаль вӑрҫисенче вилнисен ҫемье членӗсем хӑйсене маннă тесе ан туйччăр, хăйсене тивӗçлӗ правăсемпе тата çăмăллăхсемпе пуринпе те усӑ курччӑр, çакăншăн,  хăйсенчен мӗн килнине пурне те тӑвӑпӑр, терӗ. Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи Афган вӑрҫин ветеранӗсен ячӗпе Петр Мулеев хăйпе пӗр класра вӗреннӗ, Афганистанра пӗрле службӑра пулнă хӑйӗн юлташӗ Василий Карсаков вилнӗшӗн куляннине пӗлтерсе, асаилӗвӗсене çӗнетрӗ.

Ҫавӑн пекех шкул директорӗ Владимир Мискин сăмах илсе, Василийӗн амӑшӗпе Елена Васильевнапа тата унăн пӗр тăванӗпе Леонидпа, унӑн ҫывӑх ҫыннисемпе, тӑванӗсемпе пуринпе те пӗрле хурланине пӗлтерсе, чӑтӑмлӑ, çирӗп пулма ыйтрӗ. Патриотла акци пӗр минут шӑп тăнипе вӗçленчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев