Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Водительсем валли ҫӗнӗлӗхӗсем

2025 ҫулхи мартăн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ОСАГО пуррипе ҫуккине ҫул-йӗр камерисем тӑрӑх тӗрӗслеме пуҫлӗҫ.

Вӑл ҫук пулсан, автомобилистсене «Патшалăх услугисем» сайчӗ урлӑ асӑрхаттарусем килӗҫ. 

Системӑн ӗçне тӗрӗслес тата граждансем хатӗрленсе çитчӗр тесе, çак асӑннӑ проект эксперимент шайӗнче иртӗ. Енчен те чӑнлăха тӳрӗ килмен асӑрхаттарнă çăхавсем пулмасан, полиссӑр водительсен шучӗ чакни палӑрать пулсан, эксперимент срокӗ кӗскелме пултарать. Ҫакӑн хыҫҫӑн система тулли форматра ӗҫлесе каясса кӗтеҫҫӗ, право йӗркине пăсакансене штрафсем килме пуçлӗç. 

Халӗ Раҫҫейре 36 миллиона яхӑн водитель шутланать, çав вăхăтрах 7-10 проценчӗ полиссӑр ҫӳрет, тесе пӗлтереççӗ специалистсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев