Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Водитель удостоверенийӗн вăйра пулнă срокӗ тӑсӑлать

Енчен те водитель удостоверенийӗн вăйра пулнă срокӗ 2025 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен вӗçленет пулсан, вӗсен вăйра пулнă вăхăчӗ тата 3 ҫула тӑсӑлать.

Правительствăн 2023 ҫулхи декабрӗн 23-мӗшӗнче йышӑннӑ 2269 номерлӗ постановленийӗ çакăншăн никӗс пулса тăрать.

Ыйту:
— Водитель удостоверенине ГИБДДна кайса ҫӗнетме ыйтма кирлӗ-и?

Хурав:
— Ҫук, право хӑй тӗллӗнех малалла тăсăлать. Ҫӗнӗ права илме е пулнине улшӑнусем кӗртме кирлӗ мар.

Ыйту:
— Кăмăлланă вăхăтра, çӗнӗ права илме май пур-и?

Хурав:
— Ҫапла, яланхи йӗркепе.

Ыйту: 
— Правӑна хăш вăхăтра обязательнăй майпа улӑштармалла?

Хурав:
— Водитель прави пулнă гражданинӑн уйрӑм даннӑйӗсем улшӑннă чухне.

— Удостоверени юрăхсăра тухнă, унран информацие илме май пулман тӗслӗхре.

— Удостоверение ҫухатнă е вӑрланӑ пулсан.

— Удостоверенийӗ пулнă çыннăн сывлӑхӗ улшӑнсан тата транспортпа çӳреме хирӗҫле кăтартусем килсе тунă вăхăтра.

— Удостоверение суя документсене тӗпе хурса е правилӑсене пӑсса панӑ пулсан.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев