Вӗлле хурчӗсем пыл пухаççӗ
Вӗлле хурчӗсем сăхасран кашниех хăрать пулӗ. Анчах ҫу ҫитсен çакăн пек тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑсемпе тӗл пулмасăр пулмасть.
Хурт-хӑмӑрçăсем пыл хурчӗсем çири тумтирӗн çутă тӗсӗсем ҫине ытларах тимлӗх пани, вӑйлӑ тата вичкӗн шӑршӑсене юратманни çинчен калаççӗ. Манăн атте – опытлӑ хурт-хӑмӑр ӑсти Юрий Ильич сăмахран, мана: «Вӗлле хурчӗ йӗри-тавра ҫаврӑнса вӗçме пуҫласан, хăраса ан ӳк: ан кӑшкӑр, ан чуп, аллусемпе ан çапкалан. Вӑл сан йӗри-тавра вӗҫсе çаврăнӗ те, унтан вӗҫсе кайӗ, кӗпӳ çине ларсан, ӑна силлесе антармалла»,– тет.
Анчах та, хӑш-пӗр чухне, хӑранипе, эпир чупатпӑр, пыл хурчӗсем вара хыçран хӑвалама пултараҫҫӗ. Çав вăхăтра вӗсем вӗçсе кӗреймен çӗре пытанмалла.
Халӑх медицининче вӗлле хурчӗ сăхни усăллă тесе шутлансан та, анчах, урăхла та пулма пултарать – мӗншӗн тесен, организма пыл хурчӗн наркăмăшӗ мӗнле витӗм кӳнине пӗри те пӗлместпӗр. Вӗсем нумайăн сăхни вилӗм патне те илсе ҫитерет, теҫҫӗ. Уйрӑмах аллергипе нушаланакансемшӗн тата ачасемшӗн çакă питех те хӑрушӑ.
Хуҫалӑхăмăрта вӗллесем пулсан, пире пыл хурчӗсем сăхмасăр юлма пултараймаççӗ, паллах. Эпӗ вӗлле хурчӗ сăхнă вырӑна сивӗ, тӑварлӑ шывпа йӗпетнӗ пусмапа ҫыхатӑп, ҫапла иртсе каять. Пӗтӗмлетсе каласан, пӗр хут сăхнă хыççăн çак хурт-кӑпшанкӑн наркӑмӑшне хирӗç иммунитет пулать тени тӗрӗс. Маларах вӗлле хурчӗ сăхнă вырăн хăпарса шыçса тухсан, халӗ ӗнтӗ шыçмасть тата ыратни те хӑвӑртрах иртет. Йӗри-таврашӗнчӗ вӗлле хурчӗсем пулнă çынсене канаш парасшăн – вӗсемпе шӳтлеме юрамасть, сăхасран та сыхланăр тата çав вăхăтра кăна кăмăлсăр лару-тăру килсе тухмӗ, тесе калас килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев