Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Витамин çăл куçӗ

Сывлăх

Çак хăйне евӗрлӗ çимӗç пирӗн пата лекни нумай пулмасть-ха, анчах эпир ăна хăнăхма ӗлкӗртӗмӗр те ӗнтӗ. Вăл дыня, банан, хурăн çырли тата ананас евӗрлӗрех тутă калать.

Киви çимӗçӗ Хӗвел анăç тата Вăтаçӗр Китай тăрăхӗнче ӳсме пуçланă. Каярахпа вăл Кăнтăр Африкăра тата Çӗнӗ Зеландире сарăлнă. Сăмах май, Китайра актиниди текен çимӗçе киви теме тытăннă. Унта киви текен кайăк та пурăнать иккен.

Ананас хыççăн киви Европăра чи анлă сарăлнă тропик çимӗçӗ шутланать. С витаминпа питӗ пуян. Çак çимӗçре вăл лимонпа апельсинран та ытларах, аскорбин йӳçекӗ тӗлӗшпе этеме пӗр çимӗçпех талăкри виçепе тивӗçтерет.

Кунсăр пуçне унра щит евӗрлӗ пар ӗçӗнче пысăк витӗм кӳрекен йод, кали, органика йӳçекӗсем, актиоксидантсем пур. Çавăн пекех клеткăри ылмашăва йӗркелекен, чӗрепе юн тымарӗсене лайăх ӗçлеттерме пулăшакан магни нумай.

Киви диетăна пăхăнакансем валли чи лайăх çимӗç шутланать. Тухтăрсем ăна май килнӗ таран нумайрах çиме сӗнеççӗ. Унран организм питӗ кирлӗ япаласем илет. Çав вăхăтрах калори тӗлӗшӗнчен питӗ чухăн — самăрăлса кайма памасть. Сăмахран, 100 грамра пӗтӗмпе те 50- 65 килокалори шутланать. Ăна апат хыççăн çисен лайăх.

Пӗрмай стресс тытăмне лексен, вăй-хал ӗçӗнче ывăнсан организма С витамин питӗ нумай кирлӗ. Çакнашкал йывăр тапхăрта кунсерен 3-4 киви çиме сӗнеççӗ. Паллă ӗнтӗ, Европăра вăл хӗллехи çимӗç шутланать. Пирӗн тăрăхра халь ăна çулталăк тăршӗпех туянма май пур. Киви туяннă чухне хупăллă çимӗçе суйласа илӗр. Ытлашши хытă-тăк — пиçсе çитмен, унăн усси сахал.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев