Виталий Мердеев: «Манăн ӗмӗте ывӑлӑмсем пурнӑҫа кӗртрӗç»
Пурнăçне тăван ялне, унăн çыннисене халалланă çын вăл
«Ҫамрӑк ӑрӑвӑн пуласлӑхӗ, вӗсен шӑпи вӗрентекенӗн аллинче, унӑн ылтӑн чӗринче», — тенӗ вырӑссен аслӑ писателӗ Александр Фадеев. Манӑн статьян геройӗ те пурнӑҫӑн тӗрлӗ тапхӑрӗсене те иртсе, ҫамрăк ӑрӑва воспитани парас ӗҫре хăйӗн тăрăшуллăхӗпе халăхăн хисепне çӗнсе илсе, пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ çын.
1959 ҫулта, Петрпа Вера Анисимовна ҫемйинче, Виталий пӗрремӗш ача пулса çут тӗнчене килет. Ачалӑх çулӗсене иртсе, Матак вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илет. Шкулта вӗреннӗ ҫулсенчех унӑн организаторла пултарулӑхӗ палӑрать. Виталий Петровича комсомол организацийӗн секретарӗн ӗçне илсе пыма палăртаççӗ. Кашни уйӑхрах районти канашлусене кайса ҫӳрет. Каникул вӑхӑтӗнче, ҫулла колхозра комбайнерăн пулăшаканӗ пулса ӗҫлет.
Ҫамрӑкранах офицер пулма, ҫӗршыва хӳтӗлеме ӗмӗтленет. Хастар вӗренекен пулнӑ май шкулти мӗнпур мероприятире те хутшӑнать, ҫавӑн пекех вӗсене йӗркелекен те пулть.
— Пӗр çулхине шкулта «Айтăр-ха, каччăсем» конкурс ирттертӗмӗр. Унта пӗр командӑна моряксем пек тумлантартăмăр. Çав вăхăтра манӑн Хура тинӗс ҫар училищине вӗренме каяс ӗмӗт çуралчӗ. Эпӗ ҫине тӑрсах хатӗрленме пуҫларăм. Спортпа ҫамрӑкранах интереслентӗм, — тесе асаилӗвӗсене çӗнетрӗ Виталий Петрович.
Кӳршӗри Мучелей ялӗн каччипе иккӗшӗ вӗсем Хусан хулине, комисси иртме каяҫҫӗ. Рустам — летчиксене, Виталий — моряксем хатӗрлекен училищӗне кӗме шутлать. Чӑваш Ен урлӑ, поезд ҫине ларса, пӗтӗм талпăнупа хулана ҫитеҫҫӗ. Вӗсем военкомата шыраса тупаҫҫӗ те хăйсен ӗмӗт-шухăшӗсене пӗлтереççӗ.
Виталий медицина комиссийӗн пур кабинечӗсене те ӑнӑҫлӑ иртет. Анчах куҫӗнче кӑштах сăкăлтăк пулни палӑрать. Çавна пула каччăн мӗнпур ӗмӗчӗсем çука тухаççӗ. Пурнӑҫ малалла пырать. Виталий Петровичăн ҫар служби Украина енче, 1 класлă механик-водитель пулнӑ май иртет, сержант ятне тивӗҫсе, батальонăн комсомол организацийӗн секретарӗ те пулать. Ҫар хыҫҫӑн ҫамрӑк каччă Ульяновск хулинчи ял хуҫалӑх институчӗн ветеринари факультетне пӗтерет. Малтан Ульяновск облаҫӗнчи совхозра ветеринари врачӗ пулса ӗҫлет, унтан яла таврӑнать, ăна тӗп ветеринари врачӗн ӗçне шанса параççӗ. Колхозри парторганизацие те ертсе пыма пуҫлать.
Часах талантлӑ ҫамрӑка шкула ӗҫлеме чӗнеççӗ. Виталий Петрович хӑй тӗллӗн спортпа интересленессине те малалла тăсать. Ялти шкулта бокс секцийӗ йӗркелесе ярать, пултаруллӑ ачасене пуҫтарать. Спорт мастерӗн кандидачӗ ятне те çӗнсе илет. Шкулта вара вăл хими предметне вӗрентет, ҫав вӑхӑтрах директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен çумӗ те пулать. 2007 ҫултан пуçласа Виталий Петровича шкул директорӗ пулма палăртаççӗ. Ман статьян геройӗ каланӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫулсенче хӑй йӗркеленӗ кӗрешӳ секцине çӳренӗ ачасенчен нумайӑшӗ паян МВД тытӑмӗнче вăй хураççӗ, ҫавӑн пекех, тренерсем пулса та ӗҫлеҫҫӗ.
Директор пулса вăй хунă хушӑра Виталий Петрович ялне тата шкула упраса хӑварас тесе хӑйӗн ентешӗнчен, ФСБ генерал-лейтенанӗнчен Валерий Кузнецовран пулӑшу ыйтма шутлать. Валерий Поликарпович, вӑхӑт тупса, яла таврӑнать, шкула курса каять, пулӑшма сӑмах парать. Ҫапла вара, хӑтлӑх кӗртес енӗпе юсав ӗҫӗсем майӗпен пуçланса каяççӗ.
— Эпӗ, çаплах, Марат Хуснуллина (çав çулсенче ТР строительствин министрӗ), Ильдус Фасхутдинова (çав çулсенче ТР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ), Матак ялӗнче ҫуралнӑ мецената Сергей Колесникова та, тата ытти ҫынсене те, укҫа-тенкӗ енчен те, ытти енчен те пулӑшнӑ çынсене те эпӗ чун-чӗререн тав тӑватӑп, — тет Виталий Мердеев.
Виталий Петрович вӗрентекен тата ертӳçӗ пулнă май та питӗ пултаруллӑ, тимлӗ, тӳрӗ кăмăллă ҫын. Коллективра вӑл яланах пулӑшма хатӗр, мораль тӗлӗшӗнчен пахалӑхлӑ тата тӗслӗхӗ пулнă çын. Вӑл аслисене хисеплеме, пӗчӗккисемпе те сăмах тупма пӗлет.
2020 ҫултан пуҫласа тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Виталий Петрович Матак ял тӑрӑхне ертсе пырать.
Вӑл ҫемьере тӗслӗхлӗ атте тата тимлӗ мӑшӑр. Унăн кашни ӗçне ырласа, пулӑшса, канаш парса пурăнакан ăслă та тăрăшуллă мăшăрӗпе Галина Михайловнапа пӗрле вăл икӗ ывӑл пăхса ӳстернӗ, иккӗшӗ те авланнӑ.
Иккӗшӗ те аслӑ пӗлӳ илсе, хӑйсен пурнӑҫ ҫулне тупнӑ, паян юратнӑ ӗҫесенче вăй хураççӗ, ашшӗ-амӑшне мӑнуксем те парнеленӗ. Ывӑлӗ Руслан хальхи вăхăтра Мускав ҫывӑхӗнчи пӗр чаҫре ҫар службинче, майор ятне тивӗҫнӗ. Александр Ульяновскри ҫарпа техника училищинчен вӗренсе тухнă, районта пушарпа ҫӑлав чаҫӗн начальникӗ пулса ӗçлет.
— Ывӑлсем манăн ҫамрӑклăхри ӗмӗте пурнӑҫа кӗртрӗç, ҫар ҫыннисем пулма шут тытрӗҫ, эпӗ вӗсемпе питӗ мăнаçланатăп, — тет Виталий Мердеев.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев